Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушӑра (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл тӑрса пӑхкаланӑ хушӑра хайхи сӗтелӗ те, ун ҫинчи апат-ҫимӗҫӗ те нихҫан пулман пек пачах куҫ умӗнчен ҫухалать, музыка ҫеҫ малтанхи пек янрать те янрать.

Не успел он встать да оглянуться, а стола с кушаньем как не бывало, а музыка играет не умолкаючи.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Ҫак хушӑра инҫех те мар музыка илтӗнсе кайрӗ.

В это время где-то неподалеку заиграли трубы.

XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӑнасенчен пӗри ҫак хушӑра сысна хӑлхи ҫине пӗр черкке эрех чашлаттарчӗ.

Один из гостей взял чарку водки и опрокинул ее свинье в ухо.

XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫак хушӑра хресченсен союзне халӑх лӑках тулчӗ.

Тем временем в комнату крестьянского союза набилось много народу.

ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Маякинсем апата кайнӑ хушӑра, Фома Любӑна кӑшт ҫеҫ ҫанӑран туртнӑ, лешӗ Фомапа юлса, васкавлӑн: — Мӗн эсӗ? — тесе ыйтнӑ.

Когда Маякины пошли туда, Фома незаметно дернул Любовь за рукав, и она осталась вдвоем с ним, торопливо спрашивая его: — Ты что?

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унӑн кунӗ ҫапла пуҫланнӑ: ирхине, чей ӗҫнӗ хушӑра, вӑл вырӑнти хаҫатсене пӑхса тухнӑ, вӗсенчен фельетонлӑх материал аснӑ, фельетонне вӑл ҫавӑнтах, сӗтел кӗтессинчех ҫырнӑ.

Его день начинался так: утром за чаем он просматривал местные газеты, почерпая в них материал для фельетона, который писал тут же, на углу стола.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Халӗ пӗтӗм ҫӗршыв пирӗн, демократилле власть та пирӗнех, апла пулсан, пирӗн хушӑра харкашу пулмалла мар.

Ведь страна теперь наша, демократическая власть тоже наша, и мы должны делиться друг с другом.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫак хушӑра картишӗнчи икӗ ял ҫыннисем те пӗр сӑмах тупрӗҫ, шакӑлтатса калаҫма пуҫларӗҫ.

На дворе в это время юаньмаотуньцы и миньсиньтуньцы нашли общий язык и начали выказывать друг другу внимание.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫак хушӑра сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ:

В этот момент раздались возгласы:

X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫак хушӑра пӳлӗме У Цзя-фу хашкаса чупса кӗчӗ те, Го Цюань-хай патне пырса, ӑна хӑлхинчен тем каларӗ.

Вдруг примчался запыхавшийся У Цзя-фу и что-то шепнул на ухо Го Цюань-хаю.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Дасаоцзапа Лю Гуй-лань ҫак хушӑра помещик ҫемйинчи хӗрарӑмсене ҫуртӑн хӗвелтухӑҫ пайне хӑваласа кӗртрӗҫ.

Дасаоцза и Лю Гуй-лань уже согнали всех женщин семьи помещика на кан в восточной половине дома.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Темпе тав туса пӗтермелле пулать ӗнтӗ ӑна — пӗлместӗп, — тулли кашӑка тути ҫывӑхне леҫе-лӗҫе васкаварланна хушӑра кӑшт шухӑша путанҫи курӑнчӗ те Андрей Васильевич, — питне-куҫне самантрах хӗлхемлӗ ӑшӑнчӑкпа ӑшӑтса та пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Унӑн кӑмӑлӗ тесе… — шухӑш ҫиллине хӑш еннелле сӳтесле, авӑклӑха чӗнмесӗр тӑчӗ хӗр, — Улшӑнтӑм эпӗ, Нина, ку хушӑра.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сулӑ ҫинчи ҫынсемпе пӗрле унӑн чӗринчен ҫак хушӑра капланса ҫитнӗ пӗтӗм йывӑрлӑх, пӗтӗм тӗксӗмлӗх юхса кайнӑн туйӑннӑ.

Вместе с людьми на плоту из груди его как бы уплывало всё тяжелое и темное, чем он наполнил ее за это время.

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сулӑ ҫав хушӑра хуллен, хӑюсӑррӑн ҫаврӑнкаласа тапраннӑ.

А плот тихонько, нерешительно повертывался на воде.

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эп пӗлместӗп ӗнтӗ… ахӑртнех, сирӗн хушӑра вӗчӗ пулнӑ пуль!

Я не знаю… очевидно, у вас были счеты!

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫак хушӑра телефон линине юсанӑ.

Телефонная линия была уже восстановлена.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫак хушӑра карчӑкпа старик килӗнчен пӗр корзина ҫӗрулми йӑтса килчӗҫ, ӑна кӗтӳ ачине леҫсе пама ыйтрӗҫ.

Пока он ходил, старик и старуха Тянь приволокли из дому полную корзину картофеля и попросили отвезти в подарок пастушку.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫак хушӑра горничная пырса кӗнӗ, вӑл хумханнӑ сасӑпа: — Игнатий Матвеич! Сире Наталья Фоминишна чӗнет… Темӗскер, питех мар вӑл… — тенӗ.

Явилась горничная и тревожно сказала ему: — Игнатий Матвеич! Наталья Фоминишна вас зовет… плохо им…

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хань Вӑрӑм Мӑй хыҫӗнче тӑракан шурӑ сухаллӑ старик ҫак хушӑра хӑюллӑн ҫаннине тавӑрчӗ те, ҫынсене тӗрткелесе, мала тухса тӑчӗ.

В этот момент стоявший возле Ханя Длинная Шея белобородый старик, решительно засучив рукава, растолкал людей и ринулся вперед.

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех