Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушшине (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсемпе пӗрле сӗтел хушшине Идӑпа Эмиль те, Альфред та вырнаҫнӑ.

Альфред, Эмиль и сестрёнка Ида тоже сидели за столом со всеми.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Кӗҫех ҫул ҫинче хӑйӗн чи хулӑн тутӑрне ҫыхнӑ, хул хушшине сумка хӗстернӗ Командирша курӑнса кайрӗ.

Они видели, как Командирша, закутавшись в свой самый толстый шерстяной платок, вышла с сумой под мышкой.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Кун пек чухне чи ҫывӑх куҫли те апат-ҫимӗҫ ампарӗпе сарай хушшине кашкӑр шӑтӑкӗ чавса хунине асӑрхас ҫук.

И даже самый зоркий глаз не обнаружил бы волчьей ямы, вырытой между кладовой и сараем.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫак тараватлӑ та аслӑ ҫынсем — струльдбругсем мана хӑйсем хушшине йышӑнма килӗшеҫҫӗ пулсан, эпӗ яланлӑхах ҫак ҫӗршыва юлса хамӑн пурнӑҫӑма вӗсемпе калаҫса ирттерме килӗшнӗ пулӑттӑм.

и проведу всю жизнь в беседах со струльдбругами, если только этим высшим существам угодно будет допустить меня в свое общество.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эмиль ашшӗпе амӑшӗ тата унӑн йӑмӑкӗ Ида террассӑри сӗтел хушшине кӗрсе ларнӑччӗ ӗнтӗ, Эмиль вара ҫук та ҫук.

Папа Эмиля, мама Эмиля и сестрёнка Ида уже сидели за накрытым столом на террасе, а Эмиля всё не было.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ашшӗне часрах шыраса тупас тесе Эмиль ҫынсем хушшине хирӗнсе кӗрсе кайрӗ.

И Эмиль, не мешкая, ринулся в самую толчею, надеясь найти отца.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмилӗн часрах ярмӑрккӑри халӑх хушшине кӗрсе ҫӳрес килет.

Эмиль так и рвался в самую гущу толпы.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл мана ҫывӑрнӑ вӑхӑтра ним те пулмасть тесе шутланӑ та сӑртсем хушшине кайӑк ҫӑмартисем шырама кайнӑ пулас.

Должно быть, он решил, что во время сна со мной не может случиться ничего опасного, и направился к скалам поискать птичьих гнезд.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Майра йӗппи пуҫӗ ман кӗпепе пиҫиххи хушшине кӗрсе кайрӗ те, эпӗ сывлӑшра ҫакӑнса тӑтӑм.

Головка булавки прошла между рубашкой и поясом моих штанов, и я повис в воздухе.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ тӑват уран упаленсе аран-аран калемпӗр йӑранӗ хушшине ҫитрӗм, ун айӗнче тӑрса хӑтӑлса юлтӑм.

С величайшим трудом на четвереньках добрался я до гряды с тмином и нашел там убежище.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хам вӑр-вар сиксе тӑтӑм; эпӗ ӳкнӗшӗн, ҫак ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем хӑраса кайнине курса, шлепкене алла тытрӑм та (эпӗ ӑна йӑласене тӗплӗ вӗреннӗ ҫынсем тунӑ пек хул хушшине тытнӑччӗ) пуҫ ҫинче сулласа, хам нимӗн те аманманнине кӑтартас тесе, виҫӗ хут «урра» кӑшкӑрса илтӗм.

Я тотчас же поднялся; увидя, что мое падение сильно встревожило этих добрых людей, я взял шляпу (которую, как подобает благовоспитанному человеку, держал подмышкой), помахал ею над головой и трижды прокричал «ура» в знак того, что все обошлось благополучно.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Сӗтел хушшине фермерпа арӑмӗ, виҫӗ ачи тата ватӑ амӑшӗ ларчӗҫ.

За стол сели фермер, его жена, трое детей и старуха-бабушка.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Шалтах халтан кайсан, ӗмӗтӗм татӑлса килнипе эпӗ касӑ хушшине выртрӑм та пӗтӗм чӗререн вилӗм кӗте пуҫларӑм.

Разбитый усталостью, в глубоком отчаянии, я лег в борозду и от всего сердца желал смерти.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Йӗпеннӗ пулин те салата вӑл ҫапса ҫемҫетнӗ пӑру какайӗ тата тӗтӗмленӗ ӗне какайӗ, сыртан тунӑ кукӑльпе ытти ҫимӗҫ хушшине пырса лартрӗ.

Но всё же и он занял своё место рядом с телячьими отбивными, копчёной грудинкой, сырными пирогами и другими блюдами.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пуҫне тӳрех ырӑ шухӑш пырса кӗчӗ, икӗ чӳрече хушшине вӑрӑм хӑма хумалла та, куна тума йывӑр мар, ҫав хӑма тӑрӑх ку сарайран амбара куҫмалла.

Ему сразу пришла в голову хорошая мысль: просунуть доску между окнами, это нетрудно, а по ней он проберётся в кладовую.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Унтан тумтире хывса, хам хул хушшине хӗстерсе пынӑ утиялпа пӗрле карап ҫине хутӑм та ҫула тухса кайрӑм.

Затем я разделся, положил платье и одеяло, которое захватил с собой, в корабль и пустился в путь, ведя за собой корабль.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кукӑр-макӑрсем туса, вӑл самантрах ытти карапсем хушшине кӗрсе ҫухалчӗ, ҫыран оборонин броненосецӗ ҫумӗнче вӑл шӑна пысӑкӑш ҫеҫ курӑнса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

— Нихӑш енчен те, тылран та ниепле те пырса тапӑнма май ҫук ҫав тери пысӑк япала ҫинчен шутланӑ чух, — тенӗ Наполеон, — чӗтӗремесӗр тӳсме ҫук, хӑй вӑл сирӗн ҫине вӑйлӑн тапӑнса пырать, ҫӗнтерсен пӗтӗмпех хупласа илет е вилӗмпе хурлӑх ӑшне, пӑрсем хушшине чакса ҫухалать, ӳтне ҫӗртен уйӑрса илсен ҫеҫ пӑвса вӗлерме май пур пек юмахри Антей ҫавӑ мар-ши вӑл?

— Нельзя не содрогаться, — говорил Наполеон, — при мысли о такой громаде, которую невозможно атаковать ни с боков, ни с тыла, тогда как она безнаказанно выступает на вас, наводняя все в случае победы или же отступая, в глубь льдов, в недра смерти и печали. Не это ли мифический Антей, с которым нельзя справиться иначе, как схватив его тело и задушив в объятьях?

VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Халӑх хушшинче тӗрлӗрен хыпарсем ҫӳренӗ, вӑл хыпарсем ҫар хушшине те пырса кӗнӗ.

Разные слухи ползли в народе, забирались в армию.

IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Вырӑс пульлисем ҫывӑхрах шӑхӑрнӑ, ун тавра тӑракан адъютантсем хушшине вилӗм илсе пынӑ.

русские пули летали вблизи, сея смерть среди окружавших его адъютантов.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех