Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушшине (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗртакран Куччанов йывӑррӑн таплаттарса кӗчӗ, хывӑнмасӑрах сӗтел хушшине вырнаҫса ларчӗ, хӑех стакана чӑмп тулли эрех ячӗ те карланкӑ мӑкӑльне иккӗ-виҫҫӗ вылятса илсех пушатрӗ, эхлетсе-мӑшлатса хур тукмаккине пӗтӗре пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ну, ачасем, атьӑр, ларӑр сӗтел хушшине! — терӗ вара Калюков.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тем вӑхӑтран Куччанов та, пӗр ретлӗ тутар купӑсне хул хушшине хӗстернӗскер, персе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Аван, — кӗскен ҫеҫ каласа хучӗ Калюков, вара, сулӑнасран сыхланса, сӗтел хушшине асӑрхануллӑн вырнаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Иртӗр, ларӑр сӗтел хушшине, пӑртак, пултарнӑ таран, хӑналам сире.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл кӗтесри сӗтел хушшине кайса ларчӗ те пӑлавуя, хулари пек, икӗ тӗрлӗ апат — купӑста яшкипе катлет — тата чей пырса пама хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах сисмесӗрех ун ҫинчен шухӑшлама тытӑнать те, хайхи куҫ умне Веняпа Хӗлимун тытӑҫса кайни, вӑл, лашана хӑварса чупса пырса, иккӗшӗн хушшине кӗрсе тӑни, Веня нимӗн тӑвайман енне перӗнсе вилни мар, е унччен нумай ҫул маларах тин ҫеҫ-ха яппун вӑрҫинчен таврӑннӑ Хӗлимун вӑйӑра ӑна ташлама чӗнсе кӑларни, кайран, уйӑх ҫутинче юмахри Йӑван-паттӑр пек таса та хӑватлӑ курӑнаканскер, унпа шӑнкӑр валак умӗнче шӑкӑл татса калаҫса тӑни, е тата чылай ҫулсем иртсен, Веня ӗнтӗ тӗнче вӑрҫи фронтне кайсан, Хӗлимунӑн, хӑйӗн вӑрттӑн ӗҫӗпе яла килнӗскерӗн, кӗтмен ҫӗртен ирӗксӗрех Сӑпани килӗнче ҫӗр каҫма тивни, ҫав ҫӗрле вара Сӑпани, хӑй мӗн хӑтланни пирки пач шухӑшламасӑр, пуҫне ҫухатсах, сасартӑк унпа юнашар пырса выртса ҫылӑха кӗни тухса тӑрать…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сых енне хыҫалалла ҫаврӑнкаласа пӑхсах утнӑ май (ара, хӑй тахҫан Кашкӑр Микулине хӗрлӗ автан ярса хӑварнӑ яла килет-ҫке, ҫитменнине, пӗр кутамкка хаҫат, кӗнеке, листовка йӑтнӑ), шӑп масарпа усрав вӑрман хушшине кӗрсен, Вӑрманхыҫ енчен хӑйне темле ҫатан урапа хӑваланине асӑрхарӗ те вӗлт ҫеҫ пӑрӑнчӗ сылтӑмалла, ҫамрӑк юманлӑхри шӗшкӗ тӗмӗсем хушшинелле.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хайхи хӗр турткаланса тӑчӗ-тӑчӗ те, карӑнтарнӑ хӗлӗх пек ярт тӳрленсе, Хӗлимун умне тухрӗ, сулахай ал тупанне пилӗк ҫине хурса, акӑш евӗр тикӗссӗн пӗр ҫаврӑм турӗ, унтан, аллисене ылмаштарса, пӗр вырӑнта каллӗ-маллӗ ҫаврӑнчӗ те ҫамрӑксем хушшине вӗлт кӗрсе пытанчӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халӑх хушшине тухасси тесен, сан мӗн вӑтанмалли.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, ларар сӗтел хушшине, пирвай пӑртак ҫикелесе-ӗҫкелесе илер, — хушрӗ Калюков.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков ҫаплах тусӗсене сӗтел хушшине чӗнмерӗ-ха, пачах урӑхла, апат тӗлӗшпе чӑтӑмсӑр Кучан чашӑкран пӗр ҫӗрулми илсен, ӑна аллинчен шап! ҫапрӗ те шуратса чӑмӑрла пӗҫернӗ паранкӑ урайне шеи! ӳкрӗ, кӗрпеклӗскер, пар! кӑна саланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мина ӑна-кӑна хӑвӑрт тавҫӑрса илчӗ, хӗрарӑм хӗвелҫаврӑнӑш хушшине кӗрсе ҫухалма пултарасса ӑнланнӑскер, хыҫран хӑваласа тӑмарӗ, револьверӗпе тӗллерӗ те пӗррех кӗрслеттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пурте йӗркеллӗ пулӗ, — аллисене кӑмӑллӑн сӑтӑркаларӗ вӑл, сӗтел хушшине вырнаҫнӑ май.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Валет сӗтел хушшине меллӗрех вырнаҫса ларчӗ, Телегин сехетсене пурне те пуҫтарса чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юнкун кӑна чайнӑйра пӗр ҫамрӑк каччӑ, вунсаккӑрсенчискер, ун сӗтелӗ хушшине ларчӗ те сӑра ӗҫтерме ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах Сӑпани пит именсех тӑмарӗ, тӗксӗм кӗтесри сӗтел хушшине ларса, пӑлавуя ҫимелли илсе килме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ну, халь сӗтел хушшине лар, калаҫӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӑрчӑк ҫухавиллӗ кӑвак сатин кӗпе, ӗнӗк шӑлавар, кирза атӑ тӑхӑннӑскер, хӑйне вӗреннӗ ҫын пек (е улпут пек темелле-и) тыткалать вӑл, пурҫӑн пиҫиххи хушшине пуҫ пӳрнисене чике-чике, кӗпин пӗркеленчӗкӗсене час-часах хыҫалалла хӑвалать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Атя, сӗтел хушшине лар, кӑшт ҫырткалар, — терӗ йӑмӑкне.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех