Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушшине (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
11. Ҫак ҫӗртен Ассур тухнӑ, вӑл Ниневи, Реховоф-ир, Калах хулисене туса лартнӑ, 12. Ниневипе Калах хушшине Ресен хули лартнӑ; ку аслӑ хула.

11. Из сей земли вышел Ассур и построил Ниневию, Реховоф-ир, Калах 12. и Ресен между Ниневиею и между Калахом; это город великий.

Пулт 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Вӗсенчен ӗрченӗ халӑхсем утравсем ҫине ларса тухнӑ; кашнийӗ хӑйсен ҫӗрне, хӑйсен чӗлхипе калаҫакансемпе пӗрле, хӑйсен ӑрӑвӗнчен тухнисемпе пӗрле, хӑйсен халӑхӗ хушшине вырӑнаҫнӑ.

5. От сих населились острова народов в землях их, каждый по языку своему, по племенам своим, в народах своих.

Пулт 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Турӑ Ноя татах каланӑ: Манпа ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни чӗрчун хушшине хывнӑ халал палли ҫакӑ ӗнтӗ, тенӗ.

17. И сказал Бог Ною: вот знамение завета, который Я поставил между Мною и между всякою плотью, которая на земле.

Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. [Манӑн] асамат кӗперӗ тӳпере пулӗ, Эпӗ ӑна курӑп та Турӑпа [ҫӗр хушшине,] ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни ӳтри кашни чӗрӗ чун хушшине хывнӑ ӗмӗрлӗх халалӑма аса илӗп, тенӗ.

16. И будет радуга [Моя] в облаке, и Я увижу ее, и вспомню завет вечный между Богом [и между землею] и между всякою душею живою во всякой плоти, которая на земле.

Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Вара ҫапла пулӗ: Эпӗ ҫӗр ҫине ҫумӑр пӗлӗчӗ ярсассӑн, пӗлӗтре [Манӑн] асамат кӗперӗ курӑнӗ; 15. вара Эпӗ Манпа сирӗн хушшӑмӑра тата кашни ӳтри чӗрӗ чун хушшине хывнӑ Хамӑн халалӑма аса илӗп; тӗнчене шыв илсе пӗтӗм чӗрчуна пӗтересси урӑх пулмӗ.

14. И будет, когда Я наведу облако на землю, то явится радуга [Моя] в облаке; 15. и Я вспомню завет Мой, который между Мною и между вами и между всякою душею живою во всякой плоти; и не будет более вода потопом на истребление всякой плоти.

Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. [Ҫӳлхуҫа] Турӑ тата каланӑ: Манпа сирӗн хушшӑмӑра тата сирӗн патӑрти пӗтӗм чӗрӗ чун хушшине ӗмӗртен ӗмӗре яланлӑха хывнӑ халалӑн палли ҫакӑ: 13. Эпӗ пӗлӗт ҫине асамат кӗперӗ каратӑп, вӑл Манпа ҫӗр хушшине [ӗмӗрлӗхе] хывнӑ халал палли пултӑр.

12. И сказал [Господь] Бог: вот знамение завета, который Я поставляю между Мною и между вами и между всякою душею живою, которая с вами, в роды навсегда: 13. Я полагаю радугу Мою в облаке, чтоб она была знамением [вечного] завета между Мною и между землею.

Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗлене каланӑ: ҫакна тунӑшӑн эсӗ мӗнпур выльӑх-чӗрлӗх умӗнче, хирти пур тискер кайӑк умӗнче ылханлӑ пулӑн; эсӗ хырӑмупа шуса ҫӳрӗн, хӑвӑн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех тӑпра ҫисе пурӑнӑн; 15. санпала арӑм хушшине, сан вӑрлӑхупа арӑм вӑрлӑхӗн хушшине тӑшманлӑх хурӑп; арӑмран ҫураласси санӑн пуҫна ҫапса ҫӗмӗрӗ, эсӗ ӑна ури тупанӗнчен сӑхӑн, тенӗ.

14. И сказал Господь Бог змею: за то, что ты сделал это, проклят ты пред всеми скотами и пред всеми зверями полевыми; ты будешь ходить на чреве твоем, и будешь есть прах во все дни жизни твоей; 15. и вражду положу между тобою и между женою, и между семенем твоим и между семенем ее; оно будет поражать тебя в голову, а ты будешь жалить его в пяту.

Пулт 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Вӗсем кун сулхӑнлатнӑ вӑхӑтра райра ҫӳрекен Ҫӳлхуҫа Турӑ сассине илтнӗ; Адампа унӑн арӑмӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ умӗнчен райри йывӑҫсем хушшине пытаннӑ.

8. И услышали голос Господа Бога, ходящего в раю во время прохлады дня; и скрылся Адам и жена его от лица Господа Бога между деревьями рая.

Пулт 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ӑна вӑл сӗтел хушшине пӗрре ларсах вуласа тухнӑ.

Ее она, сев за стол прочитала сразу.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Артистка мар-тӑк халӑх хушшине тухса та ҫӳреместӗм пуль тетӗп тепӗр чухне.

Если бы не артистка, то думаю, что и на люди, наверное, не выходила бы.

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Хӑнасене чӑваш сӗтелӗ хушшине вырнаҫтарчӗҫ.

Гостей усадили за чувашский стол.

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех