Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурах сăмах пирĕн базăра пур.
хурах (тĕпĕ: хурах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1. Эпӗ Израиле сипленӗ чухне Ефремӗн тӗрӗсмарлӑхӗ курӑнчӗ, Самари усаллӑхӗ палӑрчӗ: вӗсем суйса-улталаса пурӑнаҫҫӗ; киле вӑрӑ кӗрет, урамра хурах ҫаратать.

1. Когда Я врачевал Израиля, открылась неправда Ефрема и злодейство Самарии: ибо они поступают лживо; и входит вор, и разбойник грабит по улицам.

Ос 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Оронаим енчен кӑшкӑраҫҫӗ: «хурах, ҫаратаҫҫӗ! аркатаҫҫӗ!» 4. Моава пӗтернӗ; унӑн ачисем ӗсӗклесе йӗреҫҫӗ.

3. Слышен вопль от Оронаима, опустошение и разрушение великое. 4. Сокрушен Моав; вопль подняли дети его.

Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Хурах пусакансен чатӑрӗсем пӗр шиксӗр лараҫҫӗ, Турра ҫиллентерекенсен чатӑрӗсемшӗн те хӑрушлӑх ҫук, вӗсен хуҫисем Турра хӑйсен аллинче йӑтса ҫӳреҫҫӗ тейӗн.

6. Покойны шатры у грабителей и безопасны у раздражающих Бога, которые как бы Бога носят в руках своих.

Иов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Ҫын хӑйӗн хӗҫне илет те ҫаратма, вӑрлама ҫул ҫине тухать, вӑл тинӗс-юханшыв тӑрӑх ишме хатӗр, 24. арӑслана тӗл пулать, тӗттӗмре ҫӗтсе ҫӳрет; вӑрлать, ҫаратать, хурах пусать, мӗн тупнине тӳрех савнӑ хӗрарӑмӗ патне илсе каять.

23. Берет человек меч свой и отправляется, чтобы выходить на дороги и грабить и красть, и готов плавать по морю и рекам, 24. льва встречает, и во тьме скитается; но лишь только украдет, похитит и ограбит, относит то к возлюбленной.

2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Аллусене сӑнчӑрламан пулнӑ, урусене тӑлламан пулнӑ, анчах эсӗ хурах аллинчен ӳксе вилнӗ пек вилтӗн.

34. Руки твои не были связаны, и ноги твои не в оковах, и ты пал, как падают от разбойников.

2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Иеффай вара, хӑйӗн тӑванӗсенчен тарса, Тов ҫӗрӗнче пурӑннӑ; ун тавра ӗнтӗ ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳрекенсем пуҫтарӑннӑ, вӗсем унпа пӗрле тухса хурах пусса ҫӳренӗ.

3. И убежал Иеффай от братьев своих и жил в земле Тов; и собрались к Иеффаю праздные люди и выходили с ним.

Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Шӑп ҫурма ҫӗрте, Пакӑш ращи тӗлне ҫитсен, ӑна хирӗҫ хӗҫпӑшаллӑ вуникӗ хурах сиксе тухрӗҫ те ун ҫине тапӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑех: «Хурах! — тет, кӑшкӑрать, — Мире сыхлар, — тет, — атьӑр!»

Куҫарса пулӑш

Асаттесен шкулӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 61–62 с.

Хӗлимун ун айӗнче сӑмсана лапчӑтса выртать, кӑшкӑрма тытӑнать: «Хурах! Хурах

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сиссе те юлаймасть Йӑкӑнат, ура хунипе чикеленсе кайнӑ хурах тарса ӗлкӗрнӗ темӗн.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лешӗ, хурах кӑшкӑрса-шавласа, рабочисен пӗчӗк пӳртне чӑмма ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Каҫхи вӑрӑ вӑл хурах пусма та пултарать вӗт-ха!

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

1888 ҫулта III Александр хушӑвӗпе ҫӗнӗ административлӑ пай йӗркеленӗ, ӑна Анадырь округӗ ят панӑ, кивӗ стильпе ҫӗртмен 9-мӗшӗнче Анадырь лиманне «Разбойник» (чӑв. Хурах) клипер кӗнӗ, ун ҫинче ҫӗнӗ округӑн пуҫлӑхӗ Леонид Францевич Гриневецкий, унӑн пулӑшуҫи, карап капитанӗ, 10 (е 12) камчатка казакӗ тата фотограф (ҫавӑн пекех тӗпчевҫӗ те) пулнӑ.

В 1888 году указом Александра III была создана новая административная единица, получившая название Анадырский округ, 9 июня по старому стилю в Анадырский лиман вошёл клипер «Разбойник», на нём был глава нового округа Леонид Францевич Гриневецкий, его помощник, капитан судна, 10 (или 12) камчатских казаков и фотограф (также научный наблюдатель).

Анадырь историйӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%B9%D3%97

Вӑл хӑйне хӑй ытлашши юратакан, ачалла эгоист пулнӑ, профессилле хурах — ҫын вӗлерекен пекех, хуть те мӗн тума та хатӗр пулнӑ…

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах та, капиталист шухӑшланӑ пек пӑхсан, ун заводне туртса илекен рабочи — хурах.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хурах.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хурах!

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хурах! — кӑшкӑрчӗ кӗтӳ ачи.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ашшӗ, Ентимӗр — хурах ӗҫӗпе пурӑнать, ҫынсене ҫаратать.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Шанмарӑм эпӗ, ахальтен хурах пусса ҫӳрекенсем пуль, терӗм, тет.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех