Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурах сăмах пирĕн базăра пур.
хурах (тĕпĕ: хурах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн ҫынвӗлерен хурах ҫине сиксе ӳкес, ӑна ҫакӑнтах пӑвса пӑрахас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халь эп хам та хурах, — терӗ те Телегин хӑюллансах эрех ярса пама ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юрӗ, операции ку пайӗ ӑнӑҫлӑ иртрӗ пултӑр, ҫут тӗнчере, ҫӗрпе пӗлӗт хушшинче, тепӗр темле хурах ҫӳрени халӗ нумайӑшне паллӑ тейӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку хыпара та, Экеҫ гражданинӗ тӗрмерен тарнине те таврари пур ялсене ҫитерчӗҫ, «Кожтрест» кантурне ҫаратнӑ хурах е Телегин евӗрлӗ ҫынсене курсанах административлӑ органсене пӗлтерме хушрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Каллех пирӗн ялта хурах тупрӑр пуль? — хальхинче кӑшт тӑрӑхларах ыйтрӗ Сӑпани.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Калюков вӑл ахаль хурах кӑна.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Июлӗн вӑтӑр пӗрремӗшӗнче пилӗк хурах, сӑнласа кӑтартнӑ тата сӑнӳкерчӗксенчен палланӑ тӑрӑх — Калюков, Минин, Хуснутдинов тата икӗ ҫын — Кивмӗлӗш ялӗнчи шыв арман хуҫи патне пыраҫҫӗ, хӑратса та арӑмне йӗплесе мӗн кирлине туптарнӑ хыҫҫӑн икӗ пин те виҫҫӗр ҫирӗм тенкӗлӗх япала ҫаратса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку та ҫитмен, икӗ эрнерен виҫӗ хурах ҫӗрле арман хуҫи патне килнех пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗншӗн тесен кашни хурах айӑпне тӗрӗс пӗлмелле, ҫавна кура хӑйне тивӗҫ наказани памалла.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хурах арӑмӗ пулса пурӑнас килмест ман, пӗлетне, халӑхран намӑс!»

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Урмаелӗнче Курносов хурах килӗнче ултӑ ҫын ӗҫкӗ ӗҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эрне каялла кӑна-ха, июлӗн вӑтӑр пӗрремӗшӗнче, пилӗк хурах, Кивӗ Мӗлӗшри шыв арман хуҫи Румянцев патне пырса, тискер ӗҫ туса хӑварнӑ, лешӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, икӗ пин те виҫҫӗр ҫирӗм тенкӗлӗх ытла япала ҫаратса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пурте ӑна халӑх умӗнче вӑрӑ е хурах ӗҫӗпе, е влаҫ умӗнче темле хура ӗҫпе айӑпа кӗнӗ тесе шутлаҫҫӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, ӑна темле Мина ятлӑ хурах пырса тустарнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Виҫӗ сехет каялла шыв илме янӑ пилӗк матросран хӑшне те пулин вӗлерекен кӑптӑр-каптӑр хурах та ҫук унта.

Нет даже захудалого разбойника, способного убить кого-нибудь из пятерых матросов, посланных три часа тому назад за водой.

I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Хурах эшкерӗн утаманӗ Робин Гуд».

Предводитель шайки разбойников Робин Гуд».

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ара ҫӗрле, форточкӑсенчен пӑхса: хурах, ҫаратаҫҫӗ! — тесе, вӗсене хӑйсенех чӗнсе кӑшкӑрмалла мар-ҫке-ха ӗнтӗ.

Не к ним же, высунувшись ночью из форточки, кричать: караул, грабят!

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ку хурах ача хӑйӗн ашшӗне те тӳнккенӗ!

Этот разбойник пристукнул своего отца!

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫӑхан текен хурах та ҫапла шухӑшланӑ иккен!

Ворон тоже так подумал!

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫав ҫулсенче Смоланд округӗнче хӑрушӑ хурах хуҫаланнӑ, ӑна ҫынсем ҫӑхан тесе ят панӑ, ҫав ҫӑханран пӗтӗм округ хӑраса тӑнӑ.

В те годы в Смоланде хозяйничал опасный вор, звали его Ворон, и этого Ворона боялись во всей округе.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех