Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ос 7

Пай: Библи –> Осия пророк кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 14:54

Пуплевӗш: 17; Сӑмах: 275

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Эпӗ Израиле сипленӗ чухне Ефремӗн тӗрӗсмарлӑхӗ курӑнчӗ, Самари усаллӑхӗ палӑрчӗ: вӗсем суйса-улталаса пурӑнаҫҫӗ; киле вӑрӑ кӗрет, урамра хурах ҫаратать. 2. Эпӗ вӗсен пур усал ӗҫне те астуса тӑни ҫинчен вӗсем аса та илмеҫҫӗ; халӗ вӗсене хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫавӑрса илет; вӗсем Манӑн умӑмра. 3. Хӑйсен усал ӗҫӗпе вӗсем патшана, ултавлӑ ӗҫӗсемпе аслӑ пуҫлӑхсене савӑнтараҫҫӗ. 4. Аскӑнлӑхпа пурте вӗсем ҫӑкӑр пӗҫерекен хутса янӑ кӑмака пекех хӗмленеҫҫӗ, вӑл кӑмакари ҫулӑма ҫӑрнӑ чусти хӑпариччен ҫеҫ чакарать. 5. «Пирӗн патшамӑр кунӗ!» теҫҫӗ улпутсем, эрехпе чире кайичченех хӗрнӗскерсем; патши вара мӑшкӑлҫӑсене алӑ тӑсса парать. 6. Чеелӗхӗпе вӗсем хӑйсен чӗрине кӑмака пекех туса яраҫҫӗ: ҫӑкӑрне пӗҫерекенӗ ҫӗрӗпе ҫывӑрать, ирпе вара кӑмаки ялкӑшсах ҫунать. 7. Вӗсем пурте кӑмака пек хӗрсе ҫитнӗ, хӑйсен тӳрисене ҫиеҫҫӗ; патшисене пурне те сирпӗтеҫҫӗ, вӗсенчен нихӑшӗ те Мана йӑлӑнмасть.

8. Ефрем ытти халӑхсемпе хутшӑнса кайнӑ, Ефрем ҫавӑрса лартман ҫӑкӑр пекех пулса тӑнӑ. 9. Ютсем унӑн вӑйне ӗмсе тӑнӑ — вӑл ӑна сисмен; ӗнтӗ ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ — ҫакна хӑй те пӗлмест. 10. Вӗсен куҫӗ умӗнче Израиль мухтавӗ кӗҫӗне юлчӗ, ҫапах та вӗсем хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫаврӑнмарӗҫ, Ӑна шырамарӗҫ. 11. Ефрем ӗнтӗ, ӑссӑр кӑвакарчӑн пекех, чӗресӗр юлчӗ: Египет ҫыннисене пулӑшӑва чӗнеҫҫӗ, Ассирие ҫӳреҫҫӗ. 12. Кайма тухсанах Эпӗ вӗсем ҫине Хамӑн серепеме ывӑтӑп; вӗсене вӗҫен кайӑксене ӳкернӗ пек чӑлхантарса ӳкерӗп; хӑйсен пухӑвӗ илтсе тӑнӑ пек, вӗсене хаса парӑп.

13. Хуйхӑ ҫитӗ вӗсене Манран пӑрӑнса кайнӑшӑн; вилӗм ҫитӗ вӗсене Манран уйрӑлнӑшӑн! Эпӗ вӗсене ҫӑлса пытӑм, вӗсем вара Ман ҫинчен суеҫтерсе калаҫрӗҫ. 14. Хӑйсен вырӑнӗ ҫинче кӑшкӑрашнӑ чухне Мана чӗререн тархасламарӗҫ; ҫӑкӑрпа эрехшӗн пухӑнаҫҫӗ, Манран вара аяккалла кайса пыраҫҫӗ. 15. Эпӗ вӗсене ӑс патӑм, вӑйне ҫирӗплетрӗм — вӗсем Мана хирӗҫ усал шухӑш тытрӗҫ. 16. Вӗсем тархасламан мар, анчах Ҫӳлти Турра мар, вӗсем тӗл пемен ухӑ пек пулчӗҫ; чӗлхине чарманшӑн вӗсен пуҫлӑхӗсем хӗҫ айне пулса пӗтӗҫ; вара Египет ҫӗрӗнче вӗсенчен мӑшкӑлласа кулӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех