Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗлӗкре те, тетӗп эпӗ, мӗншӗн тесен Таньӑна мӗн тери йывӑррине курса, ун патне тутлӑ ыйхӑ пычӗ, хӗрачан куҫ хупанкисене вӑл аллипе сӗртӗнчӗ те, лешсем хупӑнчӗҫ.
XVIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Анчах вӗсен куҫӗсене кӑларса илмеҫҫӗ, куҫ хупанкисене те ҫӗлемеҫҫӗ.Но в таких случаях глаза сохраняются в орбите и веки не сшиваются.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хӑйсен тӑшманӗсен пуҫӗсем нумай вӑхӑт хушши ҫӗрмесӗр упранса тӑтӑр тесе, маориецсем малтан ҫав пуҫсен миммине кӑларса илеҫҫӗ, сӑмсисене турпассемпе ҫирӗплетсе лартаҫҫӗ, хӑйсен кӗлеткине ан ҫухатчӑр тесе, сӑмса шӑтӑкӗсене йӗтӗн сӳсӗпе тултараҫҫӗ, ҫӑварӗсемпе куҫ хупанкисене ҫӗлеҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пусса ҫитернӗ ыйхӑ тӗлӗшпе Григорий унӑн тикӗссӗн юхакан сассине илтрӗ, анчах йывӑрланнӑ куҫ хупанкисене уҫма хал ҫитереймерӗ.Сквозь неодолимую дрему Григорий слышал ее ровный голос и не в силах был поднять отяжелевшие веки.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн ҫуйкӑнла илемӗ ҫав-ҫавах упранса юлнӑ-ха, анчах кӗр еннелле сулӑннӑ пурнӑҫӗ питҫӑмартисене кӑштах шупкалатса ӗлкӗрнӗ, куҫ хупанкисене сарӑхтарнӑ, хура ҫӳҫӗсем хушшине эрешмен карти майлӑ сайра кӑвак пӗрчӗсем тире-тире хунӑ, куҫӗсене тӗссӗрлетнӗ.
L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Политком касса тикӗсленӗ сӑрӑ сухалне шӑлса илчӗ, кӑвакрах ҫурта тӗслӗ куҫ хупанкисене вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн кӑна ҫӗклесе, сӳрӗккӗн хуравларӗ.
XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ромашов, тӑнсӑр выртнӑ хыҫҫӑнхи евӗр, хупанкисене хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн мӑчлаттарчӗ те тарӑннӑн хашлатса ячӗ.Ромашов быстро замигал веками и глубоко вздохнул, точно после обморока.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашов куҫ хупанкисене именчӗклӗн мӑчлаттарчӗ.
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вара вӑл, чи лайӑх вӗренекен евӗр хыпкаланса, куҫ хупанкисене антарса та сулкалана-сулкалана, васкавлӑн калама пуҫларӗ:И она заговорила скороговоркой, точно первая ученица, опустив веки и покачиваясь:
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кӑшкӑрса пӑрахнипе те командирӑн ҫиллес сӑнне пула салтак ҫӗтсе кайрӗ, нимӗн чӗнмест, куҫ хупанкисене кӑна мӗлт-мӗлт тутаркалать.Солдат, растерявшись от окрика и сердитого командирского вида, молчал и только моргал веками.
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Тен, ҫак мучи вӑл вӗҫсӗр шухӑшлакан сивлек ҫын та мар пулӗ, анчах вӑрӑм сӑмсипе хӗрелнӗ куҫ хупанкисене пула ун сӑн-пичӗ вӗҫсӗр тем ҫинчен пӗччен шухӑшлама хӑнӑхнӑ ҫын сӑн-пичӗ евӗр курӑнать.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Каллех куҫ хупанкисене вӗриленнӗ, купченӗ йӗпенчӗксем пусаҫҫӗ, куҫра ҫивӗч йӗплӗ хӗрлӗ ҫаврашкасем чупаҫҫӗ — вӗсем икӗ ҫулҫӑллӑ, пӗр пан улмиллӗ турат пек.
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Александр Дмитриевич мана ним шарламӑсӑр алӑ пачӗ, вара, куҫ хупанкисене йывӑррӑн мӑчлаттарса илсе, иртсе кайрӗ.Александр Дмитриевич молча пожал мне руку, заморгал опухшими веками и прошел.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Старик пӗр хушӑ нимӗн те чӗнмерӗ, хӗвеле тинкерчӗ, хӑрпӑксӑр хӗрхӗлтӗм кур хупанкисене мӑч-мӑч хупрӗ.Старик некоторое время молчал, смотрел на солнце, моргал красноватыми веками без ресниц.
Старикпе хӗр тата хӗвел // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 59–64 стр.
— Каласа парам-и сана вилсен хама епле пытарассине? — кулӑш хӗлхемне чӑлтӑртаттарса кӑшт пӗрчӗ вӑл куҫ хупанкисене.— Хошь расскажу, как меня хоронить будут? — Чуть сощурил глаза в усмешке.
Пахчапа мунча хуҫи // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.