Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ну, ку нимех те мар, — хӑйне пысӑка хумарӗ Володя.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Верочка хӑй ӑшӗнче: «тепӗр тесен, интересленместӗп», тесе хушса хумарӗ, мӗншӗн тесен Верочкӑн унпа интересленесси пирки шухӑш та пулман.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫук, Давыдовпа пулнӑ харкашура хӑйне пӗрре те парӑннӑ ҫын вырӑнне хумарӗ вӑл, ҫавӑнпа та калаҫӑва малаллах тӑсма шутларӗ:
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫапла пуҫланчӗ ҫак тӗлӗнмелле, нихҫан пулман юрату, Макар уншӑн кӗҫех пуҫне хумарӗ.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫак грек чӗлхине вӗрентекен учитель, ҫав хупӑлчари этем, кам шухӑшлама пӗлес пур, кӗҫех авланса хумарӗ.И этот учитель греческого языка, этот человек в футляре, можете себе представить, едва не женился.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Миҫе хутчен вӑл фортепиано клавишӗсене тӗрӗслесе тухмарӗ-ши е нотӑсене вырӑнтан вырӑна илсе хумарӗ пулӗ!
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов кулса ячӗ те Захара ухмах вырӑнне те хумарӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эй, ачаш, ӗҫсӗр ырӑ куран этем! — терӗ Волков, шлепке хума вырӑн шыраса, вара, пур ҫӗрте те тусан курса, ниҫта та хумарӗ; ларас тесе фрак аркисене сирчӗ, анчах кресла ҫине тинкерсе пӑхрӗ те лармарӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Епле-ха пуҫтарса хумарӗ вӑл сире?
Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Кунхинче мана никам та вӑрӑ вырӑнне хумарӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах та ҫав кун вӑл, савӑнӑҫлӑ та салхускер, ҫӗнӗ форма тӑхӑннӑскер, киле икҫӗр тенкӗ укҫа илсе килсен, никам та ӑна вӑрӑ-хурах вырӑнне хумарӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
19. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ пур! вӑл Манӑн тупама вырӑна хумарӗ, Манӑн килӗшӗвӗме пӑсрӗ, ҫакна Эпӗ унӑн пуҫӗ ҫине ярӑп, тет.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫак ҫӗрте пурӑнакансенчен е ютран килнӗ ҫынсенчен кам та кам чӑрсӑр аллипе мӗн те пулин тӑвать, ку Ҫӳлхуҫана хурлани пулать: ҫав чун хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтӗ, 31. мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫа сӑмахне вырӑна хумарӗ, Унӑн ӳкӗтне пӑсрӗ; ҫав чун пӗтӗ, унӑн ҫылӑхӗ хӑй ҫинче пулӗ, тенӗ.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.