Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уҫнӑ (тĕпĕ: уҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Енре шутлавӑн 60 участокне уҫнӑ: 9 хулара - 34, 38 ялта - 26. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене илес-тӗк, Калинин районӗнчи Ярмӑркка, Декабристсен, Кадыков урамӗсенчи, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи, Ленин районӗнчи Мир, Иван Яковлев, Кӑкшӑм, Энгельс, Шевченко, Ильбеков урамӗсенчи, Ленин проспектӗнчи, Мускав районӗнчи Анисимов, Константин Иванов, Павлов мичман, Гузовский, Энтузиастсен урамӗсенчи, Ҫамрӑклӑх бульварӗнчи тата Юханшыв, Парк, Энергетиксен, Коммунистсен, Совет, Хӗвел, Первомайски урамӗсенчи, Химиксен тӑкӑрлӑкӗнчи уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансем микроҫырава хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Нумаях пулмасть тата икӗ стенд уҫнӑ.

Недавно еще два стенда открыли.

Ҫӗнӗ Мӑратсен вӗҫкӗн­лӗхӗ паянчченех упранса юлнӑ... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Хӗрарӑм куҫне уҫнӑ.

Женщина открыла глаза.

Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче юлашки виҫӗ ҫулта Чӑнкасси, Караньял, Упакасси, Турханкасси ялӗсенче уҫнӑ.

На территории Марпосадского района за последние три года открыли в деревнях Кугеево, Караньялы, Алмандаево, Сотниково.

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Вӗренекенсем Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалланӑ тата «Театр — ачасене» эрнене уҫнӑ май спектакль кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Президенчӗ Н. В. Федоров: «Ҫитӗнӳ пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленинчен килет» // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Кӑҫал ҫӑмӑл атлетикӑпа, ҫуллахи спорт сезонне уҫнӑ чух, районти ҫак мероприятие ирттерессине федераци ертӳҫи Б.В. Андреев ертсе пынипе Муркаш райповӗ хӑй ҫине илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Пӗррехинче, ҫу кунӗнче, Володарски урамӗнче ларакан Пичет ҫуртӗнчен Атӑл хӗрринче нумай пулмасть уҫнӑ офсет цехне ҫуранах утатӑп.

Однажды, в летний день, с расположенного на Володарской улице Дома печати направлялся пешком в только что открывшийся на берегу Волги офсетной цех.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Кӑҫал районти суд приставӗсем патӗнче алимент шыраса илессипе 73 производство уҫнӑ, пурӗ 9 миллион та 100 пин тенке яхӑн парӑм пухӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Бюст уҫнӑ кун Кашара чӑн-чӑн уява ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Палӑк кӑна мар... // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

…Ҫак тапхӑрта Тӑхӑрьял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ ялсенче ҫуралса ӳснӗ тата пӗлӳ илнӗ нумай яшпа хӗр Иван Яковлев уҫнӑ Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче пӗлӳ илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

XX ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче шкулсенче класс тулашӗнчи ӗҫсене ертсе пыраканӑн должноҫне уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Воспитани центрӗн ертӳҫи // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Тӗнчипе паллӑ синолога, Демидов премийӗсен лауреатне /1834, 1837, 1842, 1849/, Раҫҫей ӑслӑлӑхӗсен академийӗн член-корреспондентне, Парижри Ази обществин чӑн членне, Раҫҫей империйӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствин Ази департаменчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченне Никита Бичурина /1777-1863/ хисеплесе уҫнӑ музей ентешӗмӗр Китайра ӑслӑлӑх енӗпе пурнӑҫланӑ вышкайсӑр пысӑк ӗҫӗпе паллаштарать.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

— Чӑваш Енре 1960-1970 ҫулсенче промышленноҫ производстви ҫуллен ӳснӗ, ҫӗнӗ предприяти нумай уҫнӑ, малтан пач пӗлмен продукци туса кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Паянхи кун ачасем валли уҫнӑ 7 учрежденире 133 воспитанник.

На сегодняшний день в открытых для детей 7 учреждениях 133 воспитанника.

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Смена уҫнӑ ятпа кӑвайт чӗртрӗҫ, кашни ушкӑн хӑйӗн юррине карталансах юрларӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

2005 ҫулта уҫнӑ сайт республикӑри чӑвашла хыпарлакан информаци ресурсӗсенчен пӗри пулса тӑрать.

Открытый в 2005 году сайт является одним из чувашских республиканских информационных ресурсов.

Интернет уҫлӑхӗ тата пичет кӑларӑмӗсем // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Вӗренӳ организацийӗсен сайчӗсенче «Прокуратура ӑнлантарать» тата ытти баннер уҫнӑ, укҫа-тенке саккунсӑр майпа пухнин ыйтӑвӗсемпе «хӗрӳ линисемпе» «шанӑҫ телефонӗсем» ӗҫлеҫҫӗ.

На сайтах образовательных учреждений открыли баннеры "Прокуратура разъясняет" и другие, работают "горячие линии" и "телефоны доверия" по поводу незаконного сбора денег.

Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Чӑваш Республикинче коррупципе кӗрешессине йӗркелекен комиссин черетлӗ ларӑвне уҫнӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ҫӗршыв ертӳлӗхӗ коррупципе пӗр шелсӗррӗн кӗрешмешкӗн тӗллев лартнине аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ҫавӑнпа халӑх хушшинче ӑнлантару ӗҫне куллен туса пымаллине тепӗр хут аса илтерчӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев эрне пуҫламӑшӗнчи канашлӑва уҫнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннин ырлӑхӗшӗнех пӗлтерӗшлӗ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

— Сергей Григорьевич, хӑвӑрӑн юбилей кунӗнче Челябинскра уҫнӑ «GRAND ФотоСВ» музей пирки калаҫар-ха.

- Сергей Григорьевич, давайте поговорим о музее «GRAND ФотоСВ», открытого в день вашего юбилея в Челябинске.

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех