Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уҫнӑ (тĕпĕ: уҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫула уҫнӑ хыҫҫӑн унпа вӑрҫӑ хатӗрӗсем, тыр-пул, ҫурт-йӗр тумалли материалсем тата халӑха кирлӗ ытти япаласем турттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Кунти сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенче яланах кадрсем ҫителӗксӗр, пӗр-икӗ ҫул каялла уҫнӑ ачасен медицинӑпа диагностика центрӗ те чылайччен пӗтӗм вӑйран ӗҫлеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ача сывлӑхӗ ҫирӗп пулмалла // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Казахстанра ҫерем уҫнӑ ҫӗрте тракторист, комбайнер пулса ӗҫлерӗм.

Куҫарса пулӑш

Ман пурнӑҫӑн ир-каҫӗсем… // АЛЬБЕРТ НИКОЛАЕВ-КӲЛЬВАР. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Уява хатӗрлесе ирттерекен ЧР таврапӗлӳҫисен ертӳҫи Сергей Сорокинпа Виталий Станъял тата ЧНК пайташӗ Эдуард Бахмисов туризм ҫуртне уҫнӑ май ҫавра сӗтел хушшинче форум ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Муркаш хутлӑхӗнче те юлашки виҫӗ ҫулта Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче палӑртнине пурнӑҫласа Шуркасси, Шомик тата Шаптак ялӗсенче фельдшерпа акушер пункчӗсем уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Муркаш больницинче - тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем // Никита АНДРЕЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Республика Пуҫлӑхӗ Йӑлкӑш ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗн ҫӗнӗ ҫуртне уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.

Глава республики принял участие в открытии нового здания фельдшерско-акушерского пункта в деревне Илгышево.

Элӗксен пысӑк савӑнӑҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, уява уҫнӑ май, Акатуй - тӑван ҫӗре хисеплекен, хавхаланса ӗҫлекенсен уявӗ пулнине палӑртрӗ.

Открывая праздник, Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев отметил, что Акатуй - это праздник тех, кто любит родную землю, работает вдохновенно.

Республика кунӗ - Чӑваш Енӗн тӗп наци уявӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

– Чӑваш тумне, культурине, чӑвашлӑха упраса хӑварас, аталантарас тесе ирттеретпӗр ҫак уява,– терӗ Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Г.Архипов уява уҫнӑ май.

- Этот праздник проводим для того, чтобы сохранить и развить чувашскую одежду, культуру, чувашский мир, - сказал президент Чувашского национального конгресса Г.Архипов открывая мероприятие.

Чӑваш тумӗ — халӑх мулӗ, сумӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Шкул спорт енӗпе мал утӑмсем тунӑран вӗренӳ организацийӗн ертӳлӗхӗ ҫулталӑк каялла ҫӗнӗ пуҫару патне ҫитнӗ — кадет класӗ уҫнӑ.

Из-за успехов в сфере спорта, руководство образовательной организации год назад дошло до новой инициативы - открыло кадетный класс.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Ӑна Миякири район пульницин тӗп врачӗ Р.Магазов хушнипе уҫнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15

Уйрӑмах фестивале уҫнӑ самант чуна пырса тиврӗ.

Особенно затронул до глубины души момент открытия фестиваля.

«Салам» чӑвашсене пуҫтарчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

— Сирӗн пирки тепӗр хыпар та илтрӗм — эсир ЮТВ-Крым телеканал уҫнӑ иккен.

— О вас я услышал еще одну новость - оказывается вы отрыли телеканал ЮТВ-Крым.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Пурпӗр промышленноҫ ӗҫӗ ӳсӗмлӗ», — кӑмӑллӑн палӑртрӗ ӗнер ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата хуласемпе районсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлӑва уҫнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Самантрах куҫне уҫнӑ.

В одно мгновение открыла глаза.

Ӗҫ тумасӑр хулӑ та хуҫаймӑн // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Пухӑннисене саламласа конференцин пӗрлехи ларӑвне институт ректорӗ, истори наукисен докторӗ Валерий Андреев профессор уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑхпа право аталанӑвӗн XXI ӗмӗрти ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ // Вероника ДАВЫДОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Чӑваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗ Элли Юрьевӑн пултарулӑхри паттӑрлӑхне хӑйӗн указӗсемпе вилӗмсӗрлетрӗ: хулан ҫӗнӗ урамне, ачасен ӳнер шкулне унӑн ятне пачӗ, Президент бульварӗнче Юрьевӑн музей-галерейине уҫнӑ, Асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Предприятие 1969 ҫулта уҫнӑ, 473 ҫын вӑй хурать /пӗлтӗр 370-ӗн тӑрӑшнӑ/.

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Халӗ кунта йӑлари хытӑ каяшсене тирпейлемелли тата упрамалли техника тӗлӗшӗнчен те, экологи тӗлӗшӗнчен те ҫӗршыври чи ҫӗнӗ йышши полигон уҫнӑ.

Теперь здесь открыт полигон по переработке и хранению твердых бытовых отходов - один из самых современных в стране как с технической, так и с экологической точки зрения.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Социаллӑ яваплӑхлӑ бизнесӑн ырӑ тӗслӗхне «Чӑвашкабель» предприяти кӑтартать, вӑл Шупашкар хула администрацийӗпе пӗрле картишсенче 10 ытла ҫӗнӗ хоккей коробки уҫнӑ тата 200 яхӑн ачана хоккеистсен формипе тивӗҫтернӗ.

Одним из ярких примеров социально ответственного бизнеса является предприятие «Чувашкабель», которое совместно с администрацией города Чебоксары в прошлом году открыло более 10 новых хоккейных коробок во дворах и обеспечило спортивной хоккейной формой около двухсот школьников.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Юлашки ҫулта сывлӑх сыхлавӗн 10 объектне тӗпрен юсанӑ, 40 фельдшерпа акушер пункчӗ туса хута янӑ, Шупашкарта икӗ ҫӗнӗ поликлиника уҫнӑ.

За последний год капитально отремонтировано 10 объектов здравоохранения, построено 40 ФАПов, открыты две новые поликлиники в Чебоксарах.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех