Шырав
Шырав ĕçĕ:
Елчӗксене уяв ячӗпе Раҫҫейри МЧСӑн Чӑваш Республикинчи Тӗп управленийӗн начальникӗ Станислав Антонов генерал-майор, Чӑваш Республикинчи гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ Олег Павлов, Чӑваш Республикинчи пушара хирӗҫ кӗрешекен службӑн начальникӗ Валерий Игнатьев, Чӑваш Республикин шыравпа ҫӑлав службин начальникӗ Николай Глухов, район пуҫлӑхӗ Петр Скворцов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин саламларӗҫ, пысӑк тӑрӑшулӑхпа, хастарлӑхпа палӑрнӑ ветерансене Хисеп грамотисемпе, Тав хучӗсемпе чысларӗҫ.
Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен уявӗнче // В.СМИРНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Библиотекарьсем те уяв тӗлне ятарлӑ кӗнекесен выставкине хатӗрленӗ.
Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен уявӗнче // В.СМИРНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
22. Ҫавӑн чухне Иерусалимра Турӑ Ҫуртне ҫӗнетнине асӑнмалли уяв ҫитнӗ; ун чухне хӗлле пулнӑ.22. Настал же тогда в Иерусалиме праздник обновления, и была зима.
Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иисус Турӑ Ҫуртне кӗрсе вӗрентме пуҫланӑ тӗле ҫур уяв иртнӗ пулнӑ ӗнтӗ.
Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑнпа ӗнтӗ мӗн ҫинишӗн, мӗн ӗҫнишӗн, е пӗр-пӗр уяв тӗлӗшпе, е ҫӗнӗ уйӑх тӗлӗшпе, е шӑматкун тӗлӗшпе сире никам та ан айӑплатӑр: 17. ку вӑл малашнехийӗн ӗмӗлки ҫеҫ пулнӑ, ӳчӗ вара — Христос.
Кол 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Унӑн, йӑла тӑрӑх, халӑх ыйтнипе, тӗрмере ларакансенчен пӗрне уяв ячӗпе ирӗке кӑлармалла пулнӑ.17. А ему и нужно было для праздника отпустить им одного узника.
Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Уяв кунӗсем иртсен вӗсем киле кайма ҫула тухнӑ, Ачи, Иисус, Иерусалимра тӑрса юлнӑ; Иосифпа Унӑн Амӑшӗ ҫакна асӑрхаман: 44. вӗсем Вӑл урӑх ҫынсемпе пырать пулӗ тесе шухӑшланӑ.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑн чухне Каиафа ятлӑ аслӑ священник керменне аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем пухӑнса 4. Иисуса чеелӗхпе тытас та вӗлерес тесе кавар тунӑ; 5. вӗсем: анчах ку ӗҫе уяв вӑхӑтӗнче тӑвас мар — халӑх пӑлханмалла ан пултӑр, тенӗ.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вӗсем патша мӗн кирлине пӗтӗмпех парса тӑнипе вунтӑваттӑмӗш кунччен уяв тунӑ, вара ҫав кунхине килне кайма ирӗк ыйтнӑ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑн хыҫҫӑн патша, хулана таврӑнса, тӑкакшӑн яваплӑ ҫынна чӗнтерсе, иудейсене ҫичӗ кун хушши эрех тата ӗҫкӗ-ҫикӗ тума мӗн кирлине пӗтӗмпех парса тӑма хушнӑ, вӗсем хӑйсем пӗтессе кӗтнӗ вырӑнта хӑйсем ҫӑлӑннӑшӑн туллин савӑнса уяв туччӑр тенӗ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпир Турӑ Ҫуртне тасатса уяв ирттерме шухӑшлани ҫинчен сире ҫырса пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ; эсир те ҫав кунсене уявласа аван тунӑ пулӑттӑрччӗ.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫавӑн пекех Соломон та сакӑр кун хушши савӑнӑҫлӑ уяв ирттернӗ.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Акӑ Эпӗ сире хулсӑр тӑратса хӑварӑп, питӗр-куҫӑр ҫине тислӗк, хӑвӑр кӳнӗ уяв парнисен тислӗкне, сапӑп, сире ҫавӑнпа пӗрле кӑларса ывӑтӗҫ.
Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Саваоф Ҫӳлхуҫаран мана сӑмах пулчӗ: 19. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тӑваттӑмӗш уйӑхра типӗ тытни те, пиллӗкмӗшӗнче типӗ тытни те, ҫиччӗмӗшӗнче типӗ тытни те, вуннӑмӗшӗнче типӗ тытни те Иуда килӗшӗн савӑнӑҫпа хаваслӑ уяв пулса тӑрӗ; анчах та чӑнлӑхпа татулӑха юратӑр.
Зах 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпӗ вара Египет ҫӗрӗнчен пуҫласах санӑн Ҫӳлхуҫа Турру, уяв кунӗсенчи пек, сана каллех хӳшӗсене вырӑнаҫтарӑп.9. А Я, Господь Бог твой от самой земли Египетской, опять поселю тебя в кущах, как во дни праздника.
Ос 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫак уяв кунӗсенче, ҫичӗ кун хушши, кашни кун унӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнене ҫичӗ пӑру тата айӑпсӑр ҫичӗ сурӑх таки кӳмелле, ҫылӑх парнине унӑн кашни кун качака кӗтӗвӗнчен пӗр качака таки кӳмелле.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра пирӗншӗн те кӗлтӑвӑр, эпир ӗнтӗ хамӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче ҫылӑха кӗтӗмӗр, Ҫӳлхуҫа хаярлӑхӗ, Унӑн ҫилли пирӗнтен паянхи кунчченех сирӗлмест; 14. хӑвӑра ярса паракан ҫак кӗнекене вуласа тухӑр: ӑна Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче уяв кунӗсенче, ятарлӑ кунсенче халӑха вуласа парӑр.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн парне вырӑнне тиркерӗ, Хӑйӗн Таса Ҫуртӗнчен чунне пистерчӗ, тӗреклетнӗ ҫурчӗсене тӑшман аллине пачӗ; тӑшман вара Турӑ Ҫуртӗнче уяв кунӗ чухнехи пекех шавларӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Сирӗн патӑрта вара, аслӑ уяв каҫӗнчи пек, юрлани илтӗнсе тӑрӗ, Турӑ тӑвӗ ҫине, Израиль тӗрекӗ патне шӑхличӗ каласа улӑхакан ҫын пек пӗтӗм чун-чӗререн савӑнӑн.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл пӗлӗтсем хушшинчи шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ пек, уяв кунӗнчи тулли уйӑх пек пулнӑ; 7. Ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗ тӗлӗнче ҫутатса тӑракан хӗвел пек, мӑнаҫлӑ пӗлӗтсем хушшинче ҫиҫекен асамат кӗперӗ пек пулнӑ; 8. ҫурхи кун сарӑлса ларакан кӗлчечек пек, шыв хӗрринчи лили чечекӗ пек, ҫу кунӗнчи ливан турачӗ пек пулнӑ; 9. тӗтӗркӗчри кӑварпа латӑн, 10. хаклӑ йышши чулсемпе эрешленӗ, шӑратса хывнӑ ылтӑн савӑт пек пулнӑ; 11. ҫырлаллӑ ҫу йывӑҫӗ пек, пӗлӗтсене перӗнекен кипарис пек пулнӑ.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.