Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уяв сăмах пирĕн базăра пур.
уяв (тĕпĕ: уяв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уяв кӗрлерӗ те кӗрлерӗ.

Праздник гудел и гудел.

Ярмулай ялне — 250 ҫул // Рудольф ПАВЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Хӑнасем ырӑ сӑмахсем каласа пурне те уяв ячӗпе саламларӗҫ.

Гости с добрыми пожеланиями поздравили всех с праздником.

Ярмулай ялне — 250 ҫул // Рудольф ПАВЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Уяв программине ертсе пыракансем ытти хӑнасемпе те паллаштарчӗҫ‚ сӑмах пачӗҫ.

Ведущие праздничной программы познакомили и с другими гостями, дали слово.

Ярмулай ялне — 250 ҫул // Рудольф ПАВЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Ҫуллахи хӗвеллӗ те ӑшӑ кун ваттине те‚ вӗттине те уяв лапамне пуҫтарчӗ.

Солнечный и теплый летний день на праздничной площади собрал и стар, и млад.

Ярмулай ялне — 250 ҫул // Рудольф ПАВЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Июнь уйӑхӗн 18-мӗшӗнче‚ Ҫимӗк кунӗ умӗн‚ Пелепей тӑрӑхӗнчи Ярмулай ялӗнче пысӑк уяв хаваслӑн кӗрлесе иртрӗ.

18-го июня, перед Троицей, в деревне Ермолкино Белебеевского района шумно прошел веселый большой праздник.

Ярмулай ялне — 250 ҫул // Рудольф ПАВЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Уяв савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура иртрӗ.

Праздник прошел в радостной обстановке.

«Салам» чӑвашсене пуҫтарчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Июнӗн 11-мӗшӗнче вара Германири Совет Ҫарӗсен ушкӑнӗ йӗркеленнӗренпе 71 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарти Ҫар Мухтавӗн монуменчӗ умӗнче уяв митингӗ халӑха йышлӑ пухрӗ.

А 11-ого июня в честь 71-летия со дня образования объеденения Советских войск в Германии, митинг собрал многочисленный народ перед Чебоксарским монументом Воинской Славы.

Эпир нимӗҫ ҫӗрӗсем тӑрӑх утса тухнӑ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Уяв ячӗпе медальсен чыславӗ те иртрӗ.

Прошло награждение медалями в честь праздника.

Эпир нимӗҫ ҫӗрӗсем тӑрӑх утса тухнӑ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Ку вӗсемшӗн пысӑк уяв.

Для них это - большой праздник.

Ҫимӗк — эрех ӗҫмелли сӑлтав-им? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2789.html

Ҫимӗк чӑннипех те пысӑк уяв.

Семик действительно большой праздник.

Ҫимӗк — эрех ӗҫмелли сӑлтав-им? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2789.html

— 1997 ҫулта Мускавра Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗпе, Андриян Григорьев космонавт летчикпа «Чӑваш Ен асамачӗ» фестивалӗн уяв мероприятийӗсенче пӗрле ҫӳрерӗм.

Куҫарса пулӑш

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Ялта пӗрисен килӗнче уяв иртнӗ.

В деревне у одних прошел праздник.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ӗҫтешӗсене уяв ячӗпе саламланӑ май президент вӗсене «судра выляса илнӗ ӗҫсемпе кӑмӑллӑ пулма» сунчӗ.

Поздравляя коллег с праздником президент пожелал им "быть довольными выигранными делами в суде".

Ӑмӑртура - адвокатсем кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Уяв кунӗнче тутарсем малтан Сабантуй ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла савӑнтаракан «Кӗмӗл ҫӑлкуҫ» // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Уяв иртекен вырӑн та питӗ хӑйнеевӗрлӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла савӑнтаракан «Кӗмӗл ҫӑлкуҫ» // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Хӑйсенне упраҫҫӗ, урам, кӗреке, салтак, уяв тата ытти хӑйнеевӗрлӗ юрӑсене шӑрантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла савӑнтаракан «Кӗмӗл ҫӑлкуҫ» // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫак кунсенче кӑна Анат Уратьмасем ҫулланнӑ ҫынсене сума суса тата вӗрентекенсене чыс туса пысӑк уяв ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла савӑнтаракан «Кӗмӗл ҫӑлкуҫ» // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Тӗслӗхрен, пӗлтӗр К.Иванов тата Литература ҫулталӑкӗпе ҫыхӑннӑ уяв нумай йӗркеленӗ.

Например, в прошлом году организовали много праздников, посвященных году К.Иванова и Литературы.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Уяв вӗҫӗнче Пелепейри чӑвашсен наципе культура автономийӗн председателӗ В.М.Яковлев пурне те тав сӑмахӗ каларӗ.

В завершение праздника Председатель Белебеевской чувашской национально-культурной автономии высказал всем слова благодарности.

Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25

Вӗсем ачасене ҫак хаваслӑ уяв ячӗпе саламларӗҫ‚ ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Они поздравили детей с этим радостным праздником, пожелали им удачи.

Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех