Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уяв сăмах пирĕн базăра пур.
уяв (тĕпĕ: уяв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартассишӗн хӑйсен кун-ҫулне шеллемесӗр кӗрешнӗ салтаксен пысӑклатнӑ сӑнӳкерчӗкӗсене йӑтнӑ ҫывӑх ҫыннисем мӑнаҫлӑн акци колоннипе утса иртни, пулас салтаксем - ҫамрӑк армеецсем, кадет класӗнче вӗренекенсем парада хутшӑнни, Николай Петрова асӑнса йӗркелекен ҫӑмӑл атлетсен Елчӗк урамӗнчи чупӑвӗ, концерт программине хатӗрлеме районти культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем анчах мар, пултарулӑх ушкӑнӗсем те хастар хутшӑнни уяв ят-сумне тата ӳстернӗн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Вӑхӑт иртнипе те кивелмен уяв кашни ҫыншӑн ҫывӑх.

Куҫарса пулӑш

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Аслӑ Ҫӗнтерӗве 71 ҫул ҫитнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ уяв вӗҫленнӗ хыҫҫӑн каллех Ҫӗнтерӳ лапамӗ тӑрӑх утса тухӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗмсӗр полк // Пирӗн пурнӑҫ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Унсӑр пуҫне уяв тӗлне вунӑ е тата ытларах ҫул агропромышленность комплексӗнче ертӳҫӗ пулса тӑрӑшнӑ хастарсен ячӗпе уҫнӑ сӑн ӳкерчӗксен куҫса ҫӳрекен куравӗ те ӗҫ паттӑрӗсен пысӑк «ҫарне» ҫирӗплетсе парать.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсен ячӗпе — Мухтав аллейи // А. НИКОЛАЕВ. «Авангард», 2016.05.06

Район администраци пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов ӑшӑ салам сӑмахне каланӑ май, ҫак уяв шӑпах пысӑк туйӑмлӑ ҫынсене, хӑйсен ӗҫне парӑнса, юратса ӗҫлекенсене, хамӑр тӑван еншӗн чунне парса тӑрӑшакансене пӗрлештерсе тӑнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсен ячӗпе — Мухтав аллейи // А. НИКОЛАЕВ. «Авангард», 2016.05.06

Общепит директорӗ Валентина Дмитриева уяв вӑхӑтӗнче кашни кафе, столовӑй, закусочнӑй, буфет ӗҫне мӗнле йӗркелессине, менюсене сӳтсе явнине, апат-ҫимӗҫ ассортиментне пуянлатма, куравсем уҫма палӑртнине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Уяв сӗтелӗ ҫинче яланах салат тавраш пур.

Куҫарса пулӑш

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

«Эпир Чӑваш Енри пушар ӗҫӗн йӑли-йӗркине тивӗҫлипе хаклатпӑр тата тӗрлӗ енлӗн аталанма тӑрӑшатпӑр: пушар деповӗсене хальхи йышши техникӑпа пуянлататпӑр, ӑслӑлӑх-техника ҫӗнӗ ӗҫӗсемпе тата технологисемпе пушар сӳнтернӗ чухне усӑ куратпӑр. Сире пурне те уяв ячӗпе саламлатӑп, ӗҫрен киле яланах ырӑ-сывӑ таврӑнма сунатӑп», — терӗ Станислав Юрьевич.

Куҫарса пулӑш

Пушар хуралӗнче — чи хӑюллисем, хастаррисем // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Уяв кашни районтах савӑнӑҫлӑ концертпа вӗҫленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Кӑҫал ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ Мӑнкунпа пӗр кунра килнӗрен уяв лапамӗнче «Мӑнкун композицийӗсем» конкурс, ачасем валли вӑйӑсем ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Вӑрҫа хутшӑннисен ҫемйисене уяв мероприятийӗсен вӑхӑтӗнче пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма сертификат панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Анчах вырӑсла шакӑртаттарса калаҫаканскерсем ҫак уяв пирки пӗлсех каймаҫҫӗ ахӑртнех.

Но те, кто уже заговорил по-русски, наверное, не знают об этом празднике.

Мӑнкун йӑли манӑҫать // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2739.html

Ун чухне пысӑк ҫак уяв асамлӑ пек туйӑнатчӗ.

Тогда этот большой праздник казался волшебным.

Мӑнкун йӑли манӑҫать // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2739.html

Уяв ҫакӑнпах вӗҫленмерӗ.

Праздник только этим не закончился.

Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html

Ҫак уяв пурне те — вӗренекенсемпе вӗрентекенсене те, ашшӗ-амӑшне те — питӗ килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html

Шӑпах ҫак ушкӑнпа вӑл кӑҫалхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче тӑван Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче уяв концерчӗ йӗркеленӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ кӗвӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Тӗрлӗ уяв пур.

Разные праздники есть.

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Уяв программине ертсе пыракан Валерий Чайкинпа Валентина Новикова залра ларакансене пурне те хӑй тытӑмлӑх кунӗпе саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Ветерансем сумлӑ уяв кӗрекинче ӗлӗкхине аса илчӗҫ, ертӳҫӗсене хӑйсене манманшӑн тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен уявӗнче // В.СМИРНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Елчӗксене уяв ячӗпе Раҫҫейри МЧСӑн Чӑваш Республикинчи Тӗп управленийӗн начальникӗ Станислав Антонов генерал-майор, Чӑваш Республикинчи гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ Олег Павлов, Чӑваш Республикинчи пушара хирӗҫ кӗрешекен службӑн начальникӗ Валерий Игнатьев, Чӑваш Республикин шыравпа ҫӑлав службин начальникӗ Николай Глухов, район пуҫлӑхӗ Петр Скворцов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин саламларӗҫ, пысӑк тӑрӑшулӑхпа, хастарлӑхпа палӑрнӑ ветерансене Хисеп грамотисемпе, Тав хучӗсемпе чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен уявӗнче // В.СМИРНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех