Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уяв сăмах пирĕн базăра пур.
уяв (тĕпĕ: уяв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ольга Углова пухӑннисене уяв ячӗпе саламларӗ, кашнинех телей, юрату, тӑнӑҫ пурнӑҫ сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

«Чуна ӑшӑ туйӑмпа ырӑ кӑмӑл парнелекен Ҫӑварни кашни ҫемьешӗн кӗтнӗ уяв пултӑр, ӗмӗтленнисем пурин те ҫитсе пыччӑр...», — кӑмӑлтан ырӑ сунчӗ вӑл район ӗҫченӗсене.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑварни хӗрӗ — картинка, картинкки катаччи чупма… // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Чылай чухне Хӗл Мучие тепӗр ҫулччен ӑсатса ярса Ҫурпикене кӗтсе илекен уяв Ҫӑварнипе ҫыхӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑварни хӗрӗ — картинка, картинкки катаччи чупма… // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.Миллин ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене парнесемпе грамотӑсемпе чысланӑ май ҫакна палӑртрӗ: «Эсир, маттур пикесем, пире, арҫынсене, паян чӑн-чӑн уяв парнелерӗр, малашне те маттур та сывлӑхлӑ пулӑр».

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Уяв номерне районти тӗп больницӑн коллективӗ уҫнӑран вӗсен пултарулӑхӗ пысӑккине курса тӗлӗнтӗмӗр.

С самого начала праздничного номера нас удивил большой талант коллектива главной районной больницы.

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Унтан район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.Миллин, район пуҫлӑхӗ П.Скворцов ҫуркуннехи пӗрремӗш уяв ячӗпе саламласа фестивальте ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Пухӑннисене уяв ячӗпе район пуҫлӑхӗ Петр Скворцов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин саламларӗҫ, Раҫҫейри Кино, Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ ырӑ та паллӑ ӗҫсемпе савӑнтарасса шаннине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килчӗ ырӑ ҫуркунне… // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Уяв кунӗ ачасем район центрӗнчи кану паркӗнче савӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ҫуркуннехи уяв юрӑ-ташӑпа ҫеҫ мар, спорт ӑмӑртӑвӗсемпе, тӗрлӗ выставкӑсемпе пуян пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Пурте пӗрле пухӑнса уяв картине тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Кӑҫал уяв сценарийӗ ҫав тери пуян та тӗрлӗ енлӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Уяв ячӗпе сире, - терӗ ӑшшӑн саламласа Алексей Самаркин.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Вӗсен савӑк сасси пурне те уяв сцени патне йыхравларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Кӑҫал уяв сценине, вӗрсе хӑпартнӑ сӑмавара Перекет банкӗ умӗнчи лапамра вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Уяв программине ташӑ флешмобӗ, халӑх вӑййисем, икерчӗ фестивалӗ пуянлатӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Каҫалсем те Ҫӑварние хаваслӑн ирттернӗ, уяв вӗҫӗнче катемпие ҫунтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Унта вӗсем уяв валли шӑхличсем тата ытти япала ӑсталама пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Вӑл номерпе шӑнкӑравласа хулара пулса иртекен уяв мероприятийӗсем пирки пӗлме май килӗ.

Связавшись по данному номеру можно будет узнать более подробно о проводимых праздничных мероприятиях.

Пӗрлехи юмах служби ӗҫлет // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/10855.html

«Ӗҫ ҫынни - кинора» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ «Чӑваш киноискусстви. Хӗрарӑм куҫӗпе» кану каҫне музей директорӗ Ирина Меньшикова уҫрӗ, асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн йӗркелекен мероприятисем кино ӗҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ ҫынсемпе паллаштарни, хальхи уяв каҫне киноискусствӑра палӑрнӑ хӗрарӑмсене халаллани ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Киноискусствăри чиперккесене саламларӗç // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Чӑваш кино ӗҫӗн ветеранӗсем тата телекуравра ӗҫлекен тӑрӑшуллӑ хӗрарӑмсем Наци музейне уяв каҫне пухӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Киноискусствăри чиперккесене саламларӗç // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех