Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ушкӑнпа (тĕпĕ: ушкӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑк армеецсен вӑййисем - ушкӑнпа тупӑшмалли ӑмӑртусем.

Куҫарса пулӑш

Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тӗпчекен 2-мӗш пайӗ тӗпчесе пӗтернӗ уголовлӑ ӗҫпе вӗсене саккуна пӑсса астармӑш вӑйӑсем йӗркеленӗшӗн, каварлашнӑ ушкӑнпа уйрӑмах пысӑк виҫепе услам илнӗшӗн айӑплаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Мускавра пурӑннӑ вӑхӑтра ҫак хулари юлташпа Коля Калининпа спорта юратакансене пуҫтарса хамӑр ушкӑнпа хӑйне евӗрлӗ футбол тусӗсен клубне йӗркелерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Шӑпах ҫак ушкӑнпа вӑл кӑҫалхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче тӑван Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче уяв концерчӗ йӗркеленӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ кӗвӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Ӑна хӑйсем ушкӑнпа лартакан спектакльте тӗп роле выляма хӗр кирлӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Ҫутта кӑларуҫӑн Иван Яковлевӑн тӗп хулари палӑкӗ умне йышпа кар ҫӗкленсе тухни те, Патриарха пысӑках мар ушкӑнпа пуҫ тайни те, шкулсенче, библиотекӑсенче, республика тулашӗнчи йӑхташӑмӑрсем патӗнче тӑван чӗлхе эрнине йӗркелени те...

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӗве маччаран илмен // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

19. Асийӑри ӗненекен ушкӑнсем сире салам яраҫҫӗ; Акилӑпа Прискилла хӑйсен килне пухӑнакан ӗненекен ушкӑнпа пӗрле Ҫӳлхуҫана асӑнса сире чунтан салам яраҫҫӗ.

19. Приветствуют вас церкви Асийские; приветствуют вас усердно в Господе Акила и Прискилла с домашнею их церковью.

1 Кор 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Кесарире анса юлнӑ хыҫҫӑн вӑл Иерусалима пынӑ; унта ӗненекен ушкӑнпа курӑнӑҫнӑ та Антиохие кайнӑ.

22. Побывав в Кесарии, он приходил в Иерусалим, приветствовал церковь и отошел в Антиохию.

Ап ӗҫс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Вара апостолсемпе пресвитерсем мӗнпур ӗненекен ушкӑнпа пӗрле канаш тунӑ та, хӑйсем хушшинчен ҫынсем суйласа, вӗсене Павелпа Варнавӑпа пӗрле Антиохие яма шутланӑ, акӑ ҫаксене суйласа илнӗ: Варсава теекен Иудӑна тата Силана — тӑвансем хушшинче вӗсем пуҫ пулса тӑракан ҫынсем пулнӑ.

22. Тогда Апостолы и пресвитеры со всею церковью рассудили, избрав из среды себя мужей, послать их в Антиохию с Павлом и Варнавою, именно: Иуду, прозываемого Варсавою, и Силу, мужей, начальствующих между братиями.

Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Иудейсем вара, эпир каланӑ пек, ушкӑнпа йӗркеленсе тӑрса, уява савӑнӑҫлӑн мухтав юррисемпе псаломсем юрласа ирттернӗ.

32. А Иудеи, как сказали мы, составив упомянутый хор, отправляли празднество с радостными славословиями и псалмопениями.

3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Тин кӑна хӑй таврашӗнчи пысӑк ушкӑнпа, сыхлавҫӑсемпе пӗрле мул управӑшне кӗнӗскере хевтесӗр ҫынна ҫӗкленӗ пек ҫӗклесе тухнӑ, ӗнтӗ вӑл Туррӑн хӑватне лайӑх пӗлсе илнӗ.

28. Того, который с большою свитою и телохранителями только что вошел в означенную сокровищницу, вынесли как беспомощного, ясно познав всемогущество Божие.

2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Патшапа унӑн ҫӗнтерме май ҫук пек туйӑннӑ ҫарӗ Персие кайсассӑн, вӗсене Нанейӑн чӳк ҫуртӗнче Нанея апӑсӗсен ултавӗ урлӑ пӗтерсе тӑкнӑ: 14. Антиох, Нанейӑпа пӗрлешме тенӗ пек, ҫав вырӑна пырсассӑн, унпа пӗрле килнӗ тусӗсем вара хулӑм укҫи илме пырсассӑн, 15. ҫав укҫана вӗсене Нанея апӑсӗсем сӗннӗ; ҫапла Антиох пысӑках мар ушкӑнпа чӳк ҫуртне шала кӗнӗ, лешӗсем вара Антиох кӗнӗ-кӗменех ҫуртне питӗрсе илнӗ, 16. унтан, маччари вӑрттӑн шӑтӑка уҫса, чулпа пеме тытӑннӑ, патшана та, унпа пӗрле пулнисене те вӗлернӗ, вакласа, пуҫне касса вӗсене урамра тӑракансем умне кӑларса пенӗ.

13. Ибо когда царь пошел в Персию и с ним войско, которое казалось непобедимым, они поражены были в храме Нанеи через обман, употребленный жрецами Нанеи. 14. Именно, когда Антиох, как бы намереваясь сочетаться с нею, пришел на то место, а бывшие с ним друзья пришли взять деньги, как приданое, 15. и жрецы Нанеи предложили их, и Антиох с немногими вошел во внутренность храма, - тогда они заключили храм, как только вошел Антиох, 16. и, отворив потаенное отверстие в своде, стали бросать камни, и поразили предводителя и бывших с ним, и, рассекши на части и отрубив головы, выбросили их к находившимся снаружи.

2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Вӑл тӑшмансене хыҫалтан виҫӗ ушкӑнпа ҫавӑрса илнӗ те, унӑн ҫыннисем кӗлтуса трупасемпе кӑшкӑртса янӑ; 34. Тимофей ҫарӗ вара ку вӑл Маккавей иккенне тавҫӑрса илнӗ те унран ҫаврӑнса тарнӑ, Иуда вӗсене хӑваласа ҫитсе питӗ вӑйлӑ ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; Тимофейӑн ҫав кун сакӑр пине яхӑн ҫын пӗтнӗ.

33. Он обошел врагов с тыла с тремя отрядами, и затрубили трубами и воскликнули с молитвою; 34. и узнало войско Тимофея, что это - Маккавей, и побежали от лица его, и он поразил их великим поражением, и пало из них в этот день до восьми тысяч мужей.

1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Икӗ ҫул иртсессӗн, Антиох патша Иуда хулисене хырҫӑ пуҫтаракансен пуҫлӑхне янӑ; ҫавӑскер Иерусалима пысӑк ушкӑнпа пырса кӗнӗ; 30. чееленсе, вӗсене тӑнӑҫлӑх суннӑ пек калаҫнӑ, лешӗсем ӑна ӗненнӗ; анчах вӑл кӗтмен ҫӗртен тапӑнса хулана пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, Израиль халӑхне питӗ нумай пӗтернӗ; 31. хулана, ҫаратса тухса, вут тӗртсе янӑ, унӑн килӗ-ҫурчӗпе хӳмисене йӗри-таврипех ишсе хӑварнӑ; 32. хӗрарӑмӗсемпе ачисене тыткӑна илнӗ, выльӑх-чӗрлӗхне хӑваласа кайнӑ.

29. По прошествии двух лет послал царь начальника податей в города Иуды, и он пришел в Иерусалим с большою толпою; 30. коварно говорил им слова мира, и они поверили ему; но он внезапно напал на город и поразил его великим поражением, и погубил множество народа Израильского; 31. взял добычи из города и сожег его огнем, и разрушил домы его и стены его кругом; 32. и увели в плен жен и детей, и овладели скотом.

1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ку ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах тата тепӗри пырса калать: Халдея ҫыннисем виҫӗ ушкӑнпа пычӗҫ те тӗвесене тапӑнчӗҫ, вӗсене хӑваласа кайрӗҫ, тарҫусене хӗҫпе касса вӗлерчӗҫ; сана килсе хыпар тумашкӑн пӗр эпӗ анчах хӑтӑлса юлтӑм, тет.

17. Еще он говорил, как приходит другой и сказывает: Халдеи расположились тремя отрядами и бросились на верблюдов и взяли их, а отроков поразили острием меча; и спасся только я один, чтобы возвестить тебе.

Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Веселеил — Оров ывӑлӗн Уриян ывӑлӗ — тунӑ пӑхӑр парне вырӑнӗ вара ҫавӑнтах, Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрӗ умӗнчех, юлнӑ; Соломон ӗнтӗ ӑна пӗрле пынӑ ушкӑнпа шыраса тупнӑ.

5. А медный жертвенник, который сделал Веселеил, сын Урия, сына Орова, оставался там, пред скиниею Господнею, и взыскал его Соломон с собранием.

2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Анчах та ҫиччӗмӗш уйӑхра кунта Исмаил — Елишама ывӑлӗн Нефанийӑн ывӑлӗ, патша йӑхӗнчен тухнӑскер — вунӑ ҫынлӑ ушкӑнпа пырса ҫитнӗ те Годолийӑна тапӑннӑ, ӑна вӗлернӗ, унпа пӗрле Массифӑра пулнӑ иудейсене те, халдейсене те вӗлерсе тухнӑ.

25. Но в седьмой месяц пришел Исмаил, сын Нефании, сына Елишамы, из племени царского, с десятью человеками, и поразил Годолию, и он умер, и Иудеев и Халдеев, которые были с ним в Массифе.

4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Израиль ывӑлӗсем Сири ҫыннисен тапӑрӗ умӗнче ушкӑнпа, икӗ пысӑках мар качака кӗтӗвӗ пек, тапӑрӑн вырӑнаҫса тӑнӑ.

И расположились сыны Израилевы станом пред ними, как бы два небольшие стада коз,

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Авимелехпе унӑн пӗтӗм халӑхӗ вара ҫӗрле тӑрса тухнӑ та Сихем ҫывӑхӗнче тӑватӑ ушкӑнпа пытанса ларнӑ.

34. И встал ночью Авимелех и весь народ, находившийся с ним, и поставили в засаду у Сихема четыре отряда.

Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пултарулӑх каҫӗ хыҫҫӑн «Янташ» ушкӑнпа инҫе ҫула тухма палӑртатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех