Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ушкӑнпа (тĕпĕ: ушкӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пушкӑртстанри Кӑрмӑскал районӗнчи Суук Чышма ялӗнче концерт лартрӑмӑр та ушкӑнпа Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илме пуҫтарӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Чи вӑйлӑ, сумлӑ съезд суйланӑ ҫӗнӗ ушкӑнпа правлени пуҫаруллӑрах тата курӑмлӑрах ӗҫлес туйӑм ҫуратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Анчах журналистикӑра та, литературӑра та /вӗсем пӗр-пӗринпе йӗкӗреш пекех/ хӑв чӑмӑртанӑ е хӑв ҫеҫ суйласа илнӗ пӗчӗк ушкӑнпа кӑна нумай енлӗ тӗллеве туллин пурнӑҫлама йывӑр е пачах та пурнӑҫлаймастӑн.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ушкӑнпа Комсомольскинчи бассейна ҫитсе килесшӗн.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Лаврентьев, Алексеева тата Скворцова тӳлев илнӗ чух служба вырӑнӗпе усӑ курса тата ушкӑнпа каварлашса пысӑк виҫепе улталанӑшӑн айӑплине ҫирӗплетнӗ, амнистие пӑрахӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ан тив, ушкӑнпа кӳршӗ яла е района кӑна ҫитсе кур — ҫулсем иртсен те манӑҫми мыскара е кӑмӑллӑ самант пулатех.

Куҫарса пулӑш

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

«Ӑс-тӑна аталантаракан вӑйӑ Конституцие вӗрентнисӗр пуҫне ушкӑнпа ӗҫлеме те хӑнӑхтарать, логика шухӑшлавне аталантарать, - палӑртать проект авторӗсенчен пӗри Роман Васильев. - Мӗншӗн тесен чылай станцире ушкӑнпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесен кӑна задание пурнӑҫлама май килет».

Куҫарса пулӑш

Чăваш çамрăкĕсен черетлĕ çитĕнĕвĕ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Тӗлпулӑвӑн малалли пайӗ ӑшӑ кафере иртрӗ — чӑваш наци юхӑмӗнче палӑрнӑ ҫынсем «Алран кайми, аки-сухи» юрра ушкӑнпа юрларӗҫ, ваттисене асӑнчӗҫ, хӗле ӑсатса ҫӑва хӑвӑртрах ҫитме йыхравларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫӑлкуҫра» ҫӑварнине уявларӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11756.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех