Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

укҫасене (тĕпĕ: укҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кирюкпа ун ҫуммисем халӑх енне ҫаврӑнса пилӗкӗсене авсах пуҫ таяҫҫӗ, каччӑ витринчен тимӗр укҫасене ывӑҫласа виҫӗ хутчен тӳпенелле вӑркӑтать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Пӗр минутлӑха ҫеҫ кӗнӗ Ермолай: «Вӑл ухмах» (куратна, мӗнле сӑмаха юратать! — тесе илчӗ Филофей ҫур сасӑпа) — «вӑл ухмахскер укҫан шутне пачах та пӗлмест», тесе ӗнентерме тытӑнчӗ, — сӑмах май вара, вӑл мана акӑ мӗне асаилтерчӗ: пӗр ҫирӗм ҫул ӗлӗк халӑх нумай иртсе ҫӳрекен вырӑнта, икӗ пысӑк ҫул тӑваткалӗнче, манӑн аннеҫӗм тунӑ постоялӑй двор, — унта хуҫа пулса тӑма лартнӑ дворовӑй чӑнахах та укҫасен шутне пӗлмен пирки, — пӗтӗмпех саланса кайрӗ, ҫав дворовӑй укҫасене вӗсем миҫе пулни тӑрӑх хаклатчӗ, урӑхла каласан, сӑмахран, четвертак кӗмӗл укҫана ултӑ пилӗк пуслӑх пӑхӑр укҫалла паратчӗ, хӑй ҫапах та хытӑ ятлаҫатчӗ.

Вошедший на минутку Ермолай начал меня уверять, что «этот дурак» (вишь, полюбилось слово! — заметил вполголоса Филофей), «этот дурак совсем счету деньгам не знает», — и кстати напомнил мне, как лет двадцать тому назад постоялый двор, устроенный моей матушкой на бойком месте, на перекрестке двух больших дорог, пришел в совершенный упадок оттого, что старый дворовый, которого посадили туда хозяйничать, действительно не знал счета деньгам, а ценил их по количеству — то есть отдавал, например, серебряный четвертак за шесть медных пятаков, причем, однако, сильно ругался.

Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.

Вӑл темиҫе минут хушши укҫасене ҫавӑркаласа ларчӗ, анчах лӑпланма пултараймарӗ-ха.

Несколько минут он перебирал их, пересматривал, и всё еще не мог притти в себя.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Музыка калаканнисем тӳрех унӑн тӗпне хӑйпӑтса илчӗҫ те пӗҫернӗ чух ӑшне хунӑ укҫасене шырама пуҫларӗҫ.

Музыканты принялись за исподку его, спеченную вместе с деньгами.

I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вӑл сӗтел ещӗкне уҫрӗ те пӑхӑр укҫасене пӗтӗмпе пуҫтарса илчӗ, пӗр ҫирӗм пулӗ, вӗсене вара арӑмӗн алли ҫине хучӗ.

Он выдвинул ящик письменного стола, собрал все медяки, монет двадцать, и сунул деньги ей в руку.

Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.

Сылтӑм алли унӑн кӗсйинчеччӗ, вӗр-ҫӗнӗ хут укҫасене турткалашуллӑн чӑкӑртаттаратчӗ.

Правая рука была у него в кармане и судорожно хрустела новенькими бумажками.

VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Эпӗ укҫасене илме те манмарӑм.

Не забыл я взять и деньги.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах кӑштах шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, ҫав укҫасене эпӗ ҫапах та парӑс татӑкӗпе чӗркерӗм те хампа пӗрле илтӗм.

Но, поразмыслив немного, я все же завернул деньги в кусок парусины и прихватил, их с собой.

Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӑл укҫасене курсан эпӗ кулса ятӑм.

Я усмехнулся при виде этих денег.

Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Яков Лукич хӑнасене кӗҫӗн алӑкран тухсах ӑсатса ячӗ, чунӗ ҫав тери ҫӑмӑлланса юлнине туйса, хапхине сӑлӑп хучӗ, сӑх-сӑхса илчӗ те Лятьевский парса хӑварнӑ хут укҫасене канӑҫсӑррӑн кӗсйинчен туртса кӑларчӗ, вӗсем миҫешер тенкӗлӗх пулнине пӗлме хӑтланса, тул ҫутӑлас умӗнхи ӗнтрӗкре чылайччен ҫав укҫасем ҫине тинкерсе тӑчӗ; кусем суя укҫасем мар-ши тесе, вӗсем епле кӑпӑртатнине хыпашла-хыпашла пӑхрӗ.

Яков Лукич проводил гостей за калитку, с чувством огромного облегчения запер ворота на засов, перекрестился и, озабоченно вынув из кармана полученные от Лятьевского деньги, долго в предрассветном сумеречье пытался разглядеть, какого они достоинства, и на ощупь, по хрусту определить, не фальшивые ли.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

1916 ҫулта туяннӑ пӑспа ӗҫлекен двигательне сутса ячӗ, вунӑ тенкӗлӗх ылтӑн укҫасене вӑтӑра ҫитерсе тата пӗр сӑран хутаҫ кӗмӗл укҫа пухса, чӳлмекпе ҫӗр айне чавса пытарчӗ, ытлашши выльӑх-чӗрлӗхне сутрӗ, тыррине сахалтарах акса тӑва пуҫларӗ.

Продал паровой двигатель, купленный в 1916 году, зарыл в кубышке тридцать золотых десяток и кожаную сумку серебра, продал лишнюю скотину, свернул посев.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗлӗкхи саманара Лапшинов екатериновка тенӗ хут укҫасене ылтӑн империалсемпе улӑштарма ҫулталӑкра виҫӗ хутчен станицӑна кайса ҫӳренӗ.

Хутору доподлинно было известно, что Лапшинов в старое время раза три в год возил менять в станицу бумажные екатериновки на золотые империалы.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл алла тытнӑ укҫасене хыттӑн чӑмӑртарӗ.

Он крепко сжал деньги в руке.

III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Укҫасене илтӗн-и? — сӑмахӗсене шӑл витӗр сӑрхӑнтарса ыйтрӗ вӑл.

— Деньги взял? — сквозь зубы процедил он.

III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

— Пар укҫасене кунта!.. — кӑшкӑрчӗ Челкаш, Гаврилӑна карланкинчен ярса тытса…

— Дай сюда деньги!.. — рявкнул Челкаш, хватая Гаврилу за горло…

III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Челкаш ӑна, юлашкинчен, тӗксе ячӗ те ура ҫине сиксе тӑчӗ, аллине кӗсйине чиксе илсе, Гаврила ҫинелле хут укҫасене персе ячӗ.

Он оттолкнул его, наконец, вскочил на ноги и, сунув руку в карман, бросил в Гаврилу бумажки.

III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Аллине кӗсйине чикрӗ те унта хут укҫасене кӑштӑртаттарчӗ.

Засунув руку в карман, он шелестел там бумажками.

III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Ванна пӳлӗмне питӗрӗнсе ларса, вӑл ҫӗҫӗ вӗҫӗпе банка ӑшӗнчи укҫасене пӗтӗмпех кӑларчӗ, унта кӗмӗл те пӑхӑр укҫасем пӗтӗмпе хӗрӗх виҫӗ пус пулнӑ.

Запершись в ванной, он столовым ножом извлек из коробки все сбережения — сорок три копейки медью и серебром.

XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Укҫасене пӗрле хушрӑмӑр та вунӑ-вунпилӗк пуслисене вара аллӑ пуслӑх пӗр кӗмӗлпе улӑштартӑмӑр.

Мы сложились и даже обменяли наши гривенники и пятиалтынные наодин новенький серебряный полтинник.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӑхӗ кӑшкӑрашсах укҫасене пуҫтарма тытӑнчӗ.

Народ с криком бросился их подбирать.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех