Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уйӑрать (тĕпĕ: уйӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Обломов, хӑйӗн те Нева урлӑ каҫӑсем тӑрӑх каҫмалла пуласран хӑраса, Никитӑран пытанчӗ те Ольга патне ҫапла ҫырчӗ: «манӑн кӑштах пыр шыҫрӗ, ҫавӑнпа тухса ҫӳреме шикленетӗп, тискер шӑпа мана тата темиҫе кунлӑха ытарайми Ольгӑран уйӑрать», терӗ.

Обломов боялся, чтоб и ему не пришлось идти по мосткам на ту сторону, спрятался от Никиты, написав в ответ, что у него сделалась маленькая опухоль в горле, что он не решается еще выходить со двора и что «жестокая судьба лишает его счастья еще несколько дней видеть ненаглядную Ольгу».

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл ман сасса ҫех лайӑх уйӑрать.

Она только мой голос хорошо разбирает.

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Вахта начальникӗ ҫамрӑк моряксене пӗрремӗш ишеве тухнӑ ятпа саламлать, унтан вӗсене вахтӑсем ҫине уйӑрать, кашнине мӗнле тивӗҫ лекнине ӑнлантарса парать.

Вахтенный начальник поздравляет воспитанников с первым плаванием, тут же их расписывают по вахтам и распределяют обязанности.

Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

— Ун пек инҫе хушӑра тӑшман ҫӑмӑллӑнах сире стратегиллӗ тӗп пунктран уйӑрать, коммуникаци ҫулне татса, сире тӗппипех ҫӗмӗрсе тӑкма пултарать.

— На таком великом расстоянии неприятелю легко будет отрезать вас от коммуникации с главным стратегическим пунктом и получить над вами совершенную победу.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Уҫланкӑна кивӗ вӗрлӗксемпе тытнӑ карта икке уйӑрать, картин икӗ енне лартнӑ юписене пушӑтпа е ҫӳҫе хуллисемпе пӗтӗҫтерсе ҫыха-ҫыха хунӑ.

Поляна была пересечена старой изгородью из посеревших от ветров жердей, лыком и ивовыми вязками прикрученных к вбитым в землю кольям.

11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Патшалӑх ҫынсен пурнӑҫӗн тӑршшӗне ӳстерме, халӑх чухӑнлӑхӗпе кӗрешме, ытти ӗҫ валли питӗ пысӑк укҫа уйӑрать, ултӑ ҫул хушшинче унӑн курӑмлӑ пайне — вун-вун миллиард тенкӗ — Чӑваш Ен те илет.

Куҫарса пулӑш

Ӳсӗм ҫулӗпе – пысӑк тӗллевсем патне // А. Ильин. http://avangard-21.ru/gazeta/12432-s-m-u ... vsem-patne

Мӗншӗн тесен вӑл ҫӗнӗрен ӳсме пуҫланӑ шыҫӑсене уйӑрать, метастаза каясран та шанчӑклӑ сыхлать.

Потому что он выделяет новообразованные опухоли и надежно защищает их от метастазирования.

Вӑхӑтра тӗрӗсленни паха // А.ДЕНИСОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Тӑван тӑрӑха килсен пире Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерстви кашни ҫулах пысӑк пулӑшу кӳрет — пурӑнмалли вырӑн, транспорт уйӑрать.

Куҫарса пулӑш

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Юрий Александрович шкулсемпе ача сачӗсене, библиотекӑсене, больницӑсене пулӑшассине, вӗсен пурлӑхпа техника никӗсне пуянлатассине те пысӑк тимлӗх уйӑрать, чиркӳ хута ярассине, юсаса ҫӗнетессине те сӑваплӑ ӗҫ вырӑнне йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

26. Ӑслӑ патша усал ҫынсене сӑвӑрса уйӑрать, вӗсем ҫине кустӑрмаллӑ тӑпач кӗртсе ярать.

26. Мудрый царь вывеет нечестивых и обратит на них колесо.

Ытар 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Ултавлӑ ҫын харкаштарса ярать, элек саракан — туссене уйӑрать.

28. Человек коварный сеет раздор, и наушник разлучает друзей.

Ытар 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Шыв ҫурӑлнӑ хупӑран сӑрхӑнса ҫӑмартана хуппинчен уйӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑмарта хуппи хaйпaнмасть-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

Сӑмах май каласан, ӗҫлемен граждансемшӗн медицина страхованийӗ валли республика бюджечӗ ҫулсеренех 260 млн тенкӗ уйӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

«Новый путь» ял хуҫалӑх кооперативӗн ертӳҫипе профком производствӑна аталантарнипе пӗрлех ялта пурӑнакансен канӑвне йӗркелес, физкультурӑпа спорта аталантарас ыйту ҫине тимлӗх уйӑрать: волейбол, футбол, шашка-шахмат вӑййисене аталантарас ӗҫре спонсорла пулӑшу парать.

Куҫарса пулӑш

Кубок Элӗксенчен Ехремкассине куҫрӗ // П.ЕФИМОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех