Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗнчи (тĕпĕ: тӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, йывӑр ыйхӑран вӑранса кайнӑ чухнехи пек, пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ, хӑй тӗлӗнчи хура тӳпене тата ирхи хӗвелӗн куҫа шартарса йӑлтӑртатакан хура ҫаврашкине курчӗ.

Словно пробудившись от тяжкого сна, он поднял голову и увидел над собой черное небо и ослепительно сияющий черный диск солнца.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хутор ҫур ҫӗр тӗлӗнчи чӗмсӗр шӑплӑха путнӑ.

Полное безмолвие царило в хуторе.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫуркуннепе, Дон таппи айлӑм вырӑнсенчи пӗтӗм улӑхсем тӑрӑх акӑш-макӑш сарӑлса кайсан, сулахай енчи ҫӳллӗ ҫыранӑн Рубежнӑй хуторӗ тӗлӗнчи пӗр пысӑк мар лаптӑкӗ ҫурхи шыв айне пулмасӑр юлать.

Весною, когда разливается Дон и полая вода покрывает всю луговую пойму, против хутора Рубежного остается незатопленным небольшой участок высокого левобережья.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑнӑхнӑ йӑлапа Аксинья тӗкӗр ҫине пӑхса илчӗ те, тӗттӗмре хӑй сӑнне курмарӗ пулин те, ҫав-ҫавах ҫӳҫне майласа тӳрлетрӗ, ҫӳхе пурҫӑн кофтӑн кӑкӑр тӗлӗнчи хутланчӑкӗсене шӑлса якатрӗ, унтан чӳрече патне иртсе, ӗшенчӗклӗн сак ҫине ларчӗ.

По привычке Аксинья заглянула в зеркало, и хоть в темноте и не видела своего отражения, все же поправила волосы, разгладила на груди сборки муслиновой кофточки, потом прошла к окну и устало опустилась на лавку.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унӑн пит шӑммисем тӗлӗнчи хӑмӑртарах ӳтне йӑлтӑркка хӗрлӗ тӗс ҫапрӗ, куҫӗсенче ҫутӑ кӗрен шевлеллӗ хӗмсем йӑлкӑшса илсе сӳнчӗҫ.

На смуглых скулах ее заиграл румянец, в глазах вспыхнули и погасли рыжеватые искорки.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӳне кура мар пысӑк кӑкӑрӗ ҫеҫ кӗлеткине кӑшт пӑсарах кӑтартать, ҫаврака янахӗ ҫинчи чалӑшрах суран ҫӗвекӗ вӑл асса-пӗссе пурӑнни ахаллӗн иртӗннине аса илтерет, унтан тата сӑмса сыппи тӗлӗнчи вир пӗрчи пысӑкӑш ҫутӑ сарӑ чӗкеҫ шатрисем хӑмӑртарах кӗрен ӳтлӗ ҫамрӑк сӑн-питне кӑшт ватӑлтарсарах кӑтартаҫҫӗ.

Несколько портила ее фигуру массивная, не по росту, грудь, да косой шрам на круглом подбородке, придавал лицу выражение нехорошей бывалости и словно бы старил смугло-румяное молодое лицо, у переносицы осыпанное мелкими, как просо, золотистыми веснушками.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унтан хӑй тӗлӗнчи урайне васкамасӑр пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Потом медленно обвёл глазами пол вокруг себя.

Хура ҫӗлен // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 109–118 с.

Борис шпулькӑран ҫип татса илчӗ те сӗтел тӗлӗнчи лампа патне пычӗ.

Борис оторвал от катушки нитку и подошёл к лампе, висевшей над столом.

Райка «тыткӑна» илнисем // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 101–108 с.

Ӑна карнӑ чух мӗнле асап курнине каласа та пӗтерес ҫук: пралукӑн пӗр вӗҫне лагерьти хурӑнран ҫыхса ятӑмӑр, тепӗрне хӑйӑр ҫыранӗ тӗлӗнчи хыр йывӑҫҫинчен ҫыхрӑмӑр.

О том, как мы намучились, пока подвесили его, привязав один конец к березе в лагере, а другой — к сосне, росшей у самого обрыва, — об этом тоже не расскажешь.

Хӑйӑр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 47–57 с.

Эпир саккӑрӑн, пирӗнпе пӗрле Яша та ӗҫлет, пурсӑмӑр та трусиксемпе те шурӑ шӗлепкесемпе чӑнкӑ ҫыран тӗлӗнчи хӑйӑр ҫинче тӑратпӑр.

Мы, восемь мальчишек, и с нами вожатый Яша, в одних трусах да панамах, стояли на крутой песчаной осыпи, спускавшейся с высокого обрыва.

Хӑйӑр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 47–57 с.

Ман пуҫ тӗлӗнчи уҫӑ чӳречерен ӑшӑ ҫил вӗрет, катари чугун ҫул станцийӗнчен поезд шӑхӑрнӑ сасса илсе ҫитерет вӑл, унтан пӑравус хускалса кайни илтӗнет.

В открытое окно над моей головой потянул теплый ветерок и принес с далекой железнодорожной станции свисток, потом гудок и частое уханье паровоза, сдвигающего с места состав.

Хӑйӑр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 47–57 с.

Чавсипе чӳрече янаххи ҫине таяннӑ та ҫамки тӗлӗнчи кӗске ҫӳҫне йӑвалать.

Рука ее, упершись локтем в подоконник, блуждает в коротенькой челке.

1 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Тӳрем ҫеҫенхирсенче хӑвӑрт ирӗлтерчӗ, юр кайнӑ вырӑнсенче хура тӑпраллӑ йӑлтӑркка ҫӗр ҫаралса юлчӗ, ҫурхи шыв ҫулӗсем кӗмӗл шӑнкӑрав сассипе шӑнкӑртатса калаҫма тытӑнчӗҫ, ҫул шӑтӑк-путӑклӑ ланкашкасемпе шатраланчӗ, унтан кӗҫех аякри кӑвак инҫет те ҫуркуннехилле йӑлтӑртатса ҫуталчӗ, Кубань тӗлӗнчи вышкайсӑр аслӑ тӳпе ӑшшӑнрах курӑнма пуҫларӗ.

В равнинных степях дружно таял снег, обнажались жирно блестевшие черноземом проталины, серебряными голосами возговорили вешние ручьи, дорога зарябила просовами, и уже по-весеннему засияли далекие голубые дали, и глубже, синее, теплее стало просторное кубанское небо.

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Куҫне хупрӗ те, питшӑммисем тӗлӗнчи кӗре ӳтне кӑшт палӑрмалла шупка хӗрлӗ тӗс ҫапрӗ, ҫинҫешке те хыткан мӑйӗ ҫинчи кӑвак юн тымарӗ хӑвӑрттӑн талтлатса тапма пуҫларӗ.

Он закрыл глаза, и чуть заметный румянец проступил на его смуглых скулах, на тонкой худой шее напряженно запульсировала голубая жилка.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кроватьпе юнашар эмелсемпе, кӗнекесемпе, хаҫатсемпе, ҫырусемпе тултарнӑ ҫаврака сӗтел ларать, ун хыҫӗнче авса тунӑ этажеркӑ курӑнать; ҫыру сӗтелӗ ҫинче кукурузӑ пуҫӗсем, темӗнле курӑк ҫыххисем выртаҫҫӗ: пӗр стенине пӗтӗмпех кӗнеке ҫӳлӗкӗ йышӑннӑ, ун карнисне вӗҫен кайӑксемпе мамӑк тирлӗ тискер кайӑксен кӗлеткисем сырса илнӗ; кровать тӗлӗнчи пӗчӗк кавир ҫинче икӗ кӗпҫеллӗ пӑшал чалӑшшӑн ҫакӑнса тӑрать: тепӗр стена ҫинче — килте тунӑ кӑнттамрах хашакаллӑ, тусан витнӗ картинӑ, ӑна ҫамрӑк чухне Бахолдин хӑй ӳкернӗ пулмалла: уҫнӑ чӳрече умӗнче, хӗвел ҫап-ҫутӑ ҫутатнӑ ешӗл картиш ҫине пӑхса, хӗр ларать.

Рядом с кроватью стоял круглый столик, заваленный лекарствами, книгами, газетами, письмами, за ним высилась плетеная этажерка; па письменном столе валялись початки кукурузы, пучки каких-то трав; одну стену целиком занимала книжная полка, на карнизе ее ленились чучела птиц и пушистых зверьков; коврик над кроватью наискосок перечеркивала двустволка; на другой стене висела запыленная картина в самодельной грубоватой раме, кажется, написанная самим Бахолдиным в молодые годы: девушка сидит у раскрытого окна и смотрит на залитый солнцем зеленый двор.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кошевойсен ҫурри ишӗлнӗ пӗчӗк пӳрчӗ тӗлӗнчи тирек те унчченхи майлах тӑван чӗлхепе пӑшӑлтатса калаҫать…

Все тем же родным языком шептал тополь над полуразвалившейся хатенкой Кошевых…

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Вилмен-и? — ыйхӑ тӗлӗшпе илтрӗ Прохор хӑй тӗлӗнчи сасса.

— Не помер? — сквозь сон услышал он голос над собой.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лашине акӑш-макӑш хитре йӗнерпе йӗнерленӗ, ӑмӑрӗ тӗлӗнчи шуҫтанкипе йӗвенӗ кӗмӗл пек йӑлтӑртатаҫҫӗ, йӗнер ҫунатти те пулин кӑшт та якалман, хӳхӗм сӑранран ҫӗленӗ хырӑмсарлӑхпа ларкӑчӗ те ҫап-ҫутӑ.

Конь под ней был оседлан богатым седлом, нагрудная прозвездь и уздечка посверкивали серебром, даже крылья седла были нимало не обтерты, а подпруги и подушки лоснились глянцем добротной кожи.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Иван Алексеевича винтовка кӳпчекӗпе чышасшӑн пулса, вӑл малтанах ӑна кӗпҫинчен ярса тытнӑччӗ, анчах мушка вӗҫӗ ал тупанне касса кайрӗ те, пӳрнисемпе кӗпҫе тӗлӗнчи йывӑҫ виткӗҫе ҫатӑрласа илчӗ, унтан винтовкӑна меллӗн ҫавӑрса тытса, ҫӳлелле ҫӗклерӗ, Иван Алексеевича лӑпах сулахай кӑкӑрӗнчен тӗллерӗ.

Она схватила ее сначала за ствол, чтобы ударить Ивана Алексеевича прикладом, но в ладонь ее больно вонзилась мушка, и она перехватила пальцами накладку, а потом повернула, вскинула винтовку и даже взяла на мушку левую сторону груди Ивана Алексеевича.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫамки тӗлӗнчи ӳчӗ купчесе ҫурӑлса кайнӑ, питҫӑмартисем хура хӗрлӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, ҫӑра лӑймакапа витӗннӗ пуҫӗ ҫинче ҫӑм перчетке выртать.

Кожа на лбу вздулась и потрескалась, щеки багрово лоснились, а на самой макушке, покрытой студенистым месивом, лежали шерстяные перчатки.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех