Шырав
Шырав ĕçĕ:
Куҫӗсене антарса вӑл чӗлӗмне чӗртрӗ, — шӑрпӑк унӑн ҫирӗп питне, ҫӑварӗ тӗлӗнчи икӗ пӗркеленчӗке, сарлака сӑмса шӑтӑкӗсене, тӗксӗм вӑрӑм куҫ харшисене ҫутатать.
Лось мастерскойӗнче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Малалла лаша чупнинчен те хытӑрах ыткӑнса, пӗкӗ тӗлӗнчи сӳсмен пӑявӗнчен ярса тытрӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Партизансем кӗпер патне, бетонран тунӑ огневой точка тӗлӗнчи сулланакан хунар патне мӗн чухлӗ ҫывхарса пынӑ, Павӑл ҫавӑн чухлӗ ытларах хумханчӗ.
39 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Акӑ ӗнтӗ ун умне Липинца тухса тӑчӗ, мӗнле пулнӑ ҫаплах ҫул ҫинче юр чӗриклетет, хура ҫара туратсем витӗр шурӑмпуҫ хӗрелни курӑнать, вӑрман тӗлӗнчи ҫӑхан ушкӑнӗ кӑранклатса ялалла вӗҫет, мӑрьесенчен тӗтӗм хӑпарать, инҫетре юрпа хупланнӑ вӑрман шурӑмпуҫ ҫутинче кӗрен тӗспе витӗннӗ…
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ҫак сӑмахсене аса илсен, Марыся каллех шыв ӑснине те, вӑрман тӗлӗнчи пысӑк хӗрлӗ уйӑха та, Ясьӑна хӑйне те чӗррӗнех курчӗ.Вспоминая эти слова, Марыся видела и колодец, и большой красивый месяц над лесом, и Яся, как живого.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Кӑнтӑрла тӗлне тӗтре сирӗлчӗ те, партизансен тӗлӗнчи тӳпе кӑвакланчӗ.К полудню туман рассеялся, перед партизанами показалось голубое небо.
18 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эпӗ хӑпӑл-хапӑл тумланатӑп, хул хушшине питшӑлли тата французла роман хӗстеретӗп те килтен ҫур ҫухрӑмри ҫырмана хурӑнлӑх сулхӑнӗ тӗлӗнчи шыва кӗме каятӑп.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫӗтӗк сӑхманӗн ҫухинчен ярса тытса, — курпунланнӑ ҫурӑмӗ тӗлӗнчи пӗркеленчӗк мӑйӗ, ҫав вӑхӑтра ҫара юлса, мӗскӗнле курӑнчӗ, — кӑвак тӗслӗ, сулӑнкаласа пыракан тӑйлӑк-тайлӑк ларкӑч ҫине утланса лартӑм, вара эпир Воздвиженка тӑрӑх анаталла тӑнкӑртаттартӑмӑр.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир кӗрсенех хӗр хӑрах аллине анне ҫамки ҫинчен илчӗ те шалпар кӗпин кӑкӑрӗ тӗлӗнчи пӗрмисене тӳрлеткелерӗ, унтан: «Тӑнсӑр выртать», — терӗ шӑппӑн.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӳрече тӗлӗнчи пур япаласене те пытарнӑ каҫ сӗмлӗхӗ ӑшӗнчен майӗпенех: хирӗҫре — тахҫантанпах пӗлсе тӑракан лавкка, ун умӗнчи хунар, пиртен чалӑшла — аялти икӗ чӳречине ҫутатнӑ пысӑк ҫурт, урам варринче — икӗ ҫын лартнӑ пӗр-пӗр Ванька е килнелле васкамасӑр таврӑнакан пушӑ кӳме курӑнакан пулчӗҫ; акӑ ӗнтӗ крыльца умне карета ҫитсе чарӑнчӗ, кусем маларах килме сӑмах панӑ Ивинсем килсе ҫитрӗҫ тесе пӗр иккӗленмесӗр, эпӗ вӗсене кӗтсе илме малти пӳлӗме чупатӑп.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ку манӑн чаплӑ улпут пулать, — терӗ атте, Володя ҫине кӑтартса, — ку вара поэт, — хушса хучӗ вӑл, эпӗ княгиньӑн пӗчӗкҫӗ типшӗм аллине чуптунӑ чух, шухӑшпа ҫав алӑри чӗрӗ хулла, чӗрӗ хулӑ тӗлӗнчи тенкеле тата ыттисене те питӗ уҫӑмлӑн курнӑ вӑхӑтра.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Каҫалапа вӗсем саланма пуҫларӗҫ: пӗрисем шупкаланчӗҫ, вӑрӑмланчӗҫ, инҫетелле шуса, куҫран ҫухалчӗҫ; теприсем пуҫ тӗлӗнчи тӳпере витӗр курӑнакан шурӑ пулӑ хуппи евӗр пулса тӑчӗҫ; пӗр пысӑк хура пӗлӗчӗ кӑна хӗвелтухӑҫ енче чарӑнса тӑчӗ.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫанталӑк ҫинчен калаҫкаласан, — ку калаҫӑва Мими те хутшӑнчӗ, — анне хӑшпӗр хисеплӗ тарҫӑсем валли поднос ҫине ултӑ катӑк сахӑр хучӗ, тӑчӗ те чӳрече тӗлӗнчи тӗрӗллӗ каркӑҫ патне пычӗ.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӑкӑрӗ тӗлӗнчи кӗпе умӗ тӳмеленмест курӑнать.
Пӗрре ҫӗрле… // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
«Маркезӑн» сӑмси тӗлӗнчи пайне вут хыпнӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Минутсеренех вӑл хӑйӗн вӑйне чакарать, унӑн шевлисем хуллен кӗскелсех пыраҫҫӗ, унтан вара вӑрман хӳтлӗхӗнче пуҫӗпех сӳнсе лараҫҫӗ, хӗвел ҫӗрле пӗлӗт пӗрлешнӗ ҫӗрте ҫухалнӑ май, ун тӗлӗнчи тӳпе ытларах хӗрсе пырать.
Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.
Январӗн ҫирӗм тӑххӑрмӗшӗнче, ирхине ирех (Шушӑри чӳречесем те ыйхӑллӑн ҫеҫ пӑхаҫҫӗ-ха, мӑрьесенчен те тӗтӗм тухма тытӑнман, укӑлча тӗлӗнчи ирхи тӗксӗм пӗлӗт те сирӗлеймен), крыльца патне икӗ лав ҫитсе те тӑрать.
Ирӗке! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Чӗмпӗр тӗлӗнчи ҫӳллӗ ҫырантан улӑхсемпе кӑвак инҫетлӗхсем таҫта ҫитиех курӑнаҫҫӗ.
Савӑнӑҫ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Уйрӑмах сараппанӗн кӑкӑр тӗлӗнчи ҫавран илтерсе кастарнӑ хӗрри вараланса юлчӗ.Особенно большое пятно растеклось по грудному вырезу сарафана.
5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Вӑл сӗтел ҫинчен вӗтӗ туранӑ кишӗре шӑлса пухрӗ, Василь чавси тӗлӗнчи сӗтеле саппунпа шӑлса типӗтрӗ, унтан, хресчен хӗрарӑмӗн хӑвӑртлӑхӗпе, кастрюльрен ҫиелте помидорсем юхса ҫӳрекен ҫӑрарах чахохбилине ӑсса илчӗ те ӑна Василь умне тирӗкпе лартса пачӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.