Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗнет (тĕпĕ: тӗлӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫаплах-и вара?.. — тӗлӗнет Чубатый.

— Да ну?.. — дивился Чубатый.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Пирӗн ҫинчен мӗн шухӑшлать-ши унта Савва? — тенӗ вӑл хӑйне хӑй. — Шыв хӗррине пырса, пӗренесем питӗ сайра юхса килнинчен тӗлӗнет пулӗ».

«Что там думает о нас Савва? — говорил он сам себе. — Небось стоит на берегу и удивляется, почему так редко подплывают бревна».

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫак ялсенчен инҫете-инҫете, хӗвеланӑҫ еннелле, пӑхать те тӗлӗнет Сергей: юнашарах-ҫке акӑ унӑн тӑван вырӑнӗсем — шурӑ парӑссем пек илемлӗн лараҫҫӗ казаксен станицисем: Барсуки, Надзорная, Николаевская…

Смотрит Сергей на запад далеко за эти села и диву дается: ведь вот же рядом и его родные места — белыми парусами красуются казачьи станицы Барсуки, Надзорная, Николаевская…

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӑхать те Гришатка, тӗлӗнет — эх, тӑрри те вара!

Глянул Гришатка — ну и верх!

Ҫилпеле вӗлкӗшекен ҫивӗтсем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Чӑнах-и! — тӗлӗнет Емельян Иванович.

— Да ну! — подивился Емельян Иванович.

«Инҫе куракан» труба // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Хӑй пурнӑҫне пӗр пуса та хумасть, — тӗлӗнет Гришаткӑран Хлопуша.

Жизнь свою ни в копейку, восторгается Гришаткой Хлопуша.

Ҫӗнӗ ҫӗрте // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Мӗнле пурпӗр пултӑр вара? — тӗлӗнет Дарья.

— Как так чего? — дивилась Дарья.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӗлӗнет, тӗлӗнет те хайхи хӗрарӑм, юлашкинчен ҫакна тавҫӑрса илет: хӗрлӗ свитка айӑплӑ пулӗ-ха кунта, тет.

Перекупка дивилась, дивилась и, наконец, смекнула: верно, виною всему красная свитка.

VII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тепӗр чух Марийкӑна Андрей паттӑр пек туйӑнать, ун ҫинчен вӑл шанчӑклӑн шухӑшлать, ҫакӑн пек минутсенче вара тӑван ҫӗршывран уйрӑлми пурнӑҫпа пурӑнакан упӑшки вилнӗ тенине мӗнле ӗненме пултарнинчен тӗлӗнет.

Иногда Андрей казался Марийке богатырем, она думала об этом серьезно и в такие минуты удивлялась тому, как могла поверить в его смерть среди всего родного, что жило с ним неразделимой жизнью.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тепӗр чух Марийкӑна Андрей паттӑр пек туйӑнать, ун ҫинчен вӑл шанчӑклӑн шухӑшлать, ҫакӑн пек минутсенче вара тӑван ҫӗршывран уйрӑлми пурнӑҫпа пурӑнакан упӑшки вилнӗ тенине мӗнле ӗненме пултарнинчен тӗлӗнет.

Иногда Андрей казался Марийке богатырем, она думала об этом серьезно и в такие минуты удивлялась тому, как могла поверить в его смерть среди всего родного, что жило с ним неразделимой жизнью.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

«Ну, йӗкӗт! — тӗлӗнет Умрихин. — Лӑпкӑ авӑрта ав мӗнле шуйттан пур иккен, унпа утма та хӑрушӑ!»

«Ну, детина! — поражался Умрихин. — Вот в тихом омуте-то какой бес оказался, даже страшно с ним!»

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пырсан-пырсан Андрей хӑй утнинчен хӑй тӗлӗнет: мӗнле-ха вӑл апла, хӑш-пӗр чух ура айӗнче ҫӗр пуррине те лайӑххӑн туймастӑн.

Случалось, Андрей сам удивлялся, что идет: так иногда плохо чувствовал под ногой землю.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Эсӗ шутсӑр лайӑх вӗренме пултаратӑн, час ӑнланатӑн! — тӗлӗнет вӑл.

— Как ты хорошо успеваешь и быстро схватываешь! — дивилась она.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Анчах ҫапах та, эпӗ Сашка Б… пек господинпа, полковникпа, флигель-адъютантпа ҫапла ҫывӑх ҫынсем пек «эсӗ» тесе калаҫнинчен Андрей, управляющи, питех те тӗлӗнет пулӗ тесе шутлатӑп…

Однако, я думаю, Андрей-управляющий очень был бы озадачен, что я на ты с таким господином, как Сашка Б…, полковником и флигель-адъютантом…

II // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Улах ларакан хӗрсем мӗнле юрланинчен халӑх тӗлӗнет:

Люди прямо диву давались, слыша, как девушки поют на посиделках:

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Арманта икӗ тӗрӗке вӗлерсе вӗсен виллине шӑтӑка пытарние ӑнсӑртран ҫеҫ курма тӳрӗ килнӗ хыҫҫӑн Мунчо ҫак Огняновпа курнӑҫмассерен унран тӗлӗнет, ӑна пысӑк ҫын вырӑнне хурать, ҫав хушӑрах хӑрать те.

Оказавшись случайным свидетелем убийства двух турок на мельнице и погребения их трупов в яме, Мунчо стал испытывать к Огнянову благоговейное удивление и почтительный страх.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мунчо ӑна ҫывӑх тусӗ пек хисеплет, хӑй унран хӑрать те, тӗлӗнет те, унӑн шухӑшсӑр сӑнарӗ темле кулнӑ пекрех курӑнать.

По тупому лицу помешанного блуждала какая-то странная усмешка, а в глазах отражались и дружелюбие, и страх, и удивление — чувства, которые Огнянов пробуждал в душе Мунчо.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Утаттие вилнисем патне? — тӗлӗнет карчӑк.

— Авдотью-то за упокой? — удивляется старуха.

Кӑткӑс ӗҫ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 95–99 стр.

Павел Иванович! — тӗлӗнет токарь, хӑй умӗнче тӑракан тухтӑра курса.

Павел Иваныч! — удивляется токарь, видя перед собой доктора.

Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.

Штольц, ним шутламасӑрах, хӑйпе хӑй калаҫнӑ пек, пӗр-пӗр туяннӑ пурлӑха Ольга умӗнчех хак хурать, вара хӑйӗнчен те, Ольгӑран та тӗлӗнет; унтан вара тимлесех сӑнать; Ольга кӑмӑлсӑрланса пӑхмасть-и, унӑн сӑнӗ кӑмӑллӑн йӑлкӑшать-и, вӑл Штольца ҫӗнтерӳҫӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхса ӑсатать-и?

Почти бессознательно, как перед самим собой, он вслух при ней делал оценку приобретенного им сокровища и удивлялся себе и ей; потом поверял заботливо, не осталось ли вопроса в ее взгляде, лежит ли заря удовлетворенной мысли на лице и провожает ли его взгляд ее, как победителя.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех