Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗксем (тĕпĕ: тӗлӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ун чухне начар ҫывӑраттӑм, хӑрушӑ тӗлӗксем кураттӑм, час-часах вырӑн ҫинчен сиксе тӑраттӑм та чӗтресе лараттӑм.

Я плохо спал, каждую ночь видел страшные сны и часто вскакивал с постели весь дрожа.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫуллахи кӑшт тӗтреллӗрех лӑпкӑ ир ҫак тӗрлӗ шухӑш-кӑмӑллӑ ҫынсем тӗрлӗ тӗлӗксем курнӑ пулӗ, анчах вӗсем пурте пӗр вӑхӑтра ҫывӑрса кайрӗҫ…

Наверно, в тихое, слегка туманное летнее утро разные сны снились всем этим таким разным по убеждениям и характерам людям, но уснули все они в один и тот же час…

XXVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫавнашкал тӗлӗксем курнӑ хыҫҫӑн Ҫӑрттан мучи ирхи апатченех типӗ тутисене ҫуласа ҫӳренӗ, пурлӑ-ҫуклӑ апатне ҫинӗ чухне вара ассӑн сывла-сывла илнӗ, катӑк кашӑкӗпе чашӑкра юлхавлӑн пӑлхатса, ҫӗр улми таткисене тытнӑ.

После таких снов дед Щукарь до завтрака потихоньку облизывал сухие губы, а во время скудного завтрака горестно вздыхал и вяло орудовал щербатой ложкой, рассеянно вылавливая в миске кусочки картофеля.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кирек епле выҫӑ ҫыншӑн та вӑрӑм пек туйӑнакан каҫсенче мӗн-мӗн кӑна тӗлленмен-ши вӑл, анчах ҫав тӗлӗксем хыҫҫӑн Ҫӑрттан мучи яланах хурланса, хӑш-пӗр чухне ҫилленсе те, вӑраннӑ, хӑй ӑшӗнче ҫапла каланӑ:

Да мало ли что ни снилось ему длинными, как у всякого голодного, ночами, но просыпался он после таких снов неизменно грустным, иногда даже злым, говорил про себя:

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӗрле темле ухмахла тӗлӗксем курӑнаҫҫӗ, ӗлӗк ун пек тӗлӗксем ӗмӗрте те тӗлленмен, кӑнтӑрла усал ҫине усал ҫум ҫакки пек ҫыхланать…

По ночам какие-то дурачьи сны снятся, каких сроду в старое время не видывал, днем одно лихо за другим вожжою тянется за тобой…

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Сулахай ура ҫине тӑтӑн-и е усал тӗлӗксем куртӑн-и?

— С левой ноги встал или плохие сны снились?

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Ун пек ирсӗр тӗлӗксем ырра мар. Инкеке кӗтсех тӑр!» — шутларӗ вӑл.

«Такие паскудные сны к добру не снятся. Быть беде!» — решил он.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗр сехет пек ҫывӑрсах вӑл, тем тӗрлӗ тӗлӗк те курса пӗтрӗ — пурте усал, пурте ирсӗр тӗлӗксем.

За какой-то час он умудрился перевидеть множество снов — и все один другого нелепее и безобразнее.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Савӑнӑҫлӑ тӗлӗксем куратӑн, шӑлусене йӗретӗн?

Веселые сны видишь, ощеряешься!

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗн тул ҫутӑличченех вӑл тӗлӗксем курса асапланчӗ; тӗлӗкӗнче ӑна уяв чухнехи пек тумланнӑ ҫав тери нумай халӑх ушкӑнӗсем, ҫеҫенхире ейӳ кайнӑ ҫурхи шыв евӗр сарӑлса, вӗҫсӗр-хӗрсӗр куҫса тӑни курӑнчӗ.

До зари снились Макару огромные толпы празднично одетого народа, беспрестанно двигавшиеся, полой водой затоплявшие степь.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл уйрӑмах паха, ҫутӑ, ачалла тӗлӗксем курса выртать пулмалла; уншӑн пурӑнма канлӗ, сывлама ҫӑмӑл.

Во сне она, наверное, видит свои особые, светлые, детские сны; ей легко живется, легко дышится.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эх, ҫав асран кайми вӑхӑтсенче, пурнӑҫ унӑн аллинче, асаматла кӑвакӑн-симӗсӗн курӑнакан екатериновка текен хут укҫасем пекех, ҫутӑлса кӑпӑртатса тӑнӑ чухне, мӗнле кӑна тӗлӗксем куҫкӗретӗнех тӗлленмен-ши Яков Лукич!

Эх, да мало ли что снилось наяву Якову Лукичу в те незабываемые времена, когда жизнь сияла и хрустела у него в руках, как радужная екатериновка!

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл, кун-каҫиччен кавлесе, хырӑмне тем чухлӗ тӗрлӗрен апат чыхса тултарнӑ та, халӗ ӑна пӑчӑ, ҫывӑрма кансӗр, вӑл хӑрушӑ, усал тӗлӗксем курать.

Оно слишком много пожрало за день разной пищи, ему жарко, неловко и снятся дурные, тяжелые сны.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

— Юрататӑп та, — хӑрушӑ тӗлӗксем курма юрататӑп.

— Я люблю даже — страшные сны люблю, вот.

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Санька темле ҫӑмӑл, ҫунатлӑ тӗлӗксем курать.

Санька видел какие-то легкие, крылатые сны.

38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн Петька та, ав, ҫав тери хӑранӑ, каҫсерен усал тӗлӗксем курать.

Петька-то мой до чего перепугался — до сих пор во сне бугаем бредит.

31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗлӗксем, паллӑсем ҫинчен каланисене, турилккесемпе ҫӗҫӗсем шӑкӑртатнине илтет вӑл, няни ҫумне йӑпшӑнать, унӑн хӑрӑлти ватӑ сассине итлет:

Слышит он рассказы снов, примет, звон тарелок и стук ножей, жмется к няне, прислушивается к ее старческому, дребезжащему голосу:

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ольгӑн тӗтреллӗ тунсӑхӗпе ыйтӑвӗсем ҫумне урӑхла, инҫетре пулин те, ҫапах уҫӑмлӑ, паллӑ та хӑрушӑ тӗлӗксем шӑппӑн хушӑнчӗҫ…

В туманную грусть и вопросы, посещавшие Ольгу, тихо вселились другие, хотя отдаленные, но ясные, определенные и грозные сны…

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Обломова хӑрушӑ тӗлӗксем курӑнсан та, чӗрине иккӗленӳ шаккасан та, Ольга ангел пекех хуралта тӑрать; вӑл хӑйӗн ҫутӑ куҫӗсемпе ӑна питӗнчен пӑхать те унӑн чӗринче мӗн пуррине пӗлет, — вара каллех шӑплӑх, каллех туйӑмсем, пӗлӗтӗн ҫӗнӗ тӗррисене хӑй ҫине ӳкерсе юхакан шыв пек, пӗр тикӗссӗн юхаҫҫӗ.

Если ему и снятся тяжелые сны и стучатся в сердце сомнения, Ольга, как ангел, стоит на страже; она взглянет ему своими светлыми глазами в лицо, добудет, что у него на сердце, — и все опять тихо, и опять чувство течет плавно, как река, с отражением новых узоров неба.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл питӗ пӑтравлӑ тӗлӗксем курчӗ.

Сны снились такие смутные.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех