Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑшманӗсене (тĕпĕ: тӑшман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Совет влаҫӗн тӑшманӗсене — вилӗм!

Смерть врагам Советской власти!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫав пӗчӗк вӑрман тӑшманӗсене кайӑксем йӗрлесе тупса тытаҫҫӗ.

Этих маленьких врагов леса птички выслеживали и ловили.

Вӑрман разведчикӗсем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 107–116 с.

Ваттисем калаҫатчӗҫ, ӗлӗк-авал тутарсем тӑшманӗсене кашни икшер, атту виҫшер лашапа та тапӑннӑ, тетчӗҫ.

Старые люди рассказывали, что в древние времена, бывало, татары, как ходили в набеги, каждый о-двуконь, а то и трехконным идет.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эсӗ те ун тӑшманӗсене ан ман — вӗсем ҫӗр ҫинче ҫӳреҫҫӗ-ха халӗ, вӑл акӑ выртать, урӑх тӑрас ҫук ӗнтӗ!..

И ты его врагов не забывай — они еще по земле ходят, а он вот лежит и уж больше не встанет!..

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вилӗм коммунистсене — ӗҫ хресченӗсен тӑшманӗсене!

Смерть коммунистам — врагам трудового крестьянства!

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сирӗн хутор казакӗсене, совет влаҫӗн тӑшманӗсене, акӑ мӗншӗн персе пӑрахнӑ.

Вот за что расстреляли ваших хуторян, врагов Советской власти.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Совет влаҫӗн тӑшманӗсене, пире улпут-хуҫасен влаҫӗпе пӑвса хума сӑхланакансене, эпир персе вӗлернӗ, пӗлеретпӗр те.

Мы расстреливали и будем расстреливать врагов Советской власти, всех, кто вздумает навязывать нам помещицкую власть.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑйсен тӑшманӗсене хӗҫ-пӑшалсӑр курнипе пушшех ахӑрса кайнӑ стариксем вӗсем ҫине учӗсене кӗртсе ячӗҫ, — йӗнерсем ҫинчен уртӑнса, чӑпӑрккисемпе ӑшалантарчӗҫ, хӗҫ тӳрчӗсемпе ҫапрӗҫ.

Старики, озверевшие при виде безоружных врагов, гнали на них лошадей, — свешивались с седел, били плетями, тупяками шашек.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шӗвӗркке сухаллӑ качаки вара сарай тӑррине, чи ҫӳле хӑпарса тӑрать те хӑйӗн таҫтах илтӗнекен сассине чӗтрентерсе, городничи пек, е кил хушшинче ҫӳрекен кӑрккасене витлет, е тата хӑйӗн тӑшманӗсене — хӑй сухалӗнчен кулакан урамри ачасене курать те вӑрт ҫеҫ тепӗр майлӑ ҫаврӑнса тӑрать.

Бородатый козел взбирался на самую крышу и дребезжал оттуда резким голосом, как городничий, дразня выступавших по двору индеек и оборачиваяся задом, когда завидывал своих неприятелей, мальчишек, издевавшихся над его бородою.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫапла пурӑннӑ совет ҫыннисем, пысӑках мар паттӑрла ӗҫ туса пулин те, халӑха аслӑ ҫӗнтерӳре этемлӗх тӑшманӗсене хирӗҫ кӗрешме пулӑшас тесе, хӑйсен ирӗкӗпе чул ӑшне пытаннӑскерсем, хӑйсене ҫутӑсӑр, таса сывлӑшсӑр, шывсӑр, этеме кирлӗ хӑнӑхнӑ условисемсӗр хӑварнӑскерсем.

Так жили советские люди, добровольно обрекшие себя на заточение в камне, отказавшиеся от света, чистого воздуха, воды и всех привычных условий человеческого существования, для того чтобы своим хотя малым подвигам облегчить народу великую победу над врагом человечества.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ачасем именкелесе уҫӑ та таса пӳлӗмсене кӗчӗҫ те инҫетри Уралти Герасимовка ялӗнчи чаплӑ пионерӑн портречӗ ҫине нумайччен пӑхса тӑчӗҫ; Павлик Морозовӑн харсӑр паттӑрлӑхӗ аслӑ революцин кӗҫӗн ывӑлӗсен ҫамрӑк чӗрисем Ленин — Сталин ӗҫне иксӗлми вӑйпа парӑннине, унӑн тӑшманӗсене чунтан-чӗререн курайманнине пӗтӗм тӗнчене кӑтартрӗ.

Застенчиво входили в прохладные, чистые комнаты и подолгу вглядывались в портрет славного пионера из далекого уральского села Герасимовки, суровый подвиг которого показал всему миру, какой неодолимой преданности делу коммунистов, какой огненной ненависти к врагам его исполнены юные сердца младших сынов великой революции.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Мӗнле хастар, вӑйлӑ ҫынсем ҫинчен ҫырнӑ вӑл кӗнекере, ҫапӑҫура вӗсем, вырӑс ҫӗршывӗн тӑшманӗсене хирӗҫ мӗнле савӑнӑҫлӑ харсӑрлӑхпа ҫапӑҫнӑ!

Какие удалые и сильные люди были описаны в этой книге, с какой веселой отвагой рубились они в бою с врагами русской земли!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫакӑ паллӑ: ҫынҫиенсен ушкӑнӗ утрав ҫине пӗртен-пӗр ӗмӗтпе килнӗ — вӗсем хӑйсен тӑшманӗсене ҫӗнтернӗ ятпа уяв тӑвасшӑн.

Было ясно, что вся эта толпа дикарей явилась на остров с единственной целью — отпраздновать свою победу над врагом.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хӑҫан та пулин вӑл хӑйӗн тӑшманӗсене ҫӗнтернӗ вӑхӑтсем пулкаланӑ-и? — терӗм.

Случалось ли когда-нибудь, чтоб оно побеждало врагов?

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

«Кашни ҫапӑҫу хыҫҫӑнах ҫӗнтерекеннисем тыткӑна илнӗ тӑшманӗсене ҫакӑнта илсе килеҫҫӗ те, хӑйсен йӑли тӑрӑх, вӗсене вӗлерсе ҫиеҫҫӗ пулмалла, мӗншӗн тесен вӗсем пурте тискер ҫынсем», — тесе шухӑшларӑм эпӗ.

«Должно быть, — думал я, — после каждого боя победители привозят своих военнопленных сюда и здесь, по своему бесчеловечному обычаю, убивают и съедают их, так как они все людоеды».

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Огнянов ун пиҫиххинчен ятаган туртса кӑларчӗ те, армантан чупса тухрӗ, тӳрех тӗрӗксен ушкӑнӗ ҫинелле ыткӑнчӗ, хаяр тӑшманӗсене сылтӑмалла та сулахаялла сулса чике-чике тухрӗ…

И, выхватив у него из-за кушака длинный ятаган, Огнянов выбежал из мельницы и ринулся в толпу, нанося страшные удары направо и налево…

XVI. Вилӗм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Клисурӑ ҫыннине Мехмед тикана Болгарин киревсӗр тӑшманӗсене пулӑшма вӑл темиҫе хут тӗрмерен тарма хӑтланнӑшӑн ҫар канашӗ ӑна персе пӑрахмалла турӗ, ытти сутӑнчӑксем те ҫапла пуласран хӑраса тӑччӑр.

— Цыган Мехмед из Клисуры за неоднократные попытки бежать из тюрьмы с гнусной целью служить врагам Болгарии приговорен верховным советом к смертной казни на страх другим таким же предателям! —

XXIX. Юнпа тӗне кӗртни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Дунав» хаҫатра ҫырса кӑларни, юрӑ ӑсти шпионла хӑтланса ӗҫлени ун тӑшманӗсене вӑйлӑ хӗҫ-пӑшал тыттарчӗ.

Но заметка в газете «Дунав» и гнусное шпионство певчего несомненно дали в руки его врагам сильное оружие.

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тиаккӑн та, тухтӑр та, Стоян пиччӗшӗ те тата ытти ҫывӑх ҫынсем те, тӗрмери шанчӑклӑ тусӗсем те ун асне килчӗҫ; хуйхӑпа ӑвӑнса ҫитекен Рада та асӗнчех, ҫӗнтернипе хавасланакан тӑшманӗсене те курнӑ пек пулчӗ вӑл.

Он видел дьякона, доктора, деда Стояна и других близких, преданных друзей — в тюрьме; видел убитую горем Раду; видел торжествующих врагов!

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Автор ҫавсен ӗҫӗсемпе характерӗсем урлӑ халӑх хӑйӗн тӑшманӗсене хирӗҫ мӗнле паттӑррӑн кӗрешнине кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Иван Вазовӑн «Пусмӑрта» романӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 4 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех