Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кил хуҫи малтанах, чирлӗ ҫынна пӑхма вӑхӑт ҫукки, вӑл чӑрмантарса ҫеҫ пурӑнни ҫине ярса, яхӑнне те килӗшмерӗ, унтан, апат ҫисе тӑрансан, ҫапла каларӗ:
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ирхи апат ҫисе тӑрансан, сӗтел хушшинчен тухрӗҫ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тен, ӗмсе тӑрансан, хӑех пӑрахӗ?..
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл Кривцов ҫине те, Голубева ҫине те пӑхмарӗ, ним чӗнмесӗр ҫирӗ, ҫисе тӑрансан агитпунктра ҫынсем пухӑннӑ пулӗ тесе, тумланма пуҫларӗ.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫавӑнпа та Рубцов-Емницкий, хӑяр татакан хӗрарӑмсемпе калаҫса тӑрансан, Тимофей Ильича айккинелле илсе кайрӗ те: — Эсир ывӑлӑрпа калаҫса пӑхман-и? — терӗ.
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Анчах старик шӑртланмаллипех шӑртланса ӳкнӗ: пӗррех ҫиҫсе ячӗ арӑмне, ҫӗвӗ машини ларакан сӗтеле тӗксе ӳпӗнтерчӗ, унтан, тӗрмешсе тӑрансан, картишне вӑркӑнса тухрӗ.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл ӗҫсе тӑрансан, малтан ӗҫекенни каллех витре ярса тытса кукленсе ларчӗ.Когда он напился, пивший до этого вновь взялся за бадью и присел на корточки.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Анчах ҫак малтанхи савӑнӑҫ иртсен, телейлӗ хумхану лӑплансан, пӗр-пӗринпе ыталашса хӗпӗртенипе макӑрса тӑрансан, асапланнӑ хула хӑйӗн суранӗсене шута илме тытӑнчӗ.
Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫывӑрса тӑрансан, каласа парӑр…
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл, чей ӗҫсе тӑрансан, Ванюшпа пӗрле япалисемпе чӑматансене куҫарса хучӗ, унтан ӑҫта мӗн выртнине — укҫасем ӑҫта тата мӗн чухлӗ иккенне, паспорт, ҫул хучӗпе лав хучӗ ӑҫтине пӗлсе, япаласем хушшине йӗркеллӗн, тӳррӗн те тирпейлӗн вырнаҫса ларчӗ, унтан ҫаксене пурне те лайӑх майласа вырнаҫтарнӑ пек курӑннипе хавасланса кайрӗ, вара вӑрам ҫул та уншӑн инҫетерех уҫӑлма тухнӑ пек ҫеҫ туйӑнчӗ.
II // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Старик ӗҫсе тӑрансан, эпӗ Эрнене, хам патӑма чӗнсе, кӑкшӑмра шыв юлнипе юлманни ҫинчен ыйтрӑм.Когда старик напился, я подозвал Пятницу и спросил, не осталось ли в кувшине воды.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫисе тӑрансан эпӗ ӑна кӑштах шыв патӑм, вӑл шыва пит хӑвӑрт ӗҫсе ячӗ, тен, хырӑмӗ ҫурӑличченех ӗҫнӗ пулӗччӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Шыв ӗҫсе тӑрансан, апат ҫиес килнине чарас тесе, ҫӑвара чӗптӗм табак хыпрӑм та хайхи йывӑҫ патне таврӑнтӑм, ун ҫине хӑпартӑм; ҫывӑрнӑ чухне ӳкес мар тесе, лайӑхрах вырнаҫса лартӑм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Йӗрсе тӑрансан, Егорушка витерен тухрӗ те, шыв кӳлленчӗкӗнчен пӑрӑнса, урамалла утрӗ.Наплакавшись, Егорушка вышел из хлева и, обходя лужу, поплелся на улицу.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Саша ӗҫмелли савӑт-сапасем илме тухса каять, — ҫапла, кун пекки унӑн савӑт-сапасене хӑйпе пӗрле тӳрех илсе кӗнинчен нумайрах пулать, — унтан хуҫаланма тытӑнать, Вера Павловна вара ҫаплах ачашланать, чей ӗҫсе тӑрансан каллех таянса выртать, анчах ӗнтӗ вырӑн ҫинче мар, сарлака диван ҫинче; диванӑн лайӑх енӗ сарлакинче мар, вӑл тӳшек пек ҫемҫинче; унта Вера Павловна 10 е 11 сехетченех, Сашӑн е госпитале, е клиникӑсене, е академи аудиторине кайма вӑхӑт ҫитичченех выртать, анчах юлашки куркапа пӗрле Саша сигара илет те вӗсенчен хӑшӗ те пулин пӗрне-пӗри: «ӗҫе тытӑнатпӑр» е «ҫитет, ҫитет, халӗ ӗҫлес пулать», тесе асӑнтарать — анчах мӗнле ӗҫе?
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн, «савнӑ тусӗпе пакӑлтатса тӑрансан, вӑл хӑйӗн пӳлӗмне кӗчӗ те выртрӗ — ҫывӑрма мар, ҫывӑрма ир-ха, ӑҫта унта, сакӑр сехет ҫурӑ кӑна-ха, ҫук, хывӑнман та вӑл — ахаль ҫеҫ, вулама ҫеҫ, выртнӑ.
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сяо-шуань ҫисе тӑрансан, амӑшӗ ӑна евӗклӗн сӑмах хушрӗ:Сяо-шуань уже покончил с завтраком, и мать, волнуясь, сказала ему:
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Ҫисе тӑрансан вӑл ура ҫине тӑчӗ, тусанпа витӗннӗ хут чечексем витӗр курӑнакан турӑшсем ҫине пӑхса сӑхсӑхрӗ, унтан кивелнӗ, хулпуҫҫисем тӗлӗнче тӑвӑрланса ҫитнӗ толстовки ҫинчен ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене шӑлса тӑкрӗ, вара ҫапла каларӗ: — Ҫӑкӑр-тӑваршӑн тавтапуҫ, Яков Лукич!
1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сирӗн мухтавлӑ туллӑра курар, — килӗшрӗ вӑл апат ҫисе тӑрансан.Посмотрим вашу хваленую пшеницу, — согласился он, покончив с обедом.
17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Калаҫса та, апатланса та тӑрансан хӑнасем хӑйсене уйӑрса панӑ пӳлӗмсенче канма выртнӑ.
Пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.