Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнпа та эпӗ хӗрсе кайнипе анасем тавра тытнӑ мӗнпур картасене ҫӗмӗрсе тӑкас тата мӗнпур выльӑх-чӗрлӗхе кӑларса ярас, унтан вара икӗ уйне те чавса тӑкас, риспа урпа калчисене пӗтерес тата ӳплене ишсе антарас терӗм.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Юн тӑкас та ҫаратса тухас тенипе ҫеҫ вӗсем хӗҫ-пӑшал тытнӑ та, хӑйсем хыҫҫӑн тата тупра тиемелли лавсем пыраҫҫӗ.И они вооружились, чтобы проливать кровь, а чтобы увозить добычу, тянули за собой целые обозы…
XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Огняновӑн куҫӗ вара, чӑн та, вут та хӗм тӑкас пек.
XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫавӑнтан кайран унӑн тӗксӗм чунӗнче пӗртен пӗр туйӑм та пӗртен пӗр шухӑш кӑна тӑрса юлчӗ: тӗрӗксене вӑл пӗтӗм чун-хавалӗпе, халь-халь касса-вакласа тӑкас пек кураймасть.
XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл, питне аллисемпе хупласа, вырӑн ҫине пыра-пыра выртрӗ, тепӗр 15 минутран тӑчӗ те пӳлӗм тӑрӑх утса ҫӳрерӗ, креслӑсем ҫине йӑванчӗ, каллех пӗрре вӑрӑмрах, тепре кӗскерех ярса пусса, талпӑнса утса ҫӳрерӗ, вырӑн ҫине пырса выртрӗ, каллех утса ҫӳрерӗ, темиҫе хутчен ҫыру сӗтелӗ патне пырса тӑчӗ те каллех чупса кайрӗ, юлашкинчен ларчӗ, темиҫе сӑмах ҫырса хучӗ, ҫырӑва ҫыпӑҫтарчӗ, унтан пӗр ҫур сехетрен ҫырӑва ярса тытрӗ, ҫурса тӑкса ҫунтарса ячӗ, нумайччен унталла-кунталла чупкаласа ҫӳрерӗ, ҫӗнӗрен ҫырчӗ те, васкавлӑн, ҫыпӑҫтарнӑ-ҫыпӑҫтарманах, адрес ҫырса вӑхӑта ирттермесӗр, ҫырӑва илсе, упӑшкин пӳлӗмне чупса кайрӗ, ӑна сӗтел ҫине пӑрахса, хӑйӗн пӳлӗмне ыткӑнчӗ, кресла ҫине ӳкрӗ, пит-куҫне аллисемпе хупласа, ним хусканмасӑр ларчӗ; ҫур сехет, тен, пӗр сехет иртрӗ пуль, акӑ, шӑнкӑртаттарни илтӗнчӗ — ку ӗнтӗ вӑл, Вера Павловна, ҫырӑва илсе, ҫурса тӑкас, ҫунтарса ярас тесе кабинета чупса кайрӗ, — ӑҫта-ха ҫыру?
XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Курасшӑн мар вӗсем, тен хӑйсем тӑкнӑ ӑшӑ юна курсан, татах та юн тӑкас килекен пуласран хӑранӑ пулнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Хырса тӑкас пулать…
39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мускав ҫывӑхӗнче нимӗҫе татӑклӑн ҫӗмӗрсе тӑкас сехет ҫывхарсах килет…
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Наступленисем туни тӑшмана хӑвӑртрах ҫӗмӗрсе тӑкас енӗпе ытларах шанчӑк парать; анчах оборона мелне тытса пырсассӑн, тӗрӗсрех пулать те малтанхинчи пек шикленмеллех те мар…
Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Кам пӗлет, тен вӑл самолёт ӑшӗнче шӑпах паян ҫав ҫинҫешке те хитре, лайӑх тӗлӗкре курӑннӑ пек туйӑннӑ хӗре вӗлернӗ тӑшман летчикӗ ларать пулӗ, — унӑн ҫавсене пӗтерсе тӑкас килчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Килӗшмесӗр те ан хӑп эс унтан, вӑл ҫилӗпе кӑшкӑрса тӑкас пулсан та, темле майпа хӑратсассӑн та ан килӗш.
XV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Намӑс сӑмахсемпе ятласа тӑкас мар-и тесе те пикеннӗччӗ те, ҫыннисен хуйӑх-ҫке, шарламарӑм…
Пахчапа мунча хуҫи // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.
Усал сӑмахсемпе те ятлаҫса тӑкас ҫук.Никто не будет приставать к человеку, обзывать злыми словами.
13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
49. Вара Трифон, Ионафанпа пӗрле пулнисене пурне те пӗтерсе тӑкас тесе, Галилейӑпа аслӑ тӳремлӗхе ҫуран ҫарпа утлӑ ҫар янӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3-4. Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн, Иудӑпа унӑн хӑюллӑ ҫыннисем, тӑшман ҫарӗ хӑйсен тапӑрӗнчен аякра пулнипе усӑ курса, тӑшман ҫарне Эммаумра пӗтерсе тӑкас тесе тапранса тухнӑ; 5. Горгий ӗнтӗ Иуда тапӑрне ҫӗрле пырса ҫитнӗ, анчах унта никама та тупайман, вара вӗсене ту хушшинче шырама тытӑннӑ, вӑл: вӗсем пирӗнтен тараҫҫӗ, тенӗ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вара Горгий пилӗк пин ҫуран ҫын тата пӗр пин чи лайӑх юланутҫӑ илнӗ те, ҫакӑ ҫар, 2. иудейсен ҫарне пӗр кӗтмен ҫӗртен тапӑнса аркатса тӑкас тесе, ҫӗрле тапранса тухнӑ; керемре пурӑнакансем вӗсене ҫул кӑтартса пынӑ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24-25. Саваоф Ҫӳлхуҫа тупа тусах калать: Ассура Хамӑн ҫӗрӗм ҫинче ҫапса салатас тесе, ӑна Хамӑн тӑвӑм ҫинче таптаса тӑкас тесе Эпӗ мӗнле шутланӑ — ҫаплах пулӗ; Эпӗ мӗнле палӑртнӑ — ҫаплах килсе тухӗ; унӑн сӳсменӗ Израиль ҫинчен хывӑнӗ, вӗсен хулпуҫҫийӗ ҫинчен унӑн йывӑрлӑхӗ сирӗлӗ.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Киней ҫыннисене Саул ҫапла каланӑ: Амалик хушшинчен кайӑр эсир, уйрӑлӑр вӗсенчен, манӑн сире унпа пӗрле пӗтерсе тӑкас марччӗ, мӗншӗн тесессӗн эсир Израиль халӑхӗ Египетран килнӗ чухне вӗсемшӗн ырӑ пултӑр, тенӗ.
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Анчах эсир каяс темерӗр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, хушнине хирӗҫ пултӑр, 27. хӑвӑр чатӑрӑрсенче ӳпкелешсе калаҫрӑр: Ҫӳлхуҫа пире Египет ҫӗрӗнчен курайманнипе, аморрейсен аллине парас та пӗтерсе тӑкас тесе илсе тухрӗ; 28. ӑҫта кайӑпӑр-ха эпир? пирӗн тӑванӑмӑрсем «вӑл халӑх пирӗнтен нумайрах, [йышлӑрах,] пӗвӗпе те ҫӳллӗрех, унти хуласем пысӑк, вӗсене тӳпенех ҫитекен хӳмепе тӗреклӗлетнӗ, тата эпир унта Енак ывӑлӗсене те куртӑмӑр» тесе чӗремӗре хавшатсах пӑрахрӗҫ, терӗр.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.