Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 1 Пат 15

Пай: Библи –> Патшасен 1-мӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.03.31 21:27

Пуплевӗш: 36; Сӑмах: 727

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Самуил Саула каланӑ: мана Ҫӳлхуҫа сана Хӑйӗн халӑхӗн, Израилӗн, патши пулмашкӑн ҫу сӗрсе яма хушса ячӗ, халӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахне итле. 2. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ Амалик Израиле мӗн тунине, вӑл Египетран килнӗ чухне унӑн ҫулӗ ҫинче ӑна мӗнлерех хирӗҫ тӑнине аса илтӗм; 3. халӗ кай та Амалика [тата Иерима] аркатса тӑк, унӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех пӗтер; [вӗсем патӗнче хӑвна валли нимӗн те ан ил, анчах унӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех тӗп ту, тупала;] ӑна хӗрхенсе ан тӑр, упӑшкинчен пуҫласа арӑмӗ таранах, яш ачаран пуҫласа кӑкӑр ачи таранах, вӑкӑрӗнчен пуҫласа сурӑхӗ таранах, тӗвинчен пуҫласа ашакӗ таранах вӗлерсе тух. 4. Саул халӑх пухнӑ, Телаим хулинче вӗсене шутласа пӑхнӑ та, Израиль халӑхӗнчен — икҫӗр пин ҫуран ҫын, Иуда йӑхӗнчен вара вунӑ пин ҫын пулнӑ. 5. Саул ӗнтӗ амаликсем пурӑнакан хулана ҫитнӗ те айлӑмра пытанса тӑнӑ. 6. Киней ҫыннисене Саул ҫапла каланӑ: Амалик хушшинчен кайӑр эсир, уйрӑлӑр вӗсенчен, манӑн сире унпа пӗрле пӗтерсе тӑкас марччӗ, мӗншӗн тесессӗн эсир Израиль халӑхӗ Египетран килнӗ чухне вӗсемшӗн ырӑ пултӑр, тенӗ. Киней ҫыннисем ӗнтӗ Амалик хушшинчен уйӑрӑлса тухнӑ. 7. Саул вара Амалика Хавила хулинчен пуҫласа Египет ҫывӑхӗнчи Сур тӑрӑхне ҫитичченех аркатса тӑкнӑ; 8. Агага, Амалик ҫӗрӗн патшине, чӗррӗн ярса тытнӑ, халӑхне пӗтӗмпех хӗҫпе вӗлерсе тухнӑ, [Иерима та вӗлернӗ]. 9. Анчах Саул та, халӑх та Агага тата унӑн чи лайӑх сурӑхӗсене, вӑкӑрӗсене, самӑртнӑ путекӗсене тата мӗн лайӑххине хӗрхеннӗ те пӗтерес темен, кирлех мар япӑх япалисене ҫеҫ тӗп тунӑ.

10. Самуила Ҫӳлхуҫаран ҫакӑн пек сӑмах пулнӑ: 11. Эпӗ Саула патшана лартнӑшӑн ӳкӗнетӗп: вӑл Манран пӑрӑнчӗ, Манӑн сӑмаха пурӑнӑҫа килтермерӗ, тенӗ. Самуил хурланса ӳкнӗ, ҫӗрӗпех Ҫӳлхуҫана чӗнсе тархасланӑ. 12. Самуил ирхине ирех тӑнӑ та Саулпа тӗл пулма кайнӑ. Самуила ҫакна пӗлтернӗ: Саул Кармил хулинче пулнӑ, вӑл унта хӑйӗн палӑкне лартнӑ, [анчах унтан ҫар урапине каялла янӑ та] хӑй Галгала аннӑ, тенӗ. 13. Самуил Саул патне пырсассӑн, Саул ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа пиллетӗр сана! эпӗ Ҫӳлхуҫа хушнине турӑм, тенӗ. 14. Самуил ӑна каланӑ: мӗн ку — манӑн хӑлхана сурӑхсем макӑрни илтӗнет, эпӗ вӑкӑрсем мӗкӗрнине илтетӗп, тенӗ. 15. Саул каланӑ: вӗсене Амалик патӗнчен хӑваласа килчӗҫ, халӑх чи лайӑх сурӑхсемпе вӑкӑрсене хӗрхенчӗ, вӗсене санӑн Ҫӳлхуҫа Турруна парне кӳмешкӗн хӑварчӗ; ыттине ӗнтӗ эпир тӗппипех пӗтертӗмӗр, тенӗ. 16. Самуил Саула каланӑ: тӑхта, эпӗ сана Ҫӳлхуҫа мана ҫӗрле мӗн каланине калам, тенӗ. Саул ӑна: кала, тенӗ. 17. Вара Самуил каланӑ: ху Израиль йӑхӗсен патши пулса тӑнӑ чухне, Ҫӳлхуҫа сана Израиль патши пулма ҫу сӗрсе янӑ чухне эсӗ хӑвна ху пӗчӗк ҫын вырӑнне ҫеҫ хуманччӗ-и-ха? 18. Ҫӳлхуҫа сана: «Кай та йӗркесӗр амаликсене тӗппипе пӗтермелле тупала, вӗсене хирӗҫ пурне те вӗлерсе пӗтеричченех ҫапӑҫ» тесе, ҫула кӑларса ячӗ. 19. Мӗншӗн-ха эсӗ Ҫӳлхуҫа каланине итлемерӗн, тупӑш ҫине сиксе ӳкрӗн, Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче усал ӗҫ турӑн? тенӗ. 20. Саул Самуила каланӑ: эпӗ Ҫӳлхуҫа каланине итлерӗм, эпӗ Ҫӳлхуҫа янӑ ҫула тухса кайрӑм, Агага, амаликсен патшине, илсе килтӗм, Амалика вара тӗп турӑм; 21. тупаланӑ тупӑшран, сурӑхсемпе вӑкӑрсенчен, халӑх чи лайӑххине санӑн Ҫӳлхуҫа Турруна Галгалта парне кӳме илсе килчӗ, тенӗ.

22. Самуил ҫапла хуравланӑ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнепе ытти парнесем Ҫӳлхуҫашӑн Хӑйӗн сӑмахне итленӗ пекех кӑмӑллӑ-ши вара? Кӳнтем пулни парнерен лайӑхрах, Турра пӑхӑнни сурӑх ҫӑвӗнчен аванрах: 23. пӑхӑнманни — ӑрӑм ӗҫӗ пекех ҫылӑх, хирӗҫ тӑни — йӗрӗхе пуҫҫапнипе пӗрех; эсӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗнчен пӑрӑнтӑн, ҫакӑншӑн Вӑл та санран пӑрӑнчӗ: ку ҫын [Израиль] патши ан пултӑр терӗ.

24. Саул Самуила каланӑ: эпӗ ҫылӑха кӗтӗм — Ҫӳлхуҫа хушнинчен тата санӑн сӑмахунтан иртрӗм; эпӗ халӑхран хӑрарӑм, ҫавӑнпа ӑна итлерӗм; 25. халӗ ман ҫинчен ҫылӑхӑма сирсемччӗ, манпа пӗрле пырсамччӗ: эпӗ Ҫӳлхуҫана [санӑн Турруна] пуҫҫапам, тенӗ. 26. Самуил Саула хуравланӑ: эпӗ санпа пӗрле пымастӑп, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗнчен пӑрӑнтӑн, ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа та санран пӑрӑнчӗ: ку ҫын Израиль патши ан пултӑр терӗ, тенӗ. 27. Самуил каялла кайма ҫаврӑннӑ. Анчах [Саул] ӑна тумтирӗ аркинчен ярса тытнӑ та ҫурсах янӑ. 28. Самуил ӗнтӗ ҫапла каланӑ: халӗ Ҫӳлхуҫа санран Израиль патшалӑхне туртса илчӗ те ӑна санӑн ҫывӑх ҫыннуна, санран лайӑхраххине, пачӗ; 29. Израилӗн Шанчӑкӗ суя сӑмах та каламасть, ӳкӗнмест те: ӳкӗнмешкӗн Вӑл — ҫын мар, тенӗ. 30. [Саул] каланӑ: эпӗ ҫылӑха кӗтӗм, анчах эсӗ халӑхӑмӑн аслӑ ҫыннисем умӗнче тата Израиль умӗнче мана чыс тусамччӗ, манпа пӗрле пырсамччӗ, эпӗ вара санӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пуҫҫапӑп, тенӗ. 31. Самуил вара Саулпа пӗрле кайнӑ, Саул Ҫӳлхуҫана пуҫҫапнӑ. 32. Унтан Самуил: ман патӑма Агага, Амалик патшине, илсе килӗр, тенӗ. Ун патне чӗтрекен Агаг пырса тӑнӑ, каланӑ вара Агаг: вилӗм асапӗ иртсе кайрӗ ӗнтӗ? тенӗ. 33. Анчах Самуил каланӑ: санӑн хӗҫӳ арӑмсене ачасӑр тӑратса хӑварнӑ пек, санӑн аннӳ те ытти арӑмсем хушшинче ывӑлӗсӗр тӑрса юлтӑр, тенӗ. Самуил вара Галгалта Ҫӳлхуҫа умӗнче Агага касса пӑрахнӑ. 34. Самуил Рамӑна тухса кайнӑ, Саул вара Саул Гивине, хӑйӗн килне, кайнӑ. 35. Хӑйӗн вилӗм кунӗ ҫитичченех Самуил Саулпа урӑх курнӑҫман; анчах Саулшӑн куляннӑ вӑл, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Саула Израиль патши туса лартнӑшӑн ӳкӗннӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех