Шырав
Шырав ĕçĕ:
Октябрӗн 4-мӗшӗнче, ҫӗрле, эпир мӗнпур отрядсен вӑйӗпе Голубовкӑпа Большая Березка ялӗсенче тата Лукошенково хуторӗнче вырӑнаҫса тӑракан нимӗҫсен опорнӑй пункчӗсене пӗтерсе тӑкас тӗлӗшпе операчи туса ирттертӗмӗр.
Инҫе ҫула, чаплӑ ӗҫсем тума // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Партизансен штабне аркатса тӑкас шутпа, нимӗҫсем операци хыҫҫӑн операци туса ирттереҫҫӗ.Стремясь разгромить партизанский штаб, немцы предпринимали одну операцию за другой.
Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ҫав ҫарпа ҫирӗм тӑватӑ сехетрен те сахалтарах вӑхӑтра ҫитмӗл пин гладиаторсен ушкӑнне ҫӗмӗрсе тӑкас пирки вӑл пӗртте иккӗленмен.
XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Крикса ытти лагерьсенчи гладиаторсем пырса ҫитиччен ҫӗмӗрсе тӑкас тесе, Орест галсен икӗ легионне хирӗҫ хӑйӗн пӗтӗм ҫарне янӑ.
XV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хӑш чухне асаплантаракан ҫынна ҫав тери тытса хӗнесе тӑкас килетчӗ, эпӗ вара хам ӑссӑн ҫапӑҫма кӗрсе каяттӑм, ҫав хам вӑйсӑр пирки харсӑрланса хӑтланнисем ҫинчен аса илсен, хӑшӗ те вӑтанатӑп, ҫитменнине кичемле те туйӑнса каять.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫырманалла кӗрсе ҫухалатчӗҫ те вара сасартӑк, тӳттӳрӳт сассипе каллех уялла сапаланса тухса, «ура» кӑшкӑрса, параппан сассисем усаллӑн янтратса тӑнӑ хушӑра, штыкӗсене шӑрт пек тӑратса, тӳрех пирӗн пӳрт патнелле чупатчӗҫ, пирӗн пӳрте вӗсем акӑ халех ҫӗр ҫинчен хӑйпӑтса ӳкерсе, утӑ капанне салатнӑ пекех, салатса тӑкас пек туйӑнатчӗҫ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кирлӗ сӑмахсене тупаймасӑр, Павӑл ура ҫине тӑчӗ, ҫилленес мар, Йевтӑна вӑрҫса тӑкас мар тесе, вӑл каясшӑнччӗ, унӑн паттӑрла ватлӑхне хисепленипе пачах та ун пек тума шутламарӗ вӑл.
4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Унӑн кӑшкӑрас, хӑратса тӑкас йӑла ҫук.
15 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Сан тетрадӳсем ҫине мӗншӗн чернил тӑкас ман?
Тавыль шкула каясшӑн // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хирӗҫ темӗн ҫивӗччӗн, хӑтӑрса каласа тӑкас килсе кайрӗ, унтан та ытларах, чалӑштарнӑ ҫав тутаран ҫапма та хатӗрччӗ-и, тен, эпӗ, — халиччен пулманччӗ кунашкалли манпа, тӗлӗнсе шак хытса лартӑм пӗр авӑка.
16 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ҫул ҫинче пӗчӗк юханшыв тӗл пулса, каска сӑранне тӑпӑлтарса пӑрахрӗ те шыв ӑсрӗ, ҫаккинчен шӑлпа ҫыртса, хаклӑ япалана тӑкас мар тесе асӑрханса ҫеҫ шуса хӑйсен йӑвине ҫитрӗ.
Пӗр тӑвансем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 219–229 с.
Сталинград патӗнче ҫавӑрса илнӗ тӑшман ҫарне пӗтерсе тӑкас ӗҫе ӑнӑҫлӑн вӗҫленӗ май сире тата Дон фронтӗнчи ҫарсене саламлатӑп.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӗсен полкӗ Атӑл леш енче тӑнӑ: ҫӗнӗрен йӗркеленнӗ вӑл, пополнени илнӗ, ҫапӑҫӑва кайма хатӗрленнӗ, иккӗмӗш ҫыруне Илюшка наступление каяс ҫӗкленӳпе ҫырнӑ: «Ирсӗр тӑшмана пуҫӗпех ҫӗмӗрсе тӑкас шанчӑкпа ҫапӑҫӑва каятпӑр» тенӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хӑвна хирӗҫле ҫынпа ҫӗмӗрсе тӑкас тесен, ҫиелтен пӑхсан ӑна хӑйне тата пӗтӗмӗшле ӗҫе чи ырӑ суннӑ пек шӑлтарса каланӑ сӑмах хӑш чухне мӗн таран ӗнентерӳллӗ тухнине эпӗ каярахпа, пурнӑҫпа паллашса пынӑ май, пӗрре ҫеҫ мар асӑрханӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ступин каланине вӑл тӗрӗс тенӗ, анчах ҫак чӑрмантаракан дзота хӑвӑртрах аркатса тӑкас тесе, каллех малалла каятпӑр тесе генерала пӗлтернӗ.
Туссем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 66–74 с.
Мӗншӗн вӗсене малтанах пӗтерсе тӑкас мар, уйрӑммӑнах вӑрҫӑ пынӑ ятпа хӑйсен пулас конкуренчӗсене пӗр наказанисӗр сиен тума май пур вӑхӑтра?
XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Плугсемпе сухаласа тӑкас килмест-и?
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Анчах тӑшмана малтан пӗтерсе тӑкас пулать вӗт-ха: «хуҫа» пушӑ сӑмахсене юратмасть!Но ведь это надо еще и сделать; хозяин не любит пустых слов!
XVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫынна ҫурса тӑкас тесе, пысӑк тискер кайӑк кайри урисем ҫине тӑнӑччӗ ҫеҫ, ҫав вӑхӑтра механик персе те ячӗ, упа ҫынпа юнашарах тӗшӗрӗлсе анчӗ.
Арктика «хуҫи» // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Пӗр тумламне те тӑкас мар тесе, шыва мотора ятӑмӑр.
«Хир чӑххилле пурӑнни» // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.