Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑвӗҫ (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӑл, мӗн-ха… ӗнер каларӗ мана: ху ҫумна офицер ҫулӑхас пулсан, ҫывӑрса ил унпа, ачашласа йӑпат, атту Караҫкӑшӑн утсене тытса тухӗҫ е татах мӗн те пулин тӑвӗҫ, терӗ…

— Он, видишь… он вчерась мне сказал: дескать, ежели будет офицер приставать, переспи с ним, примолви его, а то за Гераську коней заберут либо ишо чего…

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аннепе Анук мӗн тӑвӗҫ?

Как же мамка и Аннушка.

Пыллӑ пӗремӗк // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Кӗтернепурта Шӗкӗр йӗрӗхне тупнӑранпа 130 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӗҫ.

В Екатеринбурге отметят 130-летие со дня обнаружения Шигирского идола.

Чи авалхи йывӑҫ кӳлепене тупнӑранпа 130 ҫул ҫитнине палӑртӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24374.html

Мӗн тӑвӗҫ вӗсем мана?

Что они мне сделают?

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ун чухне вара пурнӑҫ йӗрки тӑрӑх хӑйсен мӗн тумаллине тӑвӗҫ: вӑрлӑх кӑларса ҫӗр ҫине сапаласа пӑрахӗҫ…

И тогда они сделают то, что им положено законом жизни: выносят семена и разбросают их по земле…

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Сансӑр пуҫнех тӑвӗҫ, Вовочка.

— Без тебя, Вовочка, обойдутся.

Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Сана та вилӗм, пире те пӗрлех тӗп тӑвӗҫ.

И тебе крышка тогда, и нас накроют с тобой.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ку мӗскӗн ҫынсем ытла та хӑраса ӳкнӗ, вӗсем, паллах ӗнтӗ, эпир мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тӑвӗҫ: ак эпир хушсанах вӗсем пире карапа каялла туртса илме пулӑшӗҫ».

Эти несчастные так напуганы, что, конечно, исполнят всякое наше требование: стоит нам приказать, и они помогут нам овладеть кораблем».

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

 — Ман юлташсем ытла та пысӑк асап курса пурӑнаҫҫӗ, хӑйсен пурнӑҫне нимӗнле те ҫӑлма ҫуккине вӗсем лайӑхах пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та хӑйсене тыткӑнран ҫӑлӑнса тухма пулӑшакан ҫынна вӗсем усал тӑвӗҫ тесе эпӗ пӗрре те шухӑшламастӑп.

— Товарищи мои испытывают такие тяжелые бедствия и так хорошо сознают всю безвыходность своего положения, что я не допускаю и мысли, чтобы они могли дурно поступить с человеком, который поможет им спастись из неволи.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӗсем ӗнтӗ каллех хӑрушӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑвӗҫ, юн юхтарӗҫ.

Предстояло ужасное, кровавое пиршество.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Мӗн каласси пур — ҫапӑҫӗҫ, чикӗшӗҫ, касӑлӗҫ, пӑшал перӗҫ, — пӗтӗмпех ҫаксене Болгарие ирӗке кӑларас тесе тӑвӗҫ

Ну что ж, будут драться, рубить друг друга, палить из ружей, — стараться освободить Болгарию…

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫынсем пурте сана тав тӑвӗҫ

Да и все люди скажут тебе спасибо…

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Халь мӗн тӑвӗҫ ӗнтӗ ӑна? — хутне кӗрессӗн каласа хучӗ вӑл.

И добавил озабоченно: — Что же теперь с ним будет?

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл машинне пӑрахрӗ те, хӑй пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑрать, эпӗ ӑна кӑшкӑратӑп: «Ухмах, ман пата юпа ҫине улӑх, атту вӗсем сана часах чӗркелесе хӑю тӑвӗҫ

Бросил он машину, топчется на одном месте, я ему шумлю: «Дурак, лезь ко мне на столб, а то они тебя зараз на ленты всего распустят!»

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сана суд тӑвӗҫ.

Тебя будут судить.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӑна вӗсем пӗр самантрах тӑвӗҫ

Это они в один секунд сработают!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халӑх сучӗ мар, урӑххисем суд тӑвӗҫ сана, эпӗ хамах акӑ, халех, хамах суд тӑватӑп.

Тебя не народный суд будет судить, а я вот зараз, и своим судом.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унта полосасен шутне ултта ҫитересшӗн, магистральпе ҫумӑн тротуар тӑвӗҫ, ҫутӑсем лартӗҫ, светофор тата ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсем пулӗҫ.

Количество полос увеличится до шести, около магистрали будут тротуары, установят освещение, оборудуют светофоры и пешеходные переходы.

И.Яковлев проспектӗнчи ҫула хӑҫан юсаса пӗтерӗҫ? // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/23400.html

Мӗн кирлине ачасем хӑйсемех тӑвӗҫ.

Все, что надо, ребята сами сделают.

30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсем килӗсене таврӑнсан, ылтӑн тырӑ пуссине пӑхса, сирӗнпе пӗрлех савӑнӗҫ, тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн сире чун-чӗререн тав тӑвӗҫ.

Придут они домой, порадуются вместе с вами на золотые нивы и скажут великое спасибо за ваше усердие и заботу.

1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех