Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӑшман пеме тытӑнсан, тӳрех землянкӑна сикеттӗмӗр.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Мӗншӗн тесен тӗнче литературине пӗлмен филологсем вӗрентме, укол тӑва пӗлмен тухтӑрсем сиплеме, ҫулпа ҫӳрес правилӑсене пӗлмен шоферсем руль умне ларма, йӗрке мӗнне пӗлмен ҫынсем тӑнӑҫлӑха сыхлама тытӑнсан - эсир хӑвӑр кӑравул кӑшкӑрма тытӑнатӑр.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
Ятарласа тытӑнсан, ӗҫ пулатех, тенӗ ваттисем.«Работа получится, если специально за нее взяться», – говорили предки.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Вӗсем пуян тӑван культурӑпа тата историпе мухтанма, мӑнаҫланма тытӑнсан, йӑла-йӗркене ҫӗнӗлӗхсем кӗртсех пырсан пурнӑҫ интереслӗрех пулӗччӗ.
Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271
— Юн пусӑмӗ пысӑкланма тытӑнсан Кольӑна йывӑр йӑтасран сыхланма ыйтаттӑм.
«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
1989 ҫулта чӑвашла «Еткер» телекӑларӑм, «Канаш» хаҫат тухма тытӑнсан, чӑваш чиркӗвӗ уҫӑлсан чӑвашсем ирӗклӗрех сывласа ячӗҫ.
Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑннӑ ҫулсем // Анна Никонорова. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20
Экспедиторта ӗҫлеме тытӑнсан Шуркассинче /халӗ вӑл ял ҫук, ун вырӑнӗнче — «Химпром». — Авт./ пӗр ҫурта йышӑнма ирӗк пачӗҫ.
Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
— Фермӑра ӗҫлеме тытӑнсан кӑштах лайӑхрах пурӑнма тытӑнтӑмӑр пулӗ — ӗҫлекенсене тырӑ паратчӗҫ те выҫӑпа питех асапланман.
Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
Малтанхи вӑхӑтра хӑйӗн профессийӗ пирки кӑшт именсе калаҫнӑ пулсан халӗ мӑнаҫлансах ун пирки пӗлтерет, пӗрле вӗренекенсем кӑшт йӗкӗлтеме тытӑнсан вара вӗсене туххӑмрах вырӑна лартать-мӗн.
Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
Кайран, шкула кайма тытӑнсан, пушӑ вӑхӑчӗ питех ан юлтӑр тесе ӳнер шкулӗнчи музыка класне ҫырӑнтартӑм.
"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Музыкантра ӗҫлеме тытӑнсан садикри шӑпӑрлансене тӑван чӗлхене, культурӑна хаклама хӑнӑхтармаллине лайӑх ӑнланаттӑм.
"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
— Ӗмӗр сакки сарлака тесе ваттисем ахальтен каламаннине, пурнӑҫ кирек хӑш тапхӑрӗнче те кирек камшӑн та кӗтменлӗх сиксе тухма пултарассине тинех ӑнланса илтӗм, — хаш сывларӗ хӑйсен ҫемйи ҫинчен каласа пама тытӑнсан Елена Семеновна.
"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Вӑхӑтран вӑхӑта пӳртре пӗчӗк лӗпӗш вӗҫме тытӑнсан кил хуҫи арӑмӗсем хӑраса ӳкеҫҫӗ – кӗве ернӗ.Если дома время от времени начинает летать маленькая бабочка, домохозяйки пугаются - завелась моль.
Кӗвӗрен менле сыхланмалла? // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
«1968 ҫул. Август уйӑхӗ. Любовь Тимофеевна Космодемьянская пӳрчӗ умне ҫитрӗмӗр те алӑка шаккарӑмӑр. Шалта такам кашӑкпа стаканри чее пӑтратнӑ сасӑ илтӗнет. Анчах алӑка уҫакан ҫук. Любовь Тимофеевнӑн никама та курас килмест пуль тесе шутларӑмӑр эпир. Унтан алӑк айне ҫыру хӑварса каялла кайма тытӑнсан: «Александра Васильевна! Елена Васильевна!» – тесе кӑшкӑрни илтӗнчӗ.
Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Карта ҫумӗнчи ДТ-75 тракторпа ӗҫлеме тытӑнсан, чунӗпе чӑн-чӑн механизатор пулнине ертӳҫӗсене ӗнентерсен малтан Беларусь-50, унтан Беларусь-52 шаннӑ.
«Хресчен пулма чунпа пиҫсе ҫитмелле» // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
Етӗрнекасси Ишлей ял советне кӗме тытӑнсан ачасем те Ишлейре вӗренме пуҫланӑ.Когда Ядринкасы вошли в состав Ишлейского сельского совета, дети тоже начали учиться в Ишлеях.
Чӳречерен курӑнакан кӳршӗ ял // Тамара ВЕРЕНДЕЕВА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30
Кинематографпа кӑсӑкланма тытӑнсан икӗ фильм режиссерӗ пулса тӑтӑм: «Тӗлӗннипе попугайсем те ҫӑвар караҫҫӗ», «Юратап-яратам».
Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
Мускава ҫӳреме тытӑнсан пӑрахӑҫларӑм ӑна.
Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
Училищӗре вӗренме тытӑнсан, паллах, унта тӗрлӗ районтан килнӗ ҫамрӑксемпе туслашнӑ.С начала учебы в училище, конечно, там подружился с молодыми с разных районов.
Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
Завода хамӑр сутма тытӑнсан пирӗн чӗр-тавар пысӑк сортпа кайни палӑрчӗ, тупӑш та ӳсрӗ.Когда сами начали продавать заводу, выяснилось, что наше сырье высокого сорта и прибыль увеличилась.
Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02