Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытатӑп (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑлӑх арӑм каланӑ тӑрӑх, эпӗ майӗпен юсанатӑп-мӗн, хама хам начарах мар тытатӑп.

Вдова говорила, что я исправляюсь понемножку и веду себя не так уж плохо.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпӗ кашни кун тенӗ пекех шкула ҫӳретӗп, сӑмахсене ҫыпӑҫтарма, кӑштах вулама, ҫырма вӗрентӗм, хутламалли таблицӑна ултӑ хут ҫиччӗ вӑтӑр пиллӗк пулать тени таран асра тытатӑп, малаллине вӗренме ҫӗр ҫул тӑрмашсан та хал ҫитерессӗн туйӑнмасть.

Я почти что каждый день ходил в школу, научился складывать слова, читать и писать немножко и выучил таблицу умножения наизусть до шестью семь — тридцать пять, а дальше, я так думаю, мне нипочем не одолеть, хоть до ста лет учись.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Уншӑн эпӗ хам ответ тытатӑп.

— Я за него отвечаю целиком и полностью.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Эпӗ Айртона канлӗ пурӑнӑҫ пама пултӑм, эпӗ хам сӑмаха тӗрӗс тытатӑп.

— Я обещал Айртону спокойную жизнь, и я хочу сдержать своё обещание.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эпӗ шайбӑна ярса тытатӑп, ӑна тин ҫеҫ вучахран кӑларса туптаса пӑрахнӑ-мӗн.

Я туда, хвать шайбу рукой, а он ее только что отковал, из горна вынули.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Юрать, эпӗ вӗсемшӗн ответ тытатӑп.

— Хорошо, я за них отвечаю.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Мана нотацисем вуласа ан тӑр, хам ӗҫшӗн, эпӗ хам ответ тытатӑп.

— Прошу мне нотаций не читать, я отвечаю за свою работу!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Эхер пирӗн кунтан тухса кайма тивсен, эпӗ, паллах, винтовка тытатӑп та уттаратӑп, а вӑл аннене хӗрхенет.

Ежели нам, скажем, отступать придется, так я, конечно, за винтовку — и пошел, а ей вот мать жалко.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

ӗҫ вӗҫленмен-ха, пирӗн тата виҫӗ вариант пур, вӗсене ҫавӑнпах вӑрттӑнлӑхра тытатӑп.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ҫӑвӗпех пӑхрӑм вӗсене, вӗҫен кайӑк персе тытатӑп, вӗсем савӑнсах ҫиеҫҫӗ.

Все лето хожу за ними, стреляю птичек, и они весело их едят.

Сӑсар — пыл вӑрри // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 120-122 с.

«Эсир пурте ырӑ йӑхлӑ, ӑслӑ, пуян, эсир мана ҫавӑрса илтӗр, манӑн кашни сӑмаха тимлесе итлетӗр, эсир пурте ман умра вилме хатӗр, сире хам алӑра тытатӑп… анчах ҫавӑнта, фонтан патӗнче, ҫав шӑпӑртатса сирпӗнекен шыв умӗнче, манӑн савниҫӗм, мана хӑй аллинче тыткалакан тӑрать.

Она смотрит и думает: вы все, господа, благородны, умны, богаты, вы окружили меня, вы дорожите каждым моим словом, вы все готовы умереть у моих ног, я владею вами… а там, возле фонтана, возле этой плещущей воды, стоит и ждет меня тот, кого я люблю, кто мною владеет.

XVI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Эпӗ ӑна халех атӑ ӑшне хупса тытатӑп.

Да я его сейчас поймаю в сапог!

Музыка // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Тӑх-та-ха, эпӗ ӑна халех тытатӑп

Погоди, я её сейчас…

Шӑши ҫури тинӗс тӑрӑх ҫӳреме пуҫлани // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Эпӗ чӗркуҫленсе лартӑм, юр чӗпӗтет, алсасӑрах алла унӑн хырӑмӗ айне чиксе яратӑп та хытӑ та шултра тӗксене ярса тытатӑп.

Я коленями в снег, руками — без перчаток, снег жжёт — под сынишку и хватаю жёсткие толстые перья.

Йӑвари ӑсансем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 3–16 с.

— Виҫҫӗмӗш кун типӗ тытатӑп.

— Третий день держу пост.

Тӗнче хӗрри шырама тухса кайни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 119–126 с.

Каллӗ-маллӗ те утса пӑхатӑп, ик аллӑмпа пуҫа та хӗстерсе тытатӑп — чи ӑслӑ шухӑш таҫта йӑкӑшт пӑрӑнса иртет.

Пытаюсь шагать взад-вперед, сжимаю обеими руками голову, но нужный ответ каждый раз успевает ускользнуть куда-то в сторону.

Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.

Эпӗ хам участокпа хам ҫынсемшӗн ответ тытатӑп.

Я отвечаю за свой участок и за своих людей.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пугачева ярса тытатӑп та — ҫӗнӗ чин, награда».

Схвачу Пугачева — новый чин и награда».

Генерал-Кар // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ирӗк илсенех ҫул ҫине тухма лавҫӑ тытатӑп.

А как только получу увольнение, то найму извозчика.

I. Иван Федорович Шпонька // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Ҫук, эпӗ ун йышши этем мар, каланӑ сӑмахӑма ҫирӗп тытатӑп; пӗрре тунӑ-тӑк, ӗмӗрлӗхе.

— Нет, это не по-моему: я держу свое слово; что раз сделал, тому и навеки быть.

V // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех