Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Сӑсар — пыл вӑрри

Автор: Гаврил Молостовкин

Ҫӑлкуҫ: Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 120-122 с.

Ҫул: 1951; Хушнӑ: 2020.05.18 15:35

Пуплевӗш: 33; Сӑмах: 353

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

Пӗррехинче мана ҫӗмӗрт кирлӗ пулчӗ, ҫавӑнпа эпӗ вӑрмана кайрӑм. Вӑтӑр пӗрремӗш кварталта эпӗ ҫӗмӗрт тупрӑм, унпа юнашар чӑрӑш тӑратчӗ. Ҫав чӑрӑш тавра вӗҫен кайӑк шӑммисем, тӗксем, пакша мамӑкӗ, ҫӑмсем йӑваланса выртатчӗҫ. Эпӗ ҫӳлелле пӑхрӑм та хӑвӑл йывӑҫ касӑкӗ куртӑм, ҫав япала ҫинче ҫӑварне вӗҫен кайӑк хыпнӑ сӑсар ларнине куртӑм.

Ҫуллахи вӑхӑт, тир йӳне, вӑл мана кирлӗ мар. Эпӗ сӑсара калатӑп:
— Ну, улпут майри, апла эсӗ хӑвӑн ҫемйӳпе кунта пурӑнатӑн иккен, — тетӗп.

Ман сасса илтсен сӑсар тепӗр йывӑҫ ҫине чупса кайрӗ те ҫухалчӗ. Эпӗ вара йывӑҫ ҫине хӑпарса, йӑвана пӑхрӑм та сӑсарӑн пӗтӗм усаллӑхне пӗлтӗм. Хӑвӑл йывӑҫ касӑкне вӑрманти хуртсем валли вӗлле вырӑнне хунӑ пулнӑ. Хурт ушкӑнӗ вӗҫсе килнӗ, вырнаҫнӑ, пыл тултарса хунӑ та хӗлле ҫывӑрса кайнӑ. Унтан сӑсар килнӗ, аялтан кышласа шӑтӑк шӑтарнӑ, сивве пула хуртсем ҫӳлелле хӗсӗннӗ, аял енчен пыла сӑсар ҫиме тытӑннӑ. Хуртсене сивӗ шӑнтса вӗлерсен, сӑсар пыла ҫисе пӗтернӗ те вӗллерен пӑрахса кайнӑ. Ҫулла пакша пынӑ, вӗллене йӑва тумашкӑн шутланӑ.

Кӗркунне мӑк ҫӑлса тултарнӑ, вӗлле ӑшне тасатса тирпейленӗ те пурӑнма тытӑннӑ.

Унтан кунта каллех сӑсар килнӗ, пакшана ҫисе янӑ та, унӑн ӑшӑ йӑвинче улпут майри пек пурӑнма тытӑннӑ, ҫемье ӗрчетнӗ. Хуртсем, пакша, сӑсар хыҫҫӑн эпӗ килтӗм.

Йӑвара тӑватӑ сӑсар ҫури пулнӑ. Ҫамрӑк ҫурасене эпӗ аркӑ ҫине хутӑм та киле илсе таврӑнтӑм. Килте вӗсене нӳхрепе антарса лартрӑм. Пӗр-икӗ кун иртсен сӑсарсенчен усал шӑршӑ кӗме пуҫларӗ, вара хӗрарӑмсем пурте ман ҫине ҫиленсе, вӑрҫма тытӑнчӗҫ. Сӑсар шӑршинчен пӳртре чӑтмалла мар пулса тӑчӗ. Садра манӑн пӗчӗкҫӗ кӗлет пурччӗ. Эпӗ унта пур шӑтӑксене питӗртӗм те сӑсарсене ҫавӑнта куҫартӑм. Ҫӑвӗпех пӑхрӑм вӗсене, вӗҫен кайӑк персе тытатӑп, вӗсем савӑнсах ҫиеҫҫӗ.

Ҫамрӑк сӑсарсем хаяр ҫилӗллӗ мар, апатшӑн ҫапӑҫаҫҫӗ пулсан та пӗрле тӗршӗнсе ҫывӑраҫҫӗ.

Пӗррехинче вӑрӑсем ман кӗлете ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Эпӗ пӗртте сисмен.

Ирхине ман кӳршӗ килчӗ те:
— Кай часрах, Михалыч: санӑн сӑсарусем улма йывӑҫӗ ҫинче, — терӗ.

Эпӗ чупса тухрӑм, мана курсан сӑсарсем улма йывӑҫӗ ҫинчен вутӑ куписем айне, вутӑ куписем айӗнчен хапха патне, хапха патӗнчен — вӑрмана тарса пӗтрӗҫ. Ҫапла вара пурте ҫухалчӗҫ.

Хӗлле ҫитрӗ, юр ҫуса тултарчӗ. Акӑ йӗрсем те курӑна пуҫларӗҫ: ман сӑсарсем ҫавӑнта вӑрмантах, ялпа юнашар пурӑннӑ. Виҫҫӗшне эпӗ часах вӗлертӗм, кашни тирне ҫирӗмшер тенке сутрӑм, анчах тӑваттӑмӗшне тупаймарӑм, кӗлете ҫӗмӗрсе кӗнӗ вӑрӑсем илсе кайрӗҫ пулмалла.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех