Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухни (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— «Пӑснӑ» ҫурт вырӑнне ҫӗнни шӑтса тухни те пур-ҫке, — систертӗмӗр ӑна.

- Так ведь на месте "сломанных" домов вырастают новые, - сообщил я ему.

Вӗҫлемен ӗҫ — тӗплемен витре // Н.Краснов. «Капкӑн», 1987, 10№

Вилнисене чӑваш йӑлипе мунча кӗртсе асӑнни, тӑвансемпе рет тухни, амӑшӗ «вӑрлӑх туртма» кайса ҫӳрени, ашшӗн тӗрмери тата вӑрҫӑри инкекӗсем, пӗтӗм ялпа вӑрманта утӑ ҫулни, кил-ҫурт ҫавӑрни, амӑшӗ Шур Хулари ывӑлӗ-хӗрӗ патӗнче виҫшер кун пурӑнса курни-шухӑшлани – тата ытти нумай ӳкерчӗке Иван Павлович Егоров хӑйӗн чӑн ятӗнченех питӗ ҫыпӑҫуллӑн, лайӑх фотоӳкерчӗкри пек пӗр ним сиктермесӗр «натурально» ҫӑтӑ-ҫӑтӑ ҫырса кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Вӗсене пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсемпе пахча ҫимӗҫ мӗнле шӑтса тухни кӑсӑклантарчӗ, ҫав вӑхӑтрах нумай ҫул ӳсекен курӑксене те тӗрӗслерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй кунӗ чунсене савӑнтарчӗ // А.Исаева. «Каҫал Ен», 09.06.17

Указ тухни ҫинчен тунтикун каҫ еннелле кӑна паллӑ пулчӗ те - пӗлмен те пуль.

Куҫарса пулӑш

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Чи пӗлтерӗшли — ун чухнехи халӑх мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа пурӑннине палӑртасси, Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне хаяр тӑшман килсе аркатнӑ хыҫҫӑн чӑваш халӑхӗ вакланса ҫухалма пуҫлани, тӗрӗс ҫул тупаймасӑр тертленни, хӑй тӗллӗн аталанма майсем хупланнипе Мускав е Хусан «ҫулне» суйласа илмелле пулса тухни.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ҫак шутра — ятарласа панкрута тухни, налук агенчӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫламанни, хайхи вычетпа саккуна пӑсса усӑ курни тата ыт. те.

В том числе - специальное банкротство, невыполнение обязанностей налогового агента, нарушение законов вычета.

Суйлав йӗркеллӗ ирттӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ҫавна май ыйтӑва ЧР Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи право йӗркине тивӗҫтерекен координаци канашлӑвӗн ларӑвӗнче пӑхса тухни ӑнсӑртран мар.

Куҫарса пулӑш

Суйлав йӗркеллӗ ирттӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Енчен те ҫакна пурнӑҫлаймасан, ҫын асӗнче тӑрса юлаймасан сцена ҫине тухни харама кайрӗ теме пулать.

Если не смог выполнить это, не остался в памяти людей, то можно сказать, что выход на сцену был напрасным.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Нумай выртаймарӗ, унта та кунта: «Рота, стройся!» — тесе кӑшкӑрни, салтаксем ҫӗрпӳртсенчен чупа-чупа тухни, кӑшкӑрашни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Хӗрлӗ тӳреме халӑх йышлӑ тухни тата та хавхалантарчӗ мана.

Куҫарса пулӑш

Орден-медальне ҫакса ҫӳреместчӗ // Роза Скворцова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ҫав факт чӑвашсен ватӑ аслашшӗсем патшалӑхлӑ цивилизаци, ҫыруллӑ культура витӗр вӑтам ӗмӗрсенчех тухни ҫинчен калать.

Этот факт указывает, что предки чуваш еще в средних веках прошли путь государственной цивилизации и письменной культуры.

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Кунта модельсен тата техника пултарулӑхӗн куравӗ те, «Музыка хапхи» витӗр тухни те, илемлӗ массӑллӑ тӗрлӗ халӑх юрри-кӗвви те, тури чӑвашсен этника культурин парк-музейӗ те, тата ытти те пулчӗ.

Здесь были и смотр моделирования и технического творчества, и прохождение через "Врата музыки", и красота массовых песен различных народов, и этнический парк-музей культуры верховых чувашей, и еще многое другое.

Республика кунӗ - Чӑваш Енӗн тӗп наци уявӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

«Сувар» хаҫат та хӑйӗн «Шурӑмпуҫ» литература кӑларӑмне конкурса тӑратнӑччӗ, шел, ҫӗнтереймерӗ, ҫапах 180 номинант хушшинче ҫурма финала тухни те пӗчӗк мар ҫитӗнӳ.

Куҫарса пулӑш

Нурлат хаҫачӗн чи нумай вулакан // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Пилӗк кунран лару-тӑру мӗнле сӑлтава пула сиксе тухни уҫӑмланасса шанатпӑр.

Через пять дней надеемся на выяснение причины произошедшего.

Вар-хырӑм пӑсӑлнӑран... // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Донор пулса вӗҫӗмех медтӗрӗслев тухни, тӳлевсӗр анализсем пани сывлӑха тӗрӗслеме май парать.

Будучи донором без конца прохождение медицинских обследований, сдача бесплатных анализов дают возможность проверить здоровье.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Пушар ҫын чӗртсе янипе тухни палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Эмилия Васильевна пушар тухни пирки те, пӗччен хӗрарӑмӑн йывӑр шӑпи ҫинчен те каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Унта пурӗ виҫӗ ыйту пӑхса тухмалла — «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккун епле пурнӑҫланса пынине тишкерни; ЧНК Президиумӗ туса ирттернӗ ӗҫсене пӑхса тухни тата ЧНК Президиумӗн йышне улшӑнусем кӗртессине.

В планах рассмотрение трех вопросов — обсуждение притворения в жизнь закона «О языках в Чувашской Республике»; отчет о проделанных работах Президиума ЧНК и внесение изменений в состав Президиума ЧНК.

Чӑваш чӗлхи пирки калаҫма ЧНК вырӑсла йыхравлать // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12625.html

Парламент комитечӗн председателӗ Волгоградри «Химпром» АУО панкрута тухни пирки те сӑмах пуҫарнӑ, ҫав предприяти технологийӗсене Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» площадкине куҫарассине тишкерме сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Волгоградри “Химпром” пире кирлӗ-и? // К.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ольӑпа Валериан мӗльюн ҫын хушшинче пӗр-пӗрне шыраса тупнӑ, иккӗшӗн шӑпи пӗр ҫул ҫине тухни ӑнсӑртран марах.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех