Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вар-хырӑм пӑсӑлнӑран...

Автор: Ирина ПУШКИНА

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Хушнӑ: 2016.06.21 20:14

Пуплевӗш: 12; Сӑмах: 136

Текст тӗсӗ: Хыпар

Вырӑсла Тема: Сывлӑх

Ҫӗнӗ Шупашкарти 40-мӗш ача садӗнче ҫак кунсенче ачасене вӑхӑтлӑх йышӑнма чарӑннӑ. Сӑлтавӗ — темиҫе ача вар-хырӑм пӑсӑлнипе аптӑранӑран больницӑна лекни. Ӗҫ-пуҫ ҫӗртме уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра 13 ача хула больницин инфекци уйрӑмӗнче сипленет.

Асӑннӑ сыватмӑшӑн специалисчӗсем ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне ачасен сывлӑх тӑрӑмӗ вӑтам шая ҫывӑх тесе хаклаҫҫӗ. Вӗсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх — клиника-диагностика тата сиплев мероприятийӗсем Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлавӗн министерствин тӗп специалисчӗсем хутшӑннипе туллин иртеҫҫӗ. Чирлисемпе хутшӑннӑ, садике ҫӳрекен ытти ачана ку яхӑнта сӑнасах тӑраҫҫӗ.

Ача сачӗн заведующийӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Людмила Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх — ку ыйтӑва тӗпчессипе йӗркеленӗ комисси лару-тӑрӑва тӗплӗ тишкерет. Унӑн йышӗнче — Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн, Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн вӗренӳ пайӗн, хула поликлиникин, 40-мӗш садикӑн ӗҫченӗсем, ыттисем.

— Анализсем панӑ, халӗ вӗсен кӑтартӑвӗсене кӗтетпӗр. Пилӗк кунран лару-тӑру мӗнле сӑлтава пула сиксе тухни уҫӑмланасса шанатпӑр. Хальлӗхе ашшӗ-амӑшне килте ларакан ачасене те тимлӗрех сӑнама ыйтатпӑр, — терӗ Людмила Сергеевна.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех