Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туллин сăмах пирĕн базăра пур.
туллин (тĕпĕ: туллин) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Михаил Васильевич республика социаллӑ программӑсене туллин пурнӑҫлассине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп вырӑнта - строительство ыйтӑвӗсем // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Анчах журналистикӑра та, литературӑра та /вӗсем пӗр-пӗринпе йӗкӗреш пекех/ хӑв чӑмӑртанӑ е хӑв ҫеҫ суйласа илнӗ пӗчӗк ушкӑнпа кӑна нумай енлӗ тӗллеве туллин пурнӑҫлама йывӑр е пачах та пурнӑҫлаймастӑн.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Шел, хӗл кунӗсенче вӗсене ӗҫпе туллин тивӗҫтерейместпӗр.

Жаль, в зимние дни их не можем в полной мере обеспечить работой.

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Вӗсене кӑсӑклантаракан ыйтусем ҫине туллин хуравларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Сӑлтавӗ те пур – пӗрисем вӑрман ҫывӑхӗнчи уҫӑ сывлӑша кӑкӑрпа туллин сывласа киленнӗ хушӑра теприсем ӑсталӑха тата ытларах туптама тӑрӑшаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем вара кӑтартусене лайӑхлатассишӗн, тепӗр ӑмӑртура тата курӑмлӑрах тупӑшассишӗн тимлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Михаил Игнатьев Михаил Мене Чӑваш ен социаллӑ программӑсемпе мӗнпур обязательствӑна туллин пурнӑҫлани ҫинчен пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурт-йӗр ыйтӑвӗсемпе // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Кун пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен выльӑх тухтӑрӗсенчен хӑйсенчен ыйтмалла – вӗсем туллин хуравлӗҫ.

Если хотите тщательно узнать об этом, нужно спросить у самих ветеринаров - они подробно ответят.

Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Пурин кӑмӑлне те туллин тивӗҫтерет чӗкеҫ пек ӗҫчен, пӑрчӑкан пек вӑр-вар хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Эпир кашниех, туллин мар пулин те, кӑштах хамӑрӑн йӑх-несӗлпе, тӑван тавралӑхпа интересленетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ пособийӗ пичетленнӗ // Э.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Ачасен ашшӗ-амӑшӗпе, ял халӑхӗпе тӗрлӗ ыйтупа час-часах тӗл пулать, кӑмӑлне туллин тивӗҫтерме тӑрӑшать.

С различными вопросами часто встречается с родителями детей, с деревенскими жителями, старается полностью удовлетворить их желания.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пирӗн тӗллев вара - хамӑр ӗҫе лайӑх тӑвасси тата ял ҫыннисен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтересси, - терӗ В.Павлов.

Куҫарса пулӑш

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Экономикӑри лару-тӑру ҫӑмӑлах мар пулин те палӑртнӑ тӗллевсене туллин пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе нумай тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Патшалӑх Канашӗнче «СР» фракцире 4,5 ҫул ӗҫлесе пысӑк опыт пухнине каларӗ-ха вӑл, анчах ҫак тапхӑр чунӗпе «эсерсемпе» туллин пӗрлешме ҫителӗклӗ пулайман-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Ĕçлекенсене тĕртсе ямаççĕ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ҫапах та ЧР финанс министрӗ Светлана Енилина вырӑнти хыснана пуянлатмалли майпа туллин усӑ курманнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Муниципалитет тытса пыракан политика - ҫамрӑк ӑрӑва аталантарма, вӗсен вӑй-хӑвачӗпе туллин усӑ курма пулӑшакан ҫул-йӗр.

Куҫарса пулӑш

Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Ют ҫӗршыв ҫыннине чӑваш мӗнле пурӑннине пӗр ялта та туллин кӑтартса пама ҫук, мӗншӗн тесен чылай ҫемье хуралтӑсене ҫӗнетнӗ, кӑмака хутса пурӑнакан нумай мар, ӗлӗкхи ҫи-пуҫ пурин те сыхланса юлман.

По причине того, что многие семьи обновили постройки, мало тех, кто живет топя печь, даже старинная одежда не у всех сохранилась — ни в одной деревне зарубежному гостю невозможно показать чувашскую жизнь.

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Тӳрӗ мар кӑмӑллӑ управляющи компанисене «алласа суйламалли» тухӑҫлӑ мел вӗсен ӗҫ-хӗлне лицензилемелли тытӑм пулса тӑрӗ, вӑл кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен туллин ӗҫлесе каймалла.

Эффективным инструментом «отсеивания» недобросовестных управляющих компаний призвана стать система лицензирования их деятельности, которая в полной мере заработает с 1 мая текущего года.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫамрӑксем ӑнӑҫлӑ карьера тума тата ҫирӗп ҫемье ҫавӑрма пултарччӑр тесен, пирӗн вӗсене хӑйсен пултарулӑхӗпе туллин усӑ курма вӗрентмелле.

Мы должны готовить молодых людей к самореализации, чтобы они могли сделать успешную карьеру и создать крепкую семью.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ӗҫлӗ самантсене кура «Раҫҫейпе» туллин паллашма май пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кӑмӑлсене ҫӗкленӗшӗн тавах!»... // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14251-k ... h-n-tavakh

Вара чи малтан хӑй ӗҫет, ҫемҫе ҫӑкӑра ҫӑвар туллин ҫыртса илет, майӗпен чӑмлама тытӑнать, каллех эрех тултарать Стакан черетпе шофер патне те ҫитет…

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех