Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тӗп вырӑнта - строительство ыйтӑвӗсем

Автор: Елчӗк Ен

Ҫӑлкуҫ: «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Хушнӑ: 2016.03.20 20:42

Пуплевӗш: 19; Сӑмах: 282

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Политика

Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Мускавра ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей строительство тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗпе Михаил Меньпе курнӑҫнӑ. Ӗҫлӗ тӗлпулӑва ҫавӑн пекех Чӑваш Енӗн строительство министрӗ Олег Марков та хутшӑннӑ.

Тӗлпулура пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствипе, нумай хутлӑ ҫуртсене тӗпрен юсама укҫа пухассипе, граждансене кивӗ ҫуртсенчен куҫарассипе, йӑлари хытӑ каяшсене вырнаҫтарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Михаил Игнатьев граждансене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес ӗҫре эконом-класс йышши ҫуртсен строительствине аталантарни пысӑк пӗлтерӗшлине палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра территорисенчи комплекслӑ строительствӑн 56 проекчӗ пурнӑҫланать. «Ҫурт-йӗр - Раҫҫей ҫемйи валли» программӑпа килӗшӳллӗн 210 пин тӑваткал метртан кая мар эконом-класс йышши ҫурт-йӗр тума палӑртнӑ.

Михаил Васильевич республика социаллӑ программӑсене туллин пурнӑҫлассине палӑртнӑ. Граждансене юхӑннӑ ҫуртсенчен куҫарасси ӑнӑҫлӑ пырать. 13,1 пин ҫынран 6,5 пинӗшне хӑтлӑ ҫуртсене куҫарнӑ та ӗнтӗ. Программӑна 50% пурнӑҫланӑ, 2017 ҫулта ку ӗҫ туллин вӗҫленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе инвали-чӗсене илес-тӗк - 5,7 пин ытла ҫын пурӑнмалли условисене лайӑхлатнӑ.

Михаил Мень 2016 ҫулта вӑрҫӑ ветеранӗсемпе инваличӗсене пурне те ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермеллине палӑртнӑ, ҫак тӗллевпе региона федераци бюджетӗнчен хушма укҫа парӗҫ. Вӑл ҫӗршыври экономика лару-тӑрӑвӗ ҫӑмӑл маррине пӑхмасӑр регион ҫурт-йӗр строительстви енӗпе аван ӗҫленине ҫирӗплетнӗ.

Нумай хутлӑ ҫуртсене тӗпрен юсама укҫа пухасси пирки сӑмах пуҫарнӑ май Чӑваш Енре хӑйсен харпӑрлӑхӗ тӗлӗшпе ҫынсем яваплӑха туйни пирки калаҫу пулнӑ. Иртнӗ ҫул варринче, сӑмахран, капиталлӑ юсавшӑн халӑхӑн 60% ҫеҫ тӳленӗ, ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле вара ҫак кӑтарту 90% иртнӗ.

Журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ май Михаил Игнатьев ЧР Правительстви тата РФ Стройминӗ тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлени ҫинчен каланӑ. «Рынокра ҫурт-йӗр туянасси чакнине йышӑнатпӑр, комплекслӑ строительство объекчӗсем тӗлӗшпе те ҫивӗч ыйтусем пур. Республика строительство ӗҫӗсен 2015 ҫулхи хӑвӑртлӑхне упраса хӑварни пысӑк пӗлтерӗшлӗ», - тенӗ вӑл ҫивӗч ыйтусене Михаил Мень тӗрӗслесе тӑрассине палӑртнӑ май.

Федераци министерстви Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисенче каяшсене сортлакан станцисен строительствине хушма пулӑшу кӳрес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Ҫакӑ каяшсене туллин сортласа экологи требованийӗсемпе килӗшӳллӗн тӗп тӑвассине тивӗҫтерме май парӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех