Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ

Автор: А.ЕФРЕМОВА, Н.АРХИПОВА

Ҫӑлкуҫ: «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Хушнӑ: 2016.03.20 13:20

Пуплевӗш: 48; Сӑмах: 608

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Политика

Мартӑн 16-мӗшӗнче республикӑра Пӗрлехи информаци кунӗ пулнӑ май, района Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсен комитечӗн председателӗ Петр Краснов, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ Ольга Казарина, Финанс министерствин казначейство управленийӗн начальникӗ Игорь Смирнов, «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ Геннадий Максимов килсе ҫитрӗҫ. Чи малтанах вӗсем район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Алексей Самаркинпа, пай начальникӗсемпе, специалисчӗсемпе тӗл пулчӗҫ, информаци кунӗнче уҫӑмлатма палӑртнӑ темӑсене сӳтсе яврӗҫ. Шупашкартан килнӗ ушкӑн членӗсем ҫеҫ мар, район администрацийӗн специалисчӗсем те ялсене ҫитсе ӗҫ коллективӗсемпе, халӑхпа тӗл пулчӗҫ.

П.С.Красновпа А.А.Самаркин Комсомольскинче тата Кӗҫӗн Каҫалта йӗркеленӗ граждансен пухӑвӗсене хутшӑнчӗҫ. Ҫавна май, чи малтанах, информаци кунӗн темисемпе паллаштарчӗҫ, ял ҫыннисене мӗн пӑшӑрхантарнипе кӑсӑкланчӗҫ.

Чи анлӑ ыйтусенчен пӗри - Чӑваш Республикин 2015 ҫулхи экономикипе социаллӑ аталанӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тата 2016 ҫулхи тӗллевсем. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнасси, ҫурхи шыв-шуртан асӑрханса тӗрлӗ мероприятисем ирттересси те кун йӗркинче. Кунсӑр пуҫне ҫурхи ака ӗҫӗсене те вӑхӑтра ирттермелле.

Паянхи куна илсен, районта ҫурхи шыв-шура ирттерсе яма, ака ӗҫӗсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫлама хатӗр. Ҫуракине хатӗрленсе ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ҫине тӑрсах ӗҫлеҫҫӗ: вӑрлӑх хатӗрлеҫҫӗ, минераллӑ удобрени, ҫунтармалли-сӗрмелли материал кӳрсе килеҫҫӗ, техникӑна юсаҫҫӗ. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе ӗҫлемелли пур-ха, кӑҫал районта пушарсен шучӗ палӑрмаллах ӳснӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 6 хутчен вут-ҫулӑм алхаснӑ, 2 ҫын пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр тӑтӑлнӑ. Чылай тӗслӗхре вара шӑпах ҫын айӑпӗпе пушар тухнӑ.

«Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ Геннадий Максимов Аслӑ Ҫӗрпӳел ял тӑрӑхӗнче пулчӗ. Чи малтанах вӑл ял тӑрӑхӗн администрацийӗн специалисчӗсемпе тӗл пулчӗ. Ҫавӑн пекех вырӑнти почта уйрӑмӗнче, культура ҫуртӗнче, ялти библиотекӑра ӗҫченсемпе, ял ҫыннисемпе курнӑҫрӗ, информаци кунӗн темисемпе паллаштарчӗ. Аслӑ Ҫӗрпӳел ял тӑрӑхӗнче ӗҫчен халӑх пурӑннӑран вӗсем ял хуҫалӑх продукцийӗ ҫав тери йӳнӗ пулнипе кӑмӑлсӑр.

- Сӗт хакӗ ҫав тери пӗчӗк. Пӗр килограмшӑн 16 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Сӗт хакне мӗнле те пулин ял ҫыннин кӑмӑлне тивӗҫтермелле йӗркелеме пулать-ши? - пӑшӑрханса ыйтрӗ Владимир Казаков фермер. Килти хушма хуҫалӑхра ҫитӗнтерекен пахчаҫимӗҫӗн сутлӑх хакӗ те ял ҫыннисене тивӗҫтермест.

Ял хуҫалӑх продукцийӗ йӳнӗ пулни ялта пурӑнакансене ура хурать. Вӗсем ҫулла, кӗркунне тӑрӑшса ӗҫлени кӑлӑхах-ши? Асӑннӑ ыйтусем Аслӑ Ҫӗрпӳел ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансен ҫеҫ мар, ытти ялсенче тӗпленнисен те чун ыратӑвӗ. Ҫапах та вӗсем пахчаҫимӗҫе тата сӗте аванрах хакпа сутса тупӑш илес шанчӑка ҫухатмаҫҫӗ.

Чӑваш Республикин пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ Ольга Казарина, район администрацийӗн экономика, ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен уйрӑмӗн начальникӗ Светлана Ульдина Урмаел ял тӑрӑхӗнчи Тукай Мишер вӑтам шкулне тата ялти медресене ҫитрӗҫ, вӗрентекенсемпе тӗл пулчӗҫ. Вӗсене кӑсӑклантаракан ыйтусем ҫине туллин хуравларӗҫ.

Урмаел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Минзаит Зайнуллин пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуркунне ялсенче ӗҫ татах хутшӑнать. Ҫурхи шыв-шура ирттерме хатӗр пулмалла, пушартан сыхланмалли мероприятисене йӗркелемелле, юр ирӗлнӗ хыҫҫӑн тухакан ҫӳп-ҫапа тасатмалла, ҫурхи ака ӗҫӗсене хатӗрленмелле. Шӑпах вӗсем ҫинчен калаҫрӗҫ те Урмаел ял тӑрӑхӗн ҫыннисемпе. Паянхи куна ку тӑрӑхра ҫивӗч ыйтусенчен пӗри - Тукай Мишер вӑтам шкулӗнче автобус ҫукки. Ятарлӑ транспорт пулманран ачасемпе район центрӗнче иртекен ӑмӑртусене, олимпиадӑсене тухса ҫӳреме кансӗр. Вырӑнти медресере микроавтобус пур, вӑтам шкул администрацийӗ вӗсемпе килӗшӳ ҫырасшӑн, транспорта арендӑна илесшӗн.

Ольга Казарина тата Светлана Ульдина, Минзаит Зайнуллин медресере муфтин вӗренӳпе, ҫамрӑксен ӗҫӗсен ҫумӗпе Наил Ямалутдиновпа тӗл пулчӗҫ. Наил Аглеметдинович медресере иртекен уроксем тата тӗрлӗ кружоксем пирки тӗплӗн каласа пачӗ. Кунта ачасемпе пӗр танах аслисем те араб тата акӑлчан чӗлхисене вӗренеҫҫӗ. Спорта кӑмӑллакансем сывлӑхне ҫирӗплетме спортзала пуҫтарӑнаҫҫӗ. Урмаел ял тӑрӑхӗнче 5000 ытла ҫын пурӑнать. Пурте туслӑ тата пӗр-пӗрне яланах пулӑшма хатӗр. Ҫамрӑксем ялта тӗпленеҫҫӗ, ҫурт-йӗр хӑпартаҫҫӗ. Ҫуралакансен шучӗ вилнисенчен икӗ хут нумайрах.

Ял ҫыннисене хумхантаракан ыйтусене информаци кунӗн членӗсем яланах шута илсе, ӑна ҫитес вӑхӑтра татса пама е хуравлама шантараҫҫӗ. Апла пулсассӑн ялсене ҫитсе халӑхпа тӗл пулнин витӗмӗ пурах.

Акӑ иртнӗ уйӑхра Комсомольски ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем «Кӗтне» ФСК-на ҫӳренӗ май бассейна кӗме медицина справки кирлӗ е ҫук тесе интересленнӗ.

Бассейна ҫӳреме медицина справки кирлӗ мар, мӗншӗн тесен шыва хлор ионӗпе дезинфекцилеҫҫӗ. Хлор ионне «Эмовикс» препаратпа хутӑштараҫҫӗ. Ятарлӑ станци шыври хлор шайне тытса тӑрать. Ҫавна май шыв сывлӑхшӑн сиенсӗр тата чир-чӗр ерес хӑрушлӑх ҫук.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех