Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туллин сăмах пирĕн базăра пур.
туллин (тĕпĕ: туллин) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта велосипедпа пуҫхӗрлӗ ҫаврӑнакансен, скейтбордпа фигурӑсем туса ярӑнакансен, брейк-данс ӑстисен тата граффити ӳнерҫисен пултарулӑхӗпе туллин паллашма пултарчӗ куракан.

Куҫарса пулӑш

Уявпа сире, яш-кӗрӗм! // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Палӑртнине йӑлт пурнӑҫласан та ҫӗнӗ ӗмӗт-тӗллевпе малалла хӑюллӑн талпӑнакан ертӳҫӗсем яваплӑха туллин туяҫҫӗ, коллективӑн ыранхи кунӗ ҫинчен канӑҫа пӗлмесӗр шухӑшлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ҫак тапхӑрта Юрий Александрович шӑл тухтӑрӗсен ӗҫ условийӗсене лайӑхлатас, пациентсен кӑмӑлне туллин тивӗҫтерме май паракан условисем туса хурас тӗлӗшпе нумай ӗҫ пурнӑҫланӑ, ку енӗпе халӗ те куллен ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

50-60 грамм вӑрри организма ҫӑра мар ҫуллӑ йӳҫексен, Е, А витаминсен талӑкра кирлӗ виҫипе туллин тивӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк хӗвеле аса илтерет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

2020 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ тӗлне ҫыруҫӑсене унпа туллин тивӗҫтермелле.

Куҫарса пулӑш

Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

«Ӑсчахсен юлашки вӑхӑтра тунӑ тӗпчевӗсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх — хальхи саманара информаципе тивӗҫтерекен тӗп ҫӑлкуҫ телекурав шутланать пулсан, иккӗмӗш вырӑнта — Интернет. Веб-сайтсем, социаллӑ сетьсенчи страницӑсем, ҫӗнӗ хыпарсен агрегаторӗсемпе ҫыхӑну тытни — хаҫат ячӗ-сумне ӳстерес тӗллевпе информаци технологийӗсен тӗнчин асӑннӑ мелӗсемпе туллин усӑ курмалла», — тенӗ Александр Степанович.

"Исследования, проведенные в последнее время ученными, утверждают - если в настоящее время главным источником информации является телевидение, то на втором месте - Интернет. Веб-сайты, станицы социальных сетях, тесная связь с агрегаторами свежих новостей - надо в полной мере пользоваться названными методами информационных технологий ради увеличения престижа изданий", - Сказал Александр Степанович.

Интернет уҫлӑхӗ тата пичет кӑларӑмӗсем // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ҫырав тӗллевӗ — ял хуҫалӑхӗнчи паянхи чӑн-чӑн лару-тӑру пирки тӗрӗс информаци пухса ӑна малалла аталантарма май шырасси, Раҫҫей халӑхне хамӑр ҫӗр ҫинче туса илнӗ таса та паха ҫимӗҫпе туллин тивӗҫтересси.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннин ырлӑхӗшӗнех пӗлтерӗшлӗ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ҫапах Тутарстан, Удмурт республикисенчи, Липецкри, Чулхулари, Краснодарти, Мари Элти, Пензӑри тата ытти хутлӑхри ӑстасем хутшӑнман тӑк конкурс хӑйӗн ятне туллин уҫса параятчӗ-ши?

Если бы не участие мастеров из республик Татарстана, Удмуртии, городов Липецка, Новгорода, Краснодара, Мари Эл, Пензы и других, то смог бы конкурс свое название раскрыть полностью?

Сӗткен паракан, шанчӑк ҫуратакан ҫӑлкуҫсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ҫавӑнпа апат пысӑк пахалӑхлӑ та усӑллӑ пулмалла, рацион выльӑхсен организмӗ ыйтнине тутлӑхлӑ япаласемпе туллин тивӗҫтермелле.

Поэтому корма должны быть высокого качества и полезные, рацион должен соответствовать требованиям в полезных веществах организма животных.

Пахалӑхлӑ продукци илес тесен …выльӑх апачӗ вӑхӑтра хатӗрлеме ан ӳркен // Деомид Васильев. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Граждансен коммерциллӗ мар пӗрлӗхӗнчи дача участокне ял хуҫалӑх ҫыравӗ ирттерме килнӗ Алина Пушкинӑна ӑшшӑн кӗтсе илчӗ вӑл, унӑн кашни ыйтӑвне туллин хуравларӗ тата хӑш ҫимӗҫ ӑҫта ҫитӗннине кӑтартса ҫӳрерӗ.

На даче гражданского некоммерческого общества он радушно встретил Алину Пушкину, проводившую сельскохозяйственную перепись, на каждый вопрос дал развернутый ответ, показал, где какие овощи растут.

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Федерацин патшалӑх статистика служби Пӗтӗм Раҫҫей халӑхӗн — 2002 тата 2010, ял хуҫалӑхӗн 2006 ҫулсенчи ҫыравӗсен пӗтӗмлетӗвӗсен конфиденциаллӑхӗ тӗлӗшпе йышӑннӑ обязательствӑсене туллин пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫемье - обществӑн тӗп пайӗ, унта ҫынсем хушшинчи кӑмӑл-сипет, ӑс-хакӑл, эстетика, хуҫалӑх хутшӑнӑвӗсен пӗтӗм енӗ туллин палӑрать.

Семья - основная часть общества, в ней всесторонне выявляются межличностный настрой, духовность, эстетика, бытовые отношения.

Ҫемье ӑшши пурне те ҫитет // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Алиса вара кӑмӑлне кура вӑхӑтне туллин ирттерме тӑрӑшать: пахчара ӗҫлесе кӗрсен алла йӗппе ҫип е кӗнеке тытать, тутлӑ апат-ҫимӗҫ пӗҫерме хӑнӑхать, уҫӑ сывлӑшра ҫӳресе эмел курӑкӗ пухма та ӳркенмест.

А Алиса, смотря на настроение старается проводить время с пользой: после работы в огороде берет в руки или нитку с иголкой, или книжку, привыкает вкусно готовить, не ленится на свежем воздухе собирать лекарственные травы.

Тӑрӑшулӑха кура — хаклавӗ // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Халӑх ыйтӑвне туллин тивӗҫтерес тӗллевпе ҫакӑн йышши сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсене 2017 ҫулччен тата 50 туса лартма йышӑннӑ.

С целью полностью удовлетворить запросы народа, принято до 2017 года построить еще 50 такого рода учреждений здравоохранения.

Элӗксен пысӑк савӑнӑҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Унӑн тӗп тӗллевӗ - ялхуҫалӑхӗнчи лару-тӑру пирки тӗрӗс тата туллин пӗлесси.

Её основная цель - узнать полную информацию о сельскохозяйственной деятельности.

«Ялта йӗрке - ҫӗршывра ҫителӗклӗ пурнӑҫ» // Н.МИЛЛИН. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Ҫырав ял хуҫалӑхӗнчи лару-тӑрӑва туллин сӑнлама май парать.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Ҫапах Калмӑкри, Тутарстанри, Мари Элти, Удмуртри, Пушкӑртстанри, Чулхулари, Ивановӑри тата ытти хутлӑхри маҫтӑрсем хутшӑнман пулсан конкурс хӑйӗн ятне туллин уҫса параятчӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Вӗсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх — клиника-диагностика тата сиплев мероприятийӗсем Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлавӗн министерствин тӗп специалисчӗсем хутшӑннипе туллин иртеҫҫӗ.

По их утверждению - клиническая диагностика и лечебные процедуры проводятся в полном объеме с участием главных специалистов Министерства здравоохранения Чувашии.

Вар-хырӑм пӑсӑлнӑран... // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Апатра пахчаҫимӗҫпе, улма-ҫырлапа ытларах усӑ курни ҫак ҫитменлӗхе саплаштарать, анчах каллех туллин мар.

Использование в питании больше овощей, фруктов компенсирует этот недостаток, но опять же не в полной мере.

Шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр // Петр МИРОНОВ. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Предписание туллин пурнӑҫламан, анчах та пайҫӑсене явап тыттарма та май ҫук.

Куҫарса пулӑш

«Хаклӑ» ҫумкурӑк // Н.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех