Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫаплах малалла утакансене сывлӑш та пӑрлӑ тинӗсӗн туйӑна пуҫларӗ; хӗвел ҫута ӑшӑтмасть ӗнтӗ вӗсене, сивӗ кӑна варӗсене витет.
XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Калӑпӑр, эпир иксӗмӗр тинӗсӗн вӗт чулне пысӑк миххе чӑп-тулли пуличчен тултаратпӑр та унта пурӗ те пӗртен-пӗр хаклӑ сапфир пӑрахатпӑр, михӗрен ҫак чула нумай хутчен кӑларсан, эсӗ хӑҫан та пулин ҫав хаклӑ япалана пурпӗрех тупатӑн, — ку та ӗнтӗ ҫакӑн пекех тӗрӗс.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫул тинӗс хӗрринелле тухать, вӑл хумсем йӗпетекен хӑйӑрлӑ ҫыран патнех авкаланса ҫывхарать, — йывӑҫ тӗмӗсен те тинӗс хумӗсене ҫывӑхран курас килет, ҫавӑнпа вӗсем кӑвак тинӗсӗн аслӑ ирӗкне пуҫ тайнӑ пек, ҫул урлӑ тайӑлса кармашаҫҫӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Ҫав шӑршӑ каҫхи тинӗсӗн ӑшӑ, тӑварлӑрах сывлӑшӗ пек пулнӑ, вӑл, вӗри кун хыҫҫӑн, сиенлӗ, пуҫа ӳсӗртсе ярать, хӑйне вӑрахчен, нумай сывлас килтерекен туса ҫӑткӑнлантарса ярать.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Пӗлетсем сирӗлчӗҫ, тӗксӗм-кӑвак тӳпере ҫӑлтӑрсем ҫуттӑн йӑлтӑртатма тытӑнчӗҫ, тинӗсӗн кӑпӑш ҫийӗнче те пулӑҫ киммисем ҫинчи пӗчӗк вут куҫӗсемпе ҫӑлтӑр мелкисем йӑлтӑртатни курӑнчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӗсем, тӑва чакалакансем, пӗчӗк сӑрӑ ӑмансем пек — тинӗсӗн малта пыракан, ҫырана ҫитсе, тумламсем пулса, тӗпренсе каякан хумӗсем пек туйӑнаҫҫӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Сывлӑш тинӗсӗн ҫӑра шӑршипе тата нумай пулмасть каҫ пуласпа ҫуса кайнӑ ҫумӑр нӳретнӗ ҫӗр шӑршипе тулнӑ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Тинӗсӗн пушӑ ҫыранӗ хӗрринчи икӗ ҫын хушшинче пулса иртнӗ пӗчӗк драма ҫинчен асӑнмалли нимӗн те юлман.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ҫак шухӑшпа сисӗм-туйӑм Челкаш тӑн-пуҫне хӑйӗн ирӗклӗхӗ пуррине астутарчӗ, — ҫакна пула ҫеҫ вӑл тинӗсӗн пушӑ ҫыранӗнче Гаврила ҫумӗнче тытӑнса тӑчӗ.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
… Кимӗ умӗнче, инҫетрен-инҫетрен, тинӗсӗн хура шывӗнчен темӗн пысӑкӑш сенкер вутлӑ хӗҫ хӑпарчӗ те ҫӗрлехи тӗттӗме ҫурмаран касрӗ, ун шӗвӗр вӗҫӗ, тӳпери пӗлӗтсем ҫумӗпе шуса иртсе, анлӑ сенкер ярӑм пек тӑсӑлса, тинӗс кӑкӑрӗ ҫине ӳкрӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Вӑл, сасартӑк, пӑрахутсен, баржӑсен ушкӑнӗнчен вӗҫерӗнсе тухрӗ те — вӗсем умӗнче вӗҫӗ-хӗррисӗр хӑватлӑ тинӗс — кӑвак инҫетелле тӑсӑлакан тинӗс — сарӑлса выртни курӑнчӗ; тинӗсӗн кӑвак инҫетӗнчен тӳпенелле — хӗррисенче сарӑ мамӑк харталлӑ, шупка-кӗрен те тинӗс шывӗ тӗслӗ симӗсрех пӗлӗтсем, тата салхуллӑ мӗлке ӳкекен, тӑхлан тӗслӗ кичем пӗлет сӑрчӗсем мӑкӑрланса хӑпарнӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Керменпе храмӑн пӗтӗм планӗсене, колоннӑсен, давирпа пӑхӑр тинӗсӗн ӳкерчӗкӗсене, чӳречесен чертежӗсене, стенасемпе трон эрешӗсене вара Сидонри Хирам-Авий зодчи, Нафалим йӑхӗнчен тухнӑ пӑхӑрҫӑ ывӑлӗ, хайланӑ.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫамрӑк чухне хӑй мичман пулса ӗҫленӗ Гидрографи управленийӗнчен ун валли Балтика тинӗсӗн авалхи географи карттине тата тинӗс инструменчӗсем туса хатӗрлекен заводра кӑларнӑ сехете илсе килнӗ.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӑл сасӑ Норвеги ҫыранӗсем тӑрӑх та янах кайтӑр тесе эпир хамӑр пултарнӑ таран пурне те турӑмӑр пулас, унта-ҫке-ха нимӗҫ караванӗсем ют ҫӗршывран ют ҫӗршывалла таркӑн ҫулне тытаҫҫӗ, Баренц тинӗсӗн сӗм каҫӗнче вӗсем ют хӗҫпӑшала пушатаҫҫӗ те ют ҫӗршывӑн тимӗр тӑприне тиеҫҫӗ, вара ӑна хӑра-хӑра турттараҫҫӗ…
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сулахай аллин сарса янӑ пуҫ пӳрни ҫине палитра тӑхӑнтарнӑ, вӑл картининчен те илемлӗрех — тӑрӑхла ҫаврака хӑма, ун ҫинче пӗтӗм краскасем — тинӗсӗн тӗрлӗ тӗсӗсем, пӗлӗт, тӑм, сирень, курӑк, шурӑ пӗлӗт тӗсӗсем юмахри пек илемлӗ сапаланса выртаҫҫӗ…
XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Гаврик лайӑх пӗлет, тинӗсе шаларах кӗрсен, тинӗсӗн вӗтӗ хумӗсем те ҫутӑ-кӑвак тата тӗттӗм-чакӑр тӗспе йӑлтӑртатаҫҫӗ.
XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Акӑ, Хура тинӗсӗн патшине, скумбри текен хаклӑ та чаплӑ пулла илӗпӗр.Например, благородная и дорогая рыба скумбрия, царица Черного моря.
XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Йӗтен пир витнӗ лавкасен сӗтелӗсем ҫине кӑларса хунӑ Хура тинӗсӗн чӗрӗ пуянлӑхӗсем выртнӑ.
XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ледков кабинетӗнче ненецсен округӗн картти пурччӗ, унта Карск тинӗсӗн пӗр аякки те пур, хӑнӑхнӑ маршрута шыраса тупрӑм эпӗ.Карта Ненецкого округа с куском Карского моря висела в кабинете Ледкова. Я нашёл привычный маршрут —
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мӗнле лайӑхчӗ вӑл пӳлӗмре турӑхпа тулӑ ҫӑкӑрне ҫинӗ хыҫҫӑн тинӗсӗн уҫӑ шавне итлесе выртса ҫывӑрса кайма!
X. Килте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949