Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫынсем кӳлсе тӑратнисем ҫине пӑхасшӑн мар пулса урапасем ҫине тимӗрсем, рельсӑсем, цемент пичкисем тиеҫҫӗ.Стараясь не смотреть на запряженных, люди взваливали на их телеги балки, рельсы, бочки с цементом.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пристаньсенче кунӗн-ҫӗрӗн ҫынсемпе япаласем тиеҫҫӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Лавсем ҫине етресем тиеҫҫӗ.
Вӑй ҫумне вӑй // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Ҫакна та курчӗ Григорий: ҫемьери ҫынсем, пӳртрен хӗрлӗ питлӗ минтерсем, вак-тӗвек япаласем илсе тухса, урапа ҫине тиеҫҫӗ, хуҫи нӳхреп ҫинче вунӑ ҫул ытла пулӗ выртнӑ, никама кирлӗ мар хуҫӑк урапа тукунне илсе тухнӑ та, ҫав тери тирпейлӗн тыткаласа, ҫӗклесе ҫӳрет.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Партизансем, хыттӑнах мар пӗрне-пӗри чӗнкелесе, ун ӑшӗнчен тулли михӗсем кӑлараҫҫӗ те ҫунасем ҫине тиеҫҫӗ.Партизаны, не громко переговариваясь, вытаскивали из него полные мешки и грузили на сани.
VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тырӑ юхакан ещӗксем умӗнче ҫутӑ уйрӑмах нумай, ҫавӑнпа Евсей тарӑн ещӗке юхса тухакан ылтӑн тӗслӗ тырра лайӑх курать; тараса умӗнчи сӗтел хушшинче, куҫлӑх кантӑкӗсемпе йӑлтӑртаттарса, Стефан Петрович Рагулин ларать; тӑватӑ арҫын, тырӑ тултарнӑ михӗсене тараса ҫинчен иле-иле лавсем ҫине тиеҫҫӗ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӗсен хушшинче «пуҫсӑр-мӗнсӗр шухӑсем» те пур вӗсен, ҫӳрес пулсан, ҫил шӑхӑрса пымалла хӑвӑрт ҫӳрес пулать, машинӑна хӑваласа иртес пулсан, сӗрлесе-шавласа кӑна иртмелле, пӑрӑнмалла пулсан, хӗсӗнсе пӑрӑнмалла, — ҫавӑн пек хӑтланакансем милици работникӗсемпе яланах тӑшманла пурӑнаҫҫӗ, ыйӑха та, канӑва та пӗлмесӗр ӗҫлекен те пур, васкавлӑн тырӑ турттармалла пулса тухсан, вӑл руль умӗнче талӑкӗпех те ларма пултарать; анчах шел пулсан та, «калым мастерӗсем», урӑхла каласан, укҫа-тенкӗ шӑршине таҫтан туйса илекенсем те пур-ха: вӗсем яланах вӑхӑтра «газ парса», ӑҫта та пулин ют склада е базӑна пӑрӑнса кӗме пултараҫҫӗ, вара, ҫемҫенрех калас пулсан, «ҫула май, пушӑ каяс мар тесе» ют ҫын грузне тонна е тонна ҫурӑ тиеҫҫӗ, ҫул ҫинче тата кузова михӗ ҫакнӑ вунӑ «короле» лартаҫҫӗ; вӗсем пурне те пит чеен тума пултарнипе чылай вӑхӑтчен чи сыхӑ автоинспектор та ҫавна курма пултараймасть.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ваня мучи, кунта мӗн тиеҫҫӗ?
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тул ҫутӑлсан пӑхатӑп — кая юлнӑ икӗ пысӑк урапа ҫине пирӗн хамӑрӑн, ҫутҫанталӑк панӑ утта тиеҫҫӗ, йӗри-тавра вара — тап-тасах, пӗр купа курӑнмасть!
XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Карапсем ҫине ҫӗр кӑмрӑкӗ, ҫар хатӗрӗсем тиеҫҫӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӑл сасӑ Норвеги ҫыранӗсем тӑрӑх та янах кайтӑр тесе эпир хамӑр пултарнӑ таран пурне те турӑмӑр пулас, унта-ҫке-ха нимӗҫ караванӗсем ют ҫӗршывран ют ҫӗршывалла таркӑн ҫулне тытаҫҫӗ, Баренц тинӗсӗн сӗм каҫӗнче вӗсем ют хӗҫпӑшала пушатаҫҫӗ те ют ҫӗршывӑн тимӗр тӑприне тиеҫҫӗ, вара ӑна хӑра-хӑра турттараҫҫӗ…
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кунта, «Тургеневсӑр» пуҫне, урӑх пароходсем ҫине те нумай япаласем тиеҫҫӗ.
VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Мускава каймаҫҫӗ-и вӗсем, мӗнпур пек справкӑсене тиеҫҫӗ, — терӗм.Уж не в Москву ли они отправляются, раз с собою все справки берут?
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Йывӑҫа мӗнле тӗпрен яраҫҫӗ, сыплаҫҫӗ, кӑлараҫҫӗ, тиеҫҫӗ, купалаҫҫӗ, виҫеҫҫӗ — пурин ҫинчен те калӑп.Расскажу, что такое валка, трелевка, распиловка, отгрузка, выкладка и отмер.
22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сӑнчӑрланӑ ҫынсене аллӑшарӑн, ҫӗршерӗн, икшер ҫӗр пусма илсе каякан выльӑхсене тиенӗ пек, машинӑсем ҫине тиеҫҫӗ те, хула хыҫне персе вӗлерме илсе каяҫҫӗ.
VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953