Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тиеҫҫӗ (тĕпĕ: тие) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем складсене ҫӗмӗре-ҫӗмӗре лавсем ҫине ҫӑнӑх миххисене тиеҫҫӗ.

Они взламывали склады, грузили в вагоны мешки с мукой.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Пӗрисем урапа тукӑнӗсене юсаҫҫӗ тата ҫӗнӗ тӗнӗлсем лартаҫҫӗ; тӗприсем лавсем ҫине апат-ҫимӗҫ тултарнӑ михӗсем йӑтаҫҫӗ, хӑшпӗр лавсем ҫине хӗҫпӑшал тиеҫҫӗ; теприсем утсемпе вӑкӑрсем валли юрӑхлӑ хӑмӑт-пӑяв хатӗрлеҫҫӗ.

Те исправляли ободья колес и переменяли оси в телегах; те сносили на возы мешки с провиантом, на другие валили оружие; те пригоняли коней и волов.

IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Вӑл мана портра пулса иртекен ӗҫ ҫинчен ӑнлантарса пачӗ: пӗр судно ҫине тиеҫҫӗ, тепри ҫинчен пушанаҫҫӗ, акӑ лешӗ, виҫҫӗмӗшӗ часах тинӗсе тухса каять.

Он объяснял мне, что делается в порту: одно судно разгружают, другое нагружают, а вон то, третье, сейчас выходит в открытое море.

VIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Чӑн та рабочисем ӑна питӗ майӗпен тиеҫҫӗ, анчах вӑхӑт килнӗ май пурте хатӗр пулӗ.

Правда, рабочие снаряжают его очень медленно, но со временем все будет готово.

VII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Шоссе ҫинче, ниҫта кайма пӗлмесӗр, япала ҫыххисем йӑтнӑ ҫынсем хӗвӗшеҫҫӗ, пӗрисем лашисене кӳлеҫҫӗ, теприсем икӗ кустӑрмаллӑ пӗчӗк урапасем ҫине шӑкӑр-макӑрсене тиеҫҫӗ.

По шоссе метались люди, держа в охапках наскоро связанные узлы, одни запрягали лошадей, другие наваливали на одноколки домашний скарб.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Стена айӗнчен чавса кӑларнӑ япаласене лашасем ҫине тиеҫҫӗ, Ли Цин-шань лашасен чӗрнисене мамӑкпа тата пусмапа чӗркесе ҫыхнӑ, ҫавӑнпа та ӗнтӗ ҫаратнӑ япаласене илсе кайнӑ чухне шоссе ҫинче пӗр сасӑ та пулмарӗ.

Вырытые из-под стен вещи навьючивали на лошадей, Ли Цин-шань обматывал копыта лошадей ватой и тряпьем, и они неслышно ступали по шоссе, унося на себе награбленное добро.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Акӑ часах вӑл матроссемпе, кӑвак мӑйӑхлӑ мӑнаҫлӑ капитанпа паллашрӗ, вӗсене пӗр чарӑнмасӑр ыйтусем парать: парохода тимӗртен тӑваҫҫӗ пулсан, ӑна ҫав тери йывӑр тиеҫҫӗ пулсан, мӗншӗн путмасть-ха вӑл; ӑна мӗнле тунӑ; мӗншӗн вӑл кӑшкӑрать, пароход путас пулсан, кунта, ҫыран хӗрринче, Робинзон Крузо пек пурӑнма пулать-и?

Он быстро и легко познакомился с матросами, с седоусым важным капитаном и не переставая сыпал вопросами: почему пароход не тонет, если он железный, да ещё с таким грузом? Каким образом он устроен? Почему гудок гудит? Если пароход утонет, можно ли здесь жить на берегу, как Робинзон Крузо?

Днепр // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Тата унта лавсем ҫине арбузсем тиеҫҫӗ.

И там складывали арбузы на подводу.

Эпӗ шалашра ҫывӑрни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Унта автомашина пырса тӑнӑ та ӗнтӗ, Иван Кузьмичпа шофер хулӑ ҫыххисене машина ҫине тиеҫҫӗ.

Там уже стоит полуторка, Иван Кузьмич и шофер грузят связки в кузов.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Вӗсем Ҫывӑракан Негр Пуҫӗпе капӑрлатнӑ карапсем ҫине техӗмлӗ ӗҫме-ҫиме, пусма тавар, слон шӑммипе ылтӑн тиеҫҫӗ.

Они снаряжали корабли, украшенные головой спящего негра, нагружали их пряностями, тканями, золотом и слоновой костью.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Командующи сӑмахпа каларӗ: «Кайӑр, унта тиеҫҫӗ», терӗ.

Командующий на словах передал: «Идите, говорит, там погрузят».

6. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

— Ун ҫине ахаль те яланах нумай тиеҫҫӗ

— Он всегда и так перегружен…

1. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Шӑп вӗсем тӑнӑ вырӑнта, порта кӗрсе каймалли ҫӗрте, ҫынсем пушшех те ытларах ҫӳреҫҫӗ: пӗр пӑрахутне пушатаҫҫӗ, теприн ҫине тиеҫҫӗ, минутсерен лавсем пырса тӑраҫҫӗ, пӑрахутсем ҫине тӑсса хунӑ хӑмасем ҫинче тачкӑсем кӗмсӗртетеҫҫӗ, шӑв-шав та тӑнкӑр-танкӑр туни хӑма ҫуракан заводри пек.

Как раз там, где они стояли, у входа в порт, движение было особенно оживленное: одни суда разгружались, другие грузились, поминутно подъезжали возы, гулко громыхали тачки по сходням, грохот и шум стоял, как на лесопильне.

I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Ярангӑсем умӗнче арҫынсемпе хӗрарӑмсем нартӑсем ҫине япаласем тиеҫҫӗ, урӑх ҫӗре куҫма хатӗрленеҫҫӗ.

Возле яранг мужчины и женщины упаковывали тяжелые грузовые нарты, готовясь к перекочевке.

Тавыль шкула каясшӑн // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Тулӑ улӑмӗ шӑрши, йӳҫӗ эрӗмпе турамӑш курӑк шӑрши кӗрекен Кубань мажарӗсене йӑвалантарса тиеҫҫӗ.

Скатывали кубанские мажары, пахнущие пшеничной соломой и горькими запахами полыней и богородицыной травки.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Самолетӑн ҫирӗплӗхӗ кирлӗ чухлех пултӑр тесе, унӑн деталӗсем ҫине цехрах йывӑр тиеҫҫӗ, вӗсене ҫӗмӗрӗлсе каймалла таранах тӑваҫҫӗ.

В поисках предела прочности его детали еще в цехе нагружают до тех пор, пока они не разламываются.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Автомашинӑсем халлӗхе типҫӗр ҫинчен утрав ҫине ҫӳреҫҫӗ-ха, анчах ҫуррине кӑна тиеҫҫӗ автомобильсен кустӑрмисем шыва, фонтан пек, хыттӑн сирпӗнтернипе асамат кӗперӗсем сывлӑшра йӑлтӑртатса илеҫҫӗ.

Автомашины продолжали пока ходить с материка на остров, но с половинной нагрузкой, колеса автомобилей взметывали водяные фонтаны, в которых на миг возникали сверкающие рыжие радуги.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ку чӑн-чӑн пропорци пулать: мӗн чухлӗ тиеҫҫӗ — ҫавӑн чухлӗ ытларах туртатӑн.

Прямая пропорция: больше нагрузят — больше потянешь.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Кашни машина ҫине тӑватшар труба тиеҫҫӗ.

На каждую машину нагружали до четырех труб.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Технически базӑра трубасене тиеҫҫӗ.

На технической базе шла погрузка труб.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех