Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑнпа пӗрлех, суккӑр ача кашни сасӑрах тата темӗнле урӑхларах пӗлтерӗш тупнӑн туйӑнса каять: унӑн алли айӗнчен ҫӳлти регистрти хаваслӑ та уҫӑмлӑ нота янӑраса вӗлтӗртетет те, ҫав ҫӑмӑл та ҫунатлӑ сасса таҫта ҫӳлелле ӑсатнӑ евӗр, ача хӑйӗн ҫиҫсе тӑракан питне те ҫӳлелле кӑнтарать.
X // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Унтан вӑл, темӗнле шухӑшлӑн та йӳрӗк-сӳрӗккӗн итлекен ҫын евӗр, ачана ҫӗклерӗ те сад витӗр гостинӑйӑн уҫӑ кантӑкӗ патнелле утрӗ.
IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
«Ҫапла, — шухӑшларӗ вӑл хӑй ӑшӗнче, парӑнса ҫӗнтерӳҫӗ аллине лекнӗскер, — кунта темӗнле уйрӑмах тарӑн та чӑн-чӑн чӗрӗ туйӑм…, чуна тытса илекен тӗлӗнмелле поэзи пур, ӑна нотӑсенчен илме ҫук».
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫак самантра ача сывлаймиех пулатчӗ, ҫавӑнпа шӑхличӗ сасси малтан темӗнле чӗтренерех те хуллентереххӗн илтӗнетчӗ.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Чи хавасланса, чунтанах киленсе шӑхлич каланӑ вӑхӑтра сисе пачӗ: тахӑшин пӗчӗк пӳрнисем унӑн пичӗ тӑрӑх ҫӑмӑллӑн чупса иртрӗҫ, алли тӑрӑх шурӗҫ, унтан темӗнле хӑвӑрттӑн, шӑхличе хыпашлама тытӑнчӗҫ.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫав сӑнар хӑйӗн уйрӑмлӑхне ҫухатсах пырать, ун куҫӗ умне темӗнле инҫетрен-инҫетрен, тӗлӗнмелле шӑхличе кӗввине тарӑн шухӑшлӑ тунсӑх сасси памалӑх кӑна курӑнкалать.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ыйхӑри сӗмленӳ унӑн ӑс-тӑнне ытларах пусса илсен, бук йывӑҫҫисем илтӗни-илтӗнми кашлани йӑлтах шӑпланса ҫитнӗ хыҫҫӑн вӑл ялти йытӑсем инҫетре вӗрнине те, юханшыв леш енче шӑпчӑк юрланине те, ҫаранта ҫӳрекен тиха мӑйне ҫакса янӑ хӑнкӑрма сассине те уйӑрса илейми пулса ҫитсен, — пӗтӗм уйрӑм сасӑсем ҫухалма пуҫласан, — вӗсем пурте, пӗр тикӗс те хитре сасӑ пулса тӑрса, кантӑкран вӗҫсе кӗнӗ те, темӗнле уҫӑмлах мар, анчах ҫав тери илемлӗ тӗлӗк евӗр унӑн вырӑнӗ тавра вӑрахчен вӗҫсе-ҫаврӑнса ҫӳренӗ пек туйӑна пуҫланӑ ӑна.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Анчах акӑ темиҫе каҫ ӗнтӗ вӑл темӗнле тӗлӗнмелле хитре туйӑмсемпе ҫывӑрса каять те тепӗр кунне ҫавӑн ҫинчен ниепле те тӗплӗн аса илме пултараймасть.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Калӑн вара: тулашри шӑплӑх ытамне пула унӑн чунӗ тӗпӗнчен темӗнле пӗр уншӑн ҫеҫ паллӑ сасӑсем ҫӗкленеҫҫӗ, ҫав сасӑсене вӑл пӗтӗм вӑйран тимлесе итлет.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Инҫет унӑн хӑлхинче шӑпланса-сӳнсех пыракан юрӑ пек илтӗннӗ; хӑйӗн кӗрлевӗпе пӗтӗм тавралӑха тултарса, ҫиллессӗн кӗмсӗртетсе пӗлӗтсем хыҫне пытанакан ҫуркуннехи аслати тӳпе тӑрӑх кӗрлесе-ҫӗмӗрсе кайсан, суккӑр ача ҫав сасса темӗнле хисеплесе-хӑраса итленӗ те, чӗри сарӑлса кайнӑн туйнӑ, пуҫӗнче вара тӳпе айӗнчи анлӑхӑн улӑпла сарлака тӗнчи ҫуралса тӑнӑ.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ун ҫийӗн тата ун тавра яланхи пекех тепсӗр сӗм тӗттӗмлӗх хупӑрланса тӑрать; ҫав тӗттӗмлӗх унӑн пуҫ мимишӗн пулсан, хура пӗлӗтпе пӗрех, вӑл ӑна хӑй ҫуралнӑ кунранпах хупӑрласа тӑрать ӗнтӗ, хӑйӗн телейсӗр шӑпипе унӑн ҫырлахмаллах пулӗ ӗнтӗ, анчах ачан чун-чӗри, темӗнле шалти туйӑма пула-ҫке, ҫак тӗттӗм чатӑра сирсе ярасшӑн пӗр вӗҫӗмсӗрех тӗрмешет.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вара кашнинчех, ачан пичӗсем ҫинче темӗнле шиклӗх палӑра пуҫласанах, тӗрлӗ тӗлӗнтермӗш сасӑсене амӑшӗ ӑна хӑй ӑнлантарса паратчӗ.
IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Пӗр вӑхӑтранпа вӑл физиологи, психологи тата педагогика кӗнекисене ҫырӑнса иле пуҫларӗ те, хӑйӗн яланхи пек хастарлӑхӗпе, ача чунӗ темӗнле ӑнланмалла мар ӳссе, аталанса пынӑ пирки наука мӗн пама пултарнине йӑлтах тӗпчесе вӗренме тытӑнчӗ.
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Халь ӗнтӗ вӑл, хӑйӗн пӗтӗм чун-чӗрине темӗнле ӑнланма ҫук сисӗм-туйӑм тулнине тӗтреллӗн кӑна туять пулин те, хӑш-пӗр сасӑсене уйӑрса илекен пулчӗ пек.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑл пӗр ҫакна ҫеҫ туять; хыпашламасӑр сисӗнмелле темӗнле ачашлакан ӑшӑ япала унӑн питне лӑпкаса-ӑшӑтса сӗртӗнет.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑл, кӑкӑр туллин сывласа, ҫаврӑнса пӑхмасӑрах утать; хӑй сасартӑк ҫаврӑнса пӑхас пулсан, ачан сӑн-пичӗ темӗнле ӑнланмалла мар улшӑннине асӑрханӑ пулӗччех ӗнтӗ.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Таврари ҫутҫанталӑк ҫакнашкал чӗрӗлни ача сӑн-питне темӗнле ҫав тери тӗлӗннӗ тӗс кӗртет.На лице мальчика это оживление природы сказывалось болезненным недоумением.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Пӗр-пӗр сасӑ илтсен, унӑн сӑн-пичӗ уйрӑммӑнах тимлӗн хытса тӑратчӗ: ҫинҫе те тӑсӑларах панӑ мӑйӗ ҫинче тытӑнса тӑракан янах шӑмми кӑштах малалла тухать, куҫхаршийӗсем уйрӑмах хускавлӑ, анчах хитре те пӗр тапранми куҫӗсене пула суккӑрӑн сӑн-пичӗ темӗнле хаяррӑн та ҫав вӑхӑтрах чуна хумхантармалла хурлӑн курӑнатчӗ.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Хӑш-пӗр самантсенче вӑл япалан тӗсне те пӗлмест мар пекех туйӑнать, унӑн аллине пӗр-пӗр уҫӑмлӑрах тӗслӗ пусма татӑкӗ лексен, ӑна вӑл хӑйӗн ҫинҫе пӳрнисемпе вӑрахчен хыпашлать, вара унӑн сӑн-питӗнче темӗнле уйрӑмах тӗлӗнни палӑрать.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫак калаҫу хыҫҫӑн тепӗр темиҫе уйӑхран, ача, пӳлӗмре сасӑ-мӗн пулсанах, ӑна тимлӗн итлесе, ун еннелле хӑвӑрт та хӑюллӑн упаленме пуҫланӑ, алла лекнӗ кашни япалана вӑл пачах ытти ачасем пек мар, темӗнле чӗрӗреххӗн, тимлӗреххӗн хыпашланӑ.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.