Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӳпене пӑтравлӑн йӑсӑрланакан хура пӗлӗтсем хупласа илсен вара, пирӗн чун-чӗрере те темӗнле паллӑ мар хумхануллӑ туйӑм тӑвӑлма тытӑнать.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
«Малалла та калас-ши?» — шухӑшларӗ старик, анчах тепӗр самантранах вӑл, хӑйӗн ӑнланмалла мар шухӑш йӗрӗ ҫине ӳкнӗ евӗр, темӗнле ассӑн сывласа малалла каларӗ:
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ак ӗнтӗ куратӑн-и… эпӗ пӗр-пӗр хӗрлӗ пустав е хӗрлӗ сӗтел витти ҫине пӑхнӑ чухне унӑн тӗсӗ мана та темӗнле авкаланса-хумханса, вӗлтӗртетсе тӑнӑн туйӑнса каять.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Темиҫе ҫинҫех мар сасӑсенчен тӑракан аккорд темӗнле тарӑнраххӑн, таҫта хыҫаларахра илтӗннӗн янӑраса тӑрать, ҫав сасӑ умнерех вара, уҫӑмлӑрах та вӑр-вартарах вылянса, сиксе-чӗтренсе, ҫинҫе сасӑсем чӑнкӑлтатаҫҫӗ.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫитменнине тата, сасӑ мӗнлине пӗлтерме тесе ӑна ҫутӑпа танлаштарнӑ малтанхи ҫын физикӑна пӗлмен пулас, анчах темӗнле пӗрпеклӗхе тупнах вӑл.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Юлашкинчен амӑшӗ темӗнле вӑйпа вырӑнтан тапранчӗ те, ывӑлӗ патнерех ҫывхарса, аллине унӑн ҫамки ҫине хучӗ.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Анчах ку нумайлӑха пымасть, каярахпа вара ҫав ҫута самантсем те пулин темӗнле шиклӗрех пек пулса тӑчӗҫ, суккӑр вӗсем вӗҫсе кайса тепӗр хут нихҫан та килес ҫукран хӑрать, тейӗн.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫакӑ йӑлтах ӑна чунтан савӑнтаракан темӗнле хӑйне май сӑнар пулса тӑнӑччӗ.И из всего этого складывался какой-то образ, наполнявший его радостью.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Леш хайхи телейлӗ каҫхине пӗтӗм чун-чӗре тӗпӗнчен темӗнле шиклӗх евӗр, тем ҫитмен пек ыйтуллӑн ҫӗкленнӗ тӗтреллӗ туйӑм халь ӗнтӗ пушшех ӳссе сарӑлса кайрӗ тӗ чӗрери телейпе хаваслӑх вырӑнне пӗтӗмпех хӑй йышӑнса илчӗ.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Старикӗн тӑваткал пуҫӗнче темӗнле ҫӗнӗ шухӑшсем амаланаҫҫӗ.В квадратной голове старика кипели какие-то мысли и новые решения.
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑл ҫапла сӑнлӑ пулнине пурте хӑнӑхнӑ, анчах халӗ вӑл темӗнле витӗртереххӗн курӑнать, кунсӑр пуҫне… суккӑр манаха ҫав тери аса илтерет.
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Анчах ҫапах та унӑн чӗринче темӗнле салхулӑх пурри палӑратех, ҫав салхулӑха пула, хӑй яланхи пекех пул-сан та, хӑш чухне сасартӑках тарӑхса кайнӑн курӑнкалать.
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Унӑн сӑн-питӗнче халь ачанни пек савӑнӑҫ палӑрать, анчах ҫав вӑхӑтрах темӗнле мӗскӗнлӗх те пур унта.Теперь его лицо осветилось детскою радостью, в которой, однако, было что-то жалкое и больное.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Анчах ак кӗҫех аялти анлӑ лапамран килекен темӗнле сасса, вӗсемсӗр пуҫне урӑх никам та илтме пултарайманскерне, иккӗшӗ те харӑсах илтнӗ пек, вӗсен куҫхаршийӗсем те пӗр харӑсах хускалчӗҫ.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Анчах пит хусканӑвӗсенче, тути хӗррисем час-часах турткаланса илнинче, пӗрмаях сиккелекен куҫхаршийӗсенче темӗнле тӗлӗнмелле ҫывӑх та пӗр пекрех паллӑсем пур; ҫавнашкал паллӑсене пулах курпунлӑ ҫынсенчен те нумайӑшӗ тӑвансем пекех пӗр сӑн-сӑпатлӑрах пулаҫҫӗ.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Чансем хуллен те вӑрӑммӑн янӑраса каяҫҫӗ, вӑл янӑранинче тата темӗнле ӑнланмаллах мар кӗвве е пӑхӑр тарӑннӑн ахлатнӑ сасса хӑлха уйӑрса илет.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Инҫех те мар, хуйхатнӑ кайӑк кӗтӗвӗ евӗр, ачасен ушкӑнӗ кӗшӗлтетет; пӑхсах паллӑ, ҫамрӑк манахпа ҫак алхас ачасем хушшинче нумаях та пулмасть темӗнле хирӗҫӳ пулса иртнӗ.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Чан сассипе тата инҫетри юрӑпа хутшӑнса илтӗнекен ҫил касси ӑна ҫак ҫӗр-шывӑн аваллӑхӗ е унӑн тӗтреллӗ те тӗлли-паллисӗр пуласлӑхӗ ҫинчен темӗнле тунсӑхлӑ кивӗ юмах каласа панӑн туйӑнать.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Унӑн пуҫӗнче темӗнле тӗтреллӗ асаилӳсем пӑтранаҫҫӗ; инҫетри ачалӑх саманчӗсем, манса кайнӑ иртнӗ кунсенчен калле килсе тухнӑскерсем, ҫил вӗрсе теме сӗртӗннӗн, сасӑсемпе пӗр пулса чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ…
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫав сасӑсем ун хӑлхине татӑкӑн-татӑкӑн, аран кӑна килсе кӗреҫҫӗ те инҫетлӗхе хӑлхапа туйма пулӑшаҫҫӗ, пирӗншӗн пулсан каҫхи тӗтрелӗхри инҫет вӗлтӗртетнӗ пек, уншӑн та темӗнле уҫӑмлӑ мар сасӑсем мӗлтлетеҫҫӗ.