Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темӗнле сăмах пирĕн базăра пур.
темӗнле (тĕпĕ: темӗнле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑпка юр тӑрӑх темӗнле ҫын та канмасӑр ҫур сехетрен ытла утаймасть.

По рыхлому снегу самый привычный ходок может идти без отдыха не больше получаса.

Хӗллехи поход // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 105–114 с.

Сывлӑша темӗнле шупка чатӑр хупласа хучӗ, вара ку таранччен курӑнакан япаласем те курӑнми пулчӗҫ.

И тотчас весь воздух наполнился белесоватой мутью, в которой потонуло все, что еще было видно до сих пор.

Тигр хыҫҫӑн // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 92–104 с.

Шӑп ҫак самантра эпӗ йывӑҫсем хушшинче темӗнле ула-чӑла кӗлетке вӗлтлетсе илнине асӑрхарӑм.

И в этот самый миг я увидел большое пестрое тело, мелькнувшее по другую сторону лесного завала.

Тигр хыҫҫӑн // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 92–104 с.

Самант-саманчӗпе ҫырмари пӑр ҫинче темӗнле ӗмӗлке курӑнса кайнӑ пекех туйӑнать мана.

Иногда мне казалось, что я вижу какую-то тень на реке.

Тигр хыҫҫӑн // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 92–104 с.

Темӗн чӑмланӑ пек, ҫӑварӗсене вылянтарса, темӗнле сасӑ кӑларнӑранах эпӗ сыснасем хӑйсен асавӗсене хӑйранине туйса илтӗм.

По тому, как двигали они челюстями, и по тому звуку, который долетал до меня, я понял, что они подтачивали клыки.

Хӗлле хир сыснисене тытма кайни // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 88–91 с.

Сасартӑк ман хыҫра темӗнле шӑв-шав илтӗнсе кайрӗ.

Вдруг позади меня раздался какой-то шум.

Хӗлле хир сыснисене тытма кайни // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 88–91 с.

Шӑп ҫав тӗлте темӗнле хура япала ларни курӑнать.

В этом месте виднелся какой-то темный предмет.

Пулӑҫӑ-ӳхӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 81–83 с.

Сиксе тӑтӑм та каллех чупрӑм, темӗнле васкарӑм пулин те, ӗлкӗреймерӗм, эп ҫитнӗ ҫӗре ҫӳлевӗҫ ҫурине йытӑсем вӗлерме те ӗлкӗрнӗ.

Когда я поднялся и добежал до места, где неистовствовали собаки, рысенок был уже мертв.

Ҫулевӗҫпе унӑн ҫури // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 75–80 с.

Ҫӳлевӗҫ темӗнле хӑрӑлтатса илчӗ, ҫӳлелле сикрӗ те аякӗ ҫине йӑванса кайрӗ.

Рысь издала странный звук, похожий на фырканье, подпрыгнула и свалилась на бок.

Ҫулевӗҫпе унӑн ҫури // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 75–80 с.

Ҫаврӑнса пӑхрӑм та хайхи чул хысаклӑ ҫыран патӗнче Ноздринпа Чжан-Бао тӑнине асӑрхарӑм, вӗсем мана аллисемпе темӗнле паллӑсем параҫҫӗ.

Оглянувшись, я увидел Ноздрина и Чжан Бао, стоявших у подножия нависшей над рекой скалы и делавших мне какие-то знаки.

Кабаргапа росомаха // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 71–74 с.

Тилӗ хыпӑнса ӳкрӗ, унтан сасартӑк темӗнле шухӑш тытрӗ: шыва кӗрсе кайрӗ, сӑмси, хӑлхи, куҫӗ ҫеҫ курӑнаҫҫӗ.

Лиса стала метаться, потом вдруг решилась: она быстро погрузилась в воду так, что на поверхности виднелись только нос, глаза и уши.

Вӑрманти пушар // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 58–60 с.

Сасартӑк Крылов мана темӗнле паллӑ пачӗ.

Вдруг Крылов сделал мне какой-то знак.

Вуту юханшывӗ хӗрринче выҫӑпа аптрани // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 45–57 с.

Ҫак вӑхӑтра шыв ҫинче темӗнле пӑнчӑ курӑнчӗ.

В это время на самой середине реки появился какой-то темный предмет.

Вуту юханшывӗ хӗрринче выҫӑпа аптрани // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 45–57 с.

Музыка вырӑнне темӗнле йынӑшнӑ пек хурлӑ юрӑ юрлаҫҫӗ.

Вместо музыки слышалось какое-то пение, похожее на стоны.

Вуту юханшывӗ хӗрринче выҫӑпа аптрани // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 45–57 с.

Пурте темӗнле улшӑнса кайрӗҫ, тӗрлӗрен тӗлӗксемпе ытти вак-тӗвексене ӗненме, кирлӗ-кирлӗ маршӑнах хирӗҫме пуҫларӗҫ.

Мои спутники были в каком-то странном состоянии: сделались суеверны — начали верить снам, приметам и ссориться из-за всякого пустяка.

Вуту юханшывӗ хӗрринче выҫӑпа аптрани // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 45–57 с.

Эпӗ хам шыва кайнине те ӑнкарса илеймерӗм, темӗнле симӗс йӑрӑмсем куҫа курӑнса кайрӗҫ те кӗҫех ҫухалчӗҫ.

Помню воду кругом себя, затем пошли какие-то зеленые полосы.

Вуту юханшывӗ хӗрринче выҫӑпа аптрани // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 45–57 с.

Августӑн вунпӗрмӗшӗнче каҫ еннелле эпир темӗнле чул хысаклӑ ҫӳллӗ сӑрт патне ҫитрӗмӗр.

К вечеру 11 августа мы дошли до какой-то высокой скалистой сопки.

Вуту юханшывӗ хӗрринче выҫӑпа аптрани // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 45–57 с.

Темӗнле урӑх тискер чӗрчун, тӑватӑ уралли ӗнтӗ, тен, сӑсар пуль, пӑтӑрмахпа усӑ курса, хайхи ҫимӗҫе ҫаклатса та тарнӑ.

Какой-то другой хищник, на этот раз четвероногий, быть может соболь, воспользовался суматохой и подобрал лакомый кусок.

Ӑмӑрткайӑксен сывлӑшри ҫӑпӑҫӑвӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 41–44 с.

Сасартӑк ман хыҫра темӗнле ҫӳҫентермелле хыттӑн кӑшкӑрни илтӗнсе кайрӗ.

Вдруг сзади меня послышался резкий крик.

Ӑмӑрткайӑксен сывлӑшри ҫӑпӑҫӑвӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 41–44 с.

Темӗнле шухӑш тытрӗ пулмалла.

Видимо, что-то соображая.

Яка пыр // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 36–37 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех