Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ху тупнӑ-и эсӗ? — ыйтрӗ Григорий, Хопер шывӗн куҫа курӑнман ҫыранӗ хыҫӗнче, акшар сӑрчӗн леш енче хӗвел аннине, каҫхи шуҫӑм хӗмленсе ҫуннине тата унтан ӗнсе кайнӑ хура пӗлӗт татӑкӗсем шуса килнине йӗрлесе пӑхса.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӑйӗн аллисене хӑй те туймасӑр, Бунчук ӑна, ӑҫта та пулин ҫӗклесе кайма тесе, хӑяккӑн ҫавӑрса вырттарчӗ; анчах хӗрӗн сулахай айӑкӗ тӗлӗнчен юн лӑкӑртатса аннине, кӑвак кофта татӑкӗсем суран йӗри-тавра йӑплаккӑн сиккелесе чӗтренине курчӗ те суран ҫурӑлакан пульӑран пулнине, Аннӑна вилӗм ҫитнине ӑнланчӗ, ҫав вилӗме унӑн тӗссӗрленсе пӑтраннӑ кура куҫӗсенче те курчӗ.
XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кайсан-кайсан йӗр ҫӗтме пуҫларӗ, кӗрт ӑшӗнче кустӑрмасем малалла каяймасӑр пӗр вырӑнта шӑхӑрса ҫаврӑнаҫҫӗ, вӗҫекен пӑр татӑкӗсем машина ҫуначӗсене лексе чӑнкӑртатать, машина хыҫне такамӑн вӑйлӑ аллисем енчен енне ывӑтнӑн туйӑнать.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫӗрле кунта ӗҫ хатӗрӗсем хураҫҫӗ, хӑйӗн чӗкеҫ шатриллӗ учетчицине хут татӑкӗсем ҫине ҫырнӑ сведенисене пама Атаманов та час-часах чупа-чупа кӗрет.
XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫекӗлсем, пӑхӑр пралук, кабель татӑкӗсем, алюмини шинасем, фарфор е кӗленче изоляторсем туллиех купаланса выртнӑ.
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Лукерья Ильинишра Сергее сӗтел хушшине лартрӗ, ҫатма ҫинче шавлӑн ҫӑмарта хӑпартни чашласа ларать, сысна ҫӑвӗн татӑкӗсем хушшинче хӑмпусем хӑпара-хӑпара ҫурӑлаҫҫӗ.
X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Унтан шухӑш ҫӑмхи, тахҫан ҫӳресе курнӑ лайӑх пӗлекен сукмак ҫине кустарса янӑшӑн савӑннӑ евӗр, хӑвӑрт та чӑртмаххӑн ҫавӑрӑнса сӳтӗлме, тӳссе ирттернӗ самантсене сыпӑкӑн-сыпӑкӑн аса илтерме тытӑнчӗ: ҫапӑҫура вилнӗ вырӑс тата нимӗҫ салтакӗсен пичӗ-куҫӗсем, нӗрсӗррӗн сапаланса выртакан кӗлеткесем; тӗрлӗ сасӑллӑ шӑв-шав, калаҫу; тахҫан курнӑ пейзажӑн вӑхӑт шӑлса кайнӑ тӗссӗр татӑкӗсем; никама каласа паман, анчах темле майпа упранса юлнӑ шухӑшсем; канонадӑн аса илсе ҫитермелле мар хӑрушӑ ахрӑмӗсем, пулемет шатӑртатнӑ тата лента кӑштӑртатса шунӑ сасӑсем, хаваслӑ музыка, тахҫан юратса пурӑннӑ хӗрарӑмӑн чуна ыраттармалла хитре те кӑшт шупкарах тути, унтан каллех тата — вӑрҫӑ таткаланчӑкӗсем, — вилнӗ ҫынсем, тӑвансен масарӗсен пусӑрӑнса кӗнӗ тӗмескисем… — ҫаксем пурте пуҫра ҫывӑрмасӑр курнӑ тӗлӗк пек умлӑн-хыҫлӑн шӑвӑна-шӑвӑна иртрӗҫ.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫыхӑнусӑр аса илӳсен уйрӑм татӑкӗсем Аксинья сӑнне тӗксӗмлетсе ячӗҫ.Отдельные куски несвязных воспоминаний затемняли образ Аксиньи.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кӑшт леререхре тирпейсӗррӗн пуҫтарса хунӑ ал-ура сыпписемпе ҫуркаланчӑк шинель татӑкӗсем купаланса выртаҫҫӗ; унта ҫын пуҫӗ вырӑнне хӑрушла лутӑрканса кӗмӗрчӗкленнӗ ура кӑна чармакланса тӑрать.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫумӑр хыҫҫӑн йӗпе те лӗп ӑшӑ хире, пӗлӗт татӑкӗсем хушшинчен чупакан уйӑха пӑхса киленччӗр, кирлӗ пулсан, юрату ҫинчен те калаҫчӑр, анчах иккӗш кӑна пулччӑр.
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кубань шывӗ пахча хыҫӗнчех юхса выртать; ҫумӑр хыҫҫӑнхи пек, шыв пӑтранчӑк, кӑпӑкланса юхать, ҫырана хаяррӑн перӗнсе иртет, йывӑҫ татӑкӗсем, хӑмӑш тымарӗсем, улӑм юхса иртет.
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫапса ҫӗмӗрнӗ савӑт-сапа ванчӑкӗсем, чӗркелесе тӑкнӑ хут татӑкӗсем, пылпа лаптӑртанса пӗтнӗ кӗнекесем, пусма-пустав ластӑкӗсем, ача теттисем, кивӗ атӑ-пушмак таврашӗ, тӑкса янӑ ҫӑнӑх — ҫаксем пурте калама ҫук тирпейсӗррӗн урайӗнче сапаланса выртаҫҫӗ, кил-ҫурта такам айӑн-ҫийӗн тустарнине кӑтартса параҫҫӗ.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫулла хӗвел тухса хӗвел аничченех пӳрт умӗнчи тӑпрас ҫинче ларнӑ, туйипе ҫӗре чӗркеленӗ, пуҫне чиксе уҫӑмсӑр сӑнлӑхсем, шухӑш татӑкӗсем, манӑҫлӑх тӗттӗмлӗхӗ витӗр тӗксӗммӗн кӑна ҫуталса килекен асаилӳсем ҫинчен шухӑшланӑ…
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пуртӑ илет те хайхи, свиткӑна ваклама тытӑнать ку; пӑхать — унӑн татӑкӗсем пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпҫӑнсах пыраҫҫӗ, касса вакланӑ свитка каллех вӗр-ҫӗнӗ пек пулать тӑрать.Схватил топор и изрубил ее в куски; глядь — и лезет один кусок к другому, и опять целая свитка.
VII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Лена, нимӗҫ вилме пикеннине ӑнланса илеймесӗр, хӑранипе алли айне мӗн лекнӗ ҫавна илсе ун ҫине ывӑтма тапратрӗ: патрон обоймисем, котелоксем, ботинкӑсем, ҫӑкӑр татӑкӗсем, консерв банкисем, пушӑ бутылкӑсем…
VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑрманта, ҫамрӑк курӑк ҫинче, пушӑ сигара коробкисем, консерва банкисем, готически саспаллисемпе пичетленӗ, вараланса пӗтнӗ хаҫат татӑкӗсем, пушӑ бутылкӑсем йӑваланса выртнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Сывлӑшра темӗн шатӑртатнӑ тата уҫҫӑнах мар шавланӑ, калаҫусен тата музыка передачисен татӑкӗсем илтӗннӗ.В эфире раздавался треск и смутный гул, доносились обрывки разговоров и музыки.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Вӑл хӑйӗн тимӗр татӑкӗсем пек йӑлтӑртатса тӑракан куҫӗсене Серьга ҫине тӗллесе: — Мӗншӗн салху? — тесе ыйтрӗ.Целясь в Серьгу из-за стола острыми, как осколки, глазами, он спросил: — Что мрачный?
XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ӑҫталла пӑхатӑн — пур ҫӗрте те анлӑ Кубань тӳремлӗхӗ сарӑлса выртать, татӑк-татӑк пӗлӗтсем, питех те аялтан чупнипе хӑшпӗр ҫӗрте вӗсен нӳрлӗ татӑкӗсем тӗксӗмрех сарӑ хӑмӑла тиве-тиве иртеҫҫӗ.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫывӑхри лапсӑркка чӑрӑш ҫинче, туратсем урлӑ хурса янӑ пӗчӗк хӑма татӑкӗсем ҫинче, ҫӑра лӑсӑ ӑшӗнче наблюдатель ларать; ыттисем пурте тылалла, ҫулпуҫ сӑмахӗсем илтӗннӗ ҫӗрелле пӑхаҫҫӗ пулсан, вӑл вара пачах урӑх ҫӗрелле, хӗвеланӑҫнелле, хӗвеланӑҫнелле ҫеҫ пӑхать…
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.