Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татма (тĕпĕ: тат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чи аякра вырнаҫнӑ ялсенчи почта уйрӑмӗсенче те мӗнпур коммуналлӑ тӳлеве тӳлесе татма, пенсисемпе пособисем илме пулать.

В почтовых отделениях даже самых отдаленных деревень и сёл можно оплатить все виды коммунальных платежей, получить пенсии и пособия.

Михаил Игнатьев Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/07/07/news-3891069

Вӗсене сутса тупнӑ укҫа парӑмсене татма та ҫитмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Тамара чечеке татма хатӗрленнӗччӗ ҫеҫ — сасартӑк аллине такам тытса чарнӑн хытса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

— Сире ӗҫшӗн тӳлесе татма укҫа та ҫитмӗ пирӗн.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ самант ҫитетех // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ан хӑйнӑ пул ман ачан пурнӑҫне татма!

Не смей моего ребенка лишать жизни!

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Кӑвайт патӗнчи курӑк ҫине хӑйӗн пӗтӗм инструментне: темиҫе хаҫат, брошюрӑсем, чернил кӗленчи, хут татӑкӗсем кӑларса хунӑ хӗрача патне пырса тӑнӑ Агриппинӑн сӑнӗ синкер пулнӑ, вӑл хӗрачана пыртан ҫыртса татма хатӗрленнӗ пекех туйӑнать.

Лицо у нее было такое мрачное, будто она собиралась перекусить горло этой девушке, разложившей на траве у костра весь свой струмент: несколько газет и брошюр, чернильницу и листочки бумаги.

8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Хупахсенче е таса мар койкӑсем ҫинче мандолина кӗввине итлесе революци иртессе кӗтсе ларнӑ, урӑхла тумланнӑ офицерсем — халӗ ӗнтӗ вӑрттӑн хваттерсене канашланма пухӑнаҫҫӗ: мӗнле тусан аванрах пулать — ытлашши халӑхпа тулнӑ аслӑ Дон ҫарӗн хулине, — Новочеркасска, ытлах килӗшмен вырӑн пулсан та, — тармалла-ши, е пыйтӑллӑ гимнастеркӑна тӑхӑнса — Кубане, Деникин патне, каймалла, е кунта, вырӑнтах восстани тумалла, — тенӗ ыйтусене канашласа татма хӳмесем урлӑ каҫса ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ.

Переодетые офицеры, пережидающие революцию в кабаках или на грязной койке под треньканье мандолины, начали теперь лазать через забор в условленную квартиру — совещаться: что благоразумнее — подаваться ли в перенаселенный Новочеркасск, в не слишком любезную обстановку всевеликого Донского войска, напяливать ли вшивую гимнастерку — уходить к Деникину на Кубань — или организовывать здесь, на месте, восстание.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Сире ыйтӑва татма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, сирӗн Кропоткинӑра эпӗ хампа пӗрле илсе каятӑп.

А чтобы вам легче разбираться, я беру с собой вашего Кропоткина.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫак ӳснӗҫем ӳссе пыракан пӗтӗм йӗркесӗрлӗхӗн сӑлтавӗ кунтан хӗвелтухӑҫнелле, Царицына, каякан ҫула казаксем татма ӗлкӗрнинчен килнӗ: Белая Калитва тӗлӗнчи Донец урлӑ каҫакан чугунҫул кӗперне ишсе антарнӑ.

Причина всего этого растущего беспорядка была в том, что путь на восток, на Царицын, был уже отрезан: казаки под Белой Калитвой взорвали железнодорожный мост через Донец.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Унтан чӗн тилхепине шӑлӗсемпе кышласа татма пуҫларӗ.

Начал зубами переедать ременные вожжи.

10 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫурҫӗр енчи тӑвайккисенчен пӗр эскадрон чухлӗ утлӑ ҫар — нимӗҫ драгунӗсем — юрттарса анаҫҫӗ; вӗсем калла чакмалли ҫула сылтӑм флангӑран кӗрсе татма васкаҫҫӗ.

С северных холмов спускались всадники, — германские драгуны, численностью не менее эскадрона, на рысях заходили с правого фланга в тыл.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Право хуралӗнче ӗҫлекен ҫын тесе хӑйӗн пирки калани хӗрарӑма парӑма хӑвӑрт тӳлесе татма сӗннӗ, ултавҫа вара тытса чарма шантарнӑ.

Заявивший о себе как о сотруднике правоохранительных органов, предложил женщине быстро расплатиться с долгом, при этом уверовав что мошенника обязательно поймают.

Ултавҫӑсене 3 миллион тенкӗ куҫарса панӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30583.html

Император шантарса каланӑ тӑрӑх, ҫапла тумасан, хам ҫуралнӑ ҫӗршыв ҫыннисем, голландецсем, эпӗ вӗсен йӑлине туманнине пӗлсен, ҫул ҫинче манӑн пыра та касса татма пултараҫҫӗ.

Ибо если мои соотечественники-голландцы узнают, что мне удалось освободиться от выполнения этой церемонии, они, по уверению императора, перережут мне по дороге горло.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсем яланах кӗвӗҫме тата ӗмӗте татма юратаҫҫӗ.

Зависть и неудовлетворенные желания непрестанно терзают их.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл пӗрре ярса пуссанах е ҫурлипе пӗрре ҫавӑрса илсенех, мана таптаса лапчӑтма е ҫурмаран касса татма пултарать.

Стоило ему сделать еще шаг или взмахнуть серпом, и он мог растоптать меня или разрезать пополам.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вара эпӗ хамӑн ҫыхӑсене татма хӑтланса пӑхас мар-ши, тесе каллех шухӑшласа илтӗм.

Тут я снова подумал, не попытаться ли мне разорвать мои узы.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вязьма патӗнче те Бертье унӑн ячӗпе маршалсенчен ҫапла ыйтнӑ: «Французсен дивизийӗсем хушшинчи ҫыхӑнӑва татма хӑтланнӑ тӑшмана епле тыткӑна илмен-ха эсир», тенӗ.

Еще под Вязьмой от его имени Бертье требует объяснений от маршалов, «как могло случиться, что неприятельский корпус, который покусился перерезать сообщения между французскими дивизиями, не был взят в плен».

VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Фронта татма вӗсем питӗ сахал пулнӑ.

Для прорыва фронта их было слишком мало.

Пӗрремӗш ҫапӑҫу // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Киревсӗр Кох, хӑйӗн сӑмахӗсемпе хӑй каҫӑхса кайса, кӑткӑс ыйтӑва — поляксене тата Украина халӑхне епле пӗтерсе тӑкас ыйтӑва татма тӑрӑшнӑ.

Кох, захлебываясь от собственного красноречия, решал сейчас сложную проблему: как добиться уничтожения польского и украинского народов.

Кох патӗнче пулни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Унӑн урине мӗнле пӑчкӑпа татма хатӗрленни ҫинчен тата эпир ун пирки мӗн тери хумханни ҫинчен Фадеев, паллах, нимӗн те пӗлмен.

О том, какой пилой ему собираются отнимать ногу, и о всех наших волнениях Фадеев, конечно, не знал.

Икӗ операци // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех