Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татма (тĕпĕ: тат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Лашашӑн хӑҫан тӳлесе татма шутлатӑн-ха, Аттеней? — хӑйне аран-аран тытса чарса лӑпкӑн ыйтрӗ «хуҫа».

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та хӑйсем чиперех калаҫса татӑлчӗҫ: чӳк пирки сӑмах татма кӗрсен Тукайран тем тесен те крепь хучӗ ҫинчен ыйтмалла терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫур кун асапланчӗҫ ҫӗр пӳртре, анчах хуҫасем килсе ҫитиччен тӑлӑсене татма ӗлкӗрчӗҫ-ӗлкӗрчӗҫех, вилес патне ҫитнӗскерсем йӑлӑм вӑрманне тапса сикрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Григорий Темкин хулана тутарсене патӑр ҫеҫ, тӳрех пуҫне касса татма хушатӑп, — терӗ вӑл воеводӑсен умӗнчех.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр икӗ кӑмпине татма ӗлкӗртӗм-и, ҫук-и, Хӗлимун чупса пычӗ те: «Эпӗ санран малтан куртӑм, эпӗ!» — тесе кӑшкӑрса мана тӗртрӗ ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

— Кам хӑраманнипе кӑмпа татма пӗлнине кайран курӑпӑр».

Куҫарса пулӑш

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Ҫырла татма Наcтаҫ кинеми питӗ юратать.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Ку хушӑра эпӗ татма пуҫланӑ тӗле пуртӑпа касма тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.

Пуртӑпах касса татма тивет ку турата, — терӗ Палюк мучи.

Куҫарса пулӑш

Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.

Малтан сикекен лакӑм амантрӗ, куҫарнӑ чух пысӑк турачӗсене татма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Ҫавна асра тытса эпир халь вӑрмана ҫырла е кӑмпа татма кайнӑ чух чи малтан кӗсъене хутпа кӑранташ чикетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ кайӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 25–26 с.

Тепӗр ирхине кӑмпа татма пынӑ ҫынсем ҫул кӑтартса янипе тин киле таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫкӗнсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 21–22 с.

Вӑл кун эпир Йӑлӑм вӑрманне кӑмпа татма кайрӑмӑр: эпӗ, Мирон Кузьмич, кӳршӗ ачи Эрхип — виҫҫӗн.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Ҫавӑнпа ман кӳршӗ Мирон Кузьмич Йӑлӑм вӑрманне сунара е ҫырла-кӑмпа татма ҫеҫ мар, ахаль уҫӑлса ҫӳреме те час-часах каять.

Куҫарса пулӑш

Хырлӑхра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 4–5 с.

Малтанах эп сан пата пыл хурчӗ нектар шӑршине сиссе вӗҫнӗ пек вӗҫрӗм, эс мана хитре чечек пек илӗртрӗн, хӑвна татма чӗнтӗн…

Куҫарса пулӑш

Пӑрпа пӗрлешнӗ ҫыран // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 134–135 с.

Айта пилеш татма.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Сана эпир хамӑр анкартисене ытлашши татма суйламан.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Хӑйсем пухура татма йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Пӗтӗмпех асне илчӗ вӑл: ача чухне Иванпа пӗрле пӑрҫа татма кайнине те, Хурӑн варне ӗне ҫитерме ҫӳренине те, унтан, кӑштах пысӑклансан, выртмана ҫӳренисене те…

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

— Чечек татма.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех