Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татма (тĕпĕ: тат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа та эпир сирӗн умӑрта нихӑҫан татма ҫук пысӑк парӑмра.

Поэтому мы пред вами в огромном, неоплаченном долгу.

Паттӑрлӑха асра тытса, Ҫӗнтерӗве халалласа // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.09, http://alikovopress.ru/pattarlaxa-asra-tyitsa,-centereve-xalallasa.html

Анчах ӑна та ирӗлсе-ванса ан пӗттӗр тесессӗн типӗ ҫанталӑкра кӑна татма юрать.

Куҫарса пулӑш

Сентябрь // Георгий Орлов. https://vulacv.wordpress.com/2018/09/27/ ... %be%d0%b2/

Паллах, вӗсем черетсӗр тӑпӑлтарса илнӗ ырлӑхсен парӑмне хуҫа умӗнче ӗҫлесе татма кирлине туйсах тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Тӑсӑлса выртакан ҫеҫке ҫийӗн ҫырлаллӑ тунасем хӑйсене татма йыхӑрнӑн ҫӗкленсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхен // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Шала кӗрес умӗн асӑрхаттару хӑми ҫакӑнса тарать: чечексем татма, курӑк пуҫтарма, кӑвайт чӗртме юрамасть.

Перед входом висит предупредительная доска: нельзя рвать цветы, собирать траву, разводить огонь.

Ботаника пахчи — илемлӗ те кӑсӑклӑ вырӑн // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2788.html

Кредит татма кассӑна услам куллен кӗмелле.

Чтобы выплатить кредит, в кассу должна поступать прибыль.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Кивҫенӗсене татма тӑмсай Шуркка хулари чип-чипер хваттерне сутса ячӗ.

Чтобы расплатиться долгами Шура продал в городе хорошенькую квартиру.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

23. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлти Патшалӑх хӑй чурисен парӑмне тӗрӗслеме шутланӑ патша евӗрлӗ; 24. ҫак ӗҫе пикенсен, ун патне пӗр ҫынна илсе пынӑ, лешӗн патшана парас парӑмӗ вунӑ пин талант пулнӑ; 25. унӑн тӳлеме нимӗн те пулман та, патша вара ӑна хӑйне те, арӑмӗпе ачисене те, мӗнпур пурлӑхне те сутса парӑма татма хушнӑ; 26. ӗнтӗ ҫав чура ӑна ӳксе пуҫҫапса каланӑ: патшамӑм, кӑштах кӗтсемччӗ, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп, тенӗ.

23. Посему Царство Небесное подобно царю, который захотел сосчитаться с рабами своими; 24. когда начал он считаться, приведен был к нему некто, который должен был ему десять тысяч талантов; 25. а как он не имел, чем заплатить, то государь его приказал продать его, и жену его, и детей, и все, что он имел, и заплатить; 26. тогда раб тот пал, и, кланяясь ему, говорил: государь! потерпи на мне, и все тебе заплачу.

Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Вут чӗртсе ярсассӑнах, пуриншӗн те хуравласа каланӑскерӗн чӗлхине касса илме, пиччӗш-шӑллӗпе амӑшӗ умӗнче тирне сӳсе алли-урине касса татма хушнӑ.

4. Когда они были разожжены, тотчас приказал принявшему на себя ответ отрезать язык и, содрав кожу с него, отсечь члены тела, в виду прочих братьев и матери.

2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сан патна иҫӗм ҫырли татма кӗрес пулсан, ҫавсем пӗр-ик ҫырла та пулин хӑвармӗччӗҫ-и вара?

Если бы проникли к тебе обиратели винограда, то и они разве не оставили бы несколько ягод?

Авд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

59. Даниил каланӑ вара: шӑпах хӑвӑн пуҫна ҫимех суйрӑн эсӗ; Турӑ Ангелӗ сана ҫурмалла касса татма, сире тӗп тума хӗҫпе кӗтсе тӑрать, тенӗ.

59. Даниил сказал ему: точно, солгал ты на твою голову; ибо Ангел Божий с мечом ждет, чтобы рассечь тебя пополам, чтобы истребить вас.

Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Сан патна иҫӗм ҫырли татма кӗрес пулсассӑн, ҫавсем пӗр-ик ҫырла та пулин хӑварӗччӗҫ.

9. Если бы обиратели винограда пришли к тебе, то верно оставили бы несколько недобранных ягод.

Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Ҫын парӑмӗшӗн ҫӑка кӗрсе алӑ паракан ҫын пек ан пул: 27. тӳлесе татма нимӗн те ҫук пулсассӑн, айӑнти тӳшекне те туртса илӗҫ!

26. Не будь из тех, которые дают руки и поручаются за долги: 27. если тебе нечем заплатить, то для чего доводить себя, чтобы взяли постель твою из-под тебя?

Ытар 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Ҫапла калакансем те пулчӗҫ: эпир патша хырҫине тӳлесе татма хамӑр уйсемпе иҫӗм ҫырли пахчисене саклата парса кивҫен кӗмӗл илетпӗр; 5. пирӗн ӳтӗмӗр те хамӑр тӑванӑмӑрсен ӳчӗсем пекех, пирӗн ывӑлӑмӑрсем те вӗсен ывӑлӗсем пекех, анчах пирӗн хамӑр ывӑлӑмӑрсемпе хӗрӗмӗрсене чурана пама тивет, пирӗн хӗрӗмӗрсем хӑшӗ-пӗри пусмӑрлӑхра ӗнтӗ.

4. Были и такие, которые говорили: мы занимаем серебро на подать царю под залог полей наших и виноградников наших; 5. у нас такие же тела, какие тела у братьев наших, и сыновья наши такие же, как их сыновья; а вот, мы должны отдавать сыновей наших и дочерей наших в рабы, и некоторые из дочерей наших уже находятся в порабощении.

Неем 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫе хӑш вӑхӑтра татма ӗлкӗртӗр?

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех