Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татма (тĕпĕ: тат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чечек татма кӗрсе аташса кайрӑн-и?

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫимӗк курӑкӗ татма каятпӑр!

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чечек е хӑш чух курӑк татма, е чӑхсене йыхӑрма кайсан, Иван пичче патне пырса лараттӑм.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пусса чечек татма тухсан, ыраш ӑшне кӗрсе пӗр-пӗрин ҫумне ҫӑт ларса, куҫран пӑхса пӑшӑлтататтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ачасем тырӑ вырса пӗтерсен вӑрмана мӑйӑр татма каясси ҫинчен сӑмахланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

…Касса татма юрамасть иккен ута кӑкарнӑ чӗлпӗре.

Что же, если веревку нельзя перерезать,

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сӑмахран, ҫак тавралӑх пире пӗр майлӑ курӑнать, ҫавна пӗр-пӗр чӗрчунсенчен чи ӑсли, лаша мӗншӗн хӑйӗн вилӗмне лӑпкӑн кӗтсе выртнинчен, хирӗҫлеменнинчен, вӗренне ҫыртса е кӑшласа татма пӗлменнинчен тӗлӗнетпӗр.

Словом, мы удивляемся тому, что эта местность представляется нам однообразно, что это самый умный из одних и тех же животных, почему лошадь спокойно дожидалась своей смерти, не отрицает, не умеет кусать веревку или грызть ее.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑйне кӑкарнӑ вӗрене татма ҫеҫ ӑс ҫитереймен янавар.

Одного не догадалась сделать, пока были силы, — оборвать веревку.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Май пулсан татсах пӑрахӗччӗ вӑл «хӳрене» Янтул — татма ҫук.

Была бы возможность, он бы с радостью обрубил этот «хвост», но увы!

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑрҫнӑ чух вӗсем, карчӑкӗпе иккӗшӗ, пӗрне-пӗри чи хаяр сӑмахсемпе татма тарӑшаҫҫӗ.

снова они с женой будут обзывать друг друга самыми злыми словами.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Президент пирӗн ума лартнӑ тӗллевсене кура отпуска вӑхӑтсӑр татма йышӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Тулли мар мобилизаци пуҫланнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d1%82%d1%8 ... bd%d0%bda/

Пӗррехинче Ильмушка ачисем ҫырла татма кайнӑ пулнӑ.

Пошли раз дети Ильмушки в лес за ягодами.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Вӑлсам ҫырла татма килнӗ», — тесе вӑл хирӗҫ каласса кӗтмесӗрех вӑрманалла ҫаврӑнса утать.

— П… но ягоды они п… пошли, — и, не дожидаясь ответа, пошел прочь от костра, в лес.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хушнӑ сана тухса вут татма — тат», — текелесе Яка Илле хуйӑр хуппи пек хыткан аллипе ҫӑмламас кӑ-кӑрне кӑтӑртаттарать.

Вот и коли знай поленья, коль тебе велели», — прислушивается к стуку топора во дворе Илле и шумно скребет заскорузлой, как лубок, пятерней волосатую грудь.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑш та пӗр курӑкне мунча кӗрсе тухса тасалсан тин татма юранӑ, теприсене ҫимӗк кунӗ ирхине ҫынсем тӑриччен пуҫтармалла пулнӑ…

Например, некоторые травы можно рвать только после того, как вымоешься в бане, очистишься от грязи, другие — в день Симека, до восхода солнца и пока не проснулись люди…

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫиме чарӑннӑ лашасем курӑк татма тапратрӗҫ.

Насторожившиеся было кони снова спокойно стали рвать траву.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лаша таканне вӑл турпас таткине хуҫкаланӑ пек хуҫкаланӑ, тимӗр тӑлла туртса татма пултарнӑ.

Подкову переламывал, словно шепку, железные путы разрывал как гнилую веревку.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑй ҫапах та тӗрлӗ хырҫӑсене вӑхӑтра парса татма тӑрӑшнӑ.

Однако подати старался платить вовремя.

Каҫҫан пичче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗҫне часрах татма ҫеҫ пулӑшӗ вӑл.

Да этим он только и добьется того, что ускорит свой конец.

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хырҫӑсене укҫан парса татма хӑтланакансем те пур.

Находятся несколько человек, которые пытаются откупиться деньгами.

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех