Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пур пӳртсене те питӗрнӗ, крыльцисене каҫах ҫуса тасатнӑ.
XXXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ун хыҫҫӑнах хорунжи хӑй, ҫӗнӗ черкескӑпа, хулпуҫҫисем ҫине офицер пакунӗсем ҫакса, тасатнӑ атӑсемпе, — казаксем хушшинчи сайра япала, — йӑл-йӑл кулкаласа, сулкаланса, пӳлӗме кӗчӗ те Оленина килнӗ ятпа ырӑ сунчӗ.
XVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Унӑн ҫуса тасатнӑ питне ҫав тери уҫӑ пек, вӑйлӑ ӳт-тирне ҫав тери тасалса кайнӑ пек туйӑнать.На умытом лице он чувствовал свежесть, на сильном теле — чистоту.
XI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл, хутран-ситрен чарӑнса, ятарласа тасатнӑ чӗрнеллӗ, самаях хулӑн та вӑйлӑ пӳрнисемпе миндаль мӑйӑрӗ шӗкӗлчесе илет, тем пирки пӗрмаях кулкалать; унӑн пичӗ те, куҫӗсем те йӑлкӑшса ҫунса тӑраҫҫӗ.
I // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Офицерсем пӑрӑнса тасатнӑ сарлака ҫул витӗр вӑл полк патнелле сиккипеленех тӑпӑртаттарчӗ.Сквозь широкую дорогу, очищенную офицерами, он галопом поскакал к полку.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Николаевсен тиншӗкӗ пылчӑклӑ калушсене унран хывса илнӗ тата аттисене кухня ҫӗтӗк-ҫурӑкӗпе тасатнӑ вӑхӑтра, хӑй вӑл ӑшӑ ҫӗре кӗнипе тарланӑ куҫлӑхне, витӗрех мар куҫӗсем ҫывӑхнех тытса, тутӑрпа шӑлатчӗ, хӑна пӳлӗмӗнчен Александра Петровнӑн янӑравлӑ сасси илтӗнсе кайрӗ:
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Питех те тӗплӗ тасатнӑ хыҫҫӑн тин вӗсем кӗмӗл тӗслӗ курӑнакан пулчӗҫ.Только после основательной чистки можно было увидеть, что они серебряные.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вӗлернисенне иккӗшӗнне те кӗсйисене тасатнӑ.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӗсенчен пӗри, резинӑллӑ япаларан ҫӗленӗ ҫӗнӗ пальто тӑхӑннӑскер, нимӗнпе те палӑрса тӑман яп-яка хырса тасатнӑ ҫаврака питлӗ, плаща та кӗрнеклӗ ҫын, йӑл кулса, сӗтел патне пычӗ, Разметнова чул пек хытӑ аллине тӑсса пачӗ.
XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унпа Поляница тимӗр шкаф вырӑнне усӑ курать пулмалла: арчара чи кирлӗ документсем сыхланса усранни ун ҫине ҫакса янӑ арча пекех пысӑк, йӑлтӑртатмаллах тасатнӑ амбар ҫӑринчен те паллӑ.
XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Тӳпе — ҫуса тасатнӑ пек!
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Привалсенче каннӑ чух, ҫапӑҫусем хушшинче, кашни пушӑ минутрах, пӑшал тасатнӑ е апатланнӑ хыҫҫӑн, боецсене кӗнеке сӗнет, кайран эсӗ ӑна вуланипе вуламаннине тӗрӗслет.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл вӑрт-варт сиксе тӑчӗ, пуртенкине чӗркерӗ, аттине тӑхӑнчӗ — вара ҫак вӑхӑтра пуҫӗ вӗҫӗнче ҫуса тасатнӑ, ӑста, вӗтӗ ҫӗвӗпе ҫӗлесе лартнӑ тельняшкипе хӑйӗн таса катанпир кӗпине курчӗ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Урапа йӗрри лакӑмӗсенче тӑпра сӑрхӑнтарса илеймен ҫумӑр шывӗ халӗ те кӳлленсе тӑрать-ха, анчах Гремячий Лог хуторӗ ҫийӗн, тирексенчен те ҫӳлерех, ирхи шупка-хӗрлӗ тӗтре ҫӗкленчӗ, шалкӑм ҫумӑр ҫуса тасатнӑ пек курӑнакан йӑлтӑртатми тӗксӗм-кӑвак тӳпере тул ҫутӑлнӑ тӗле пытанса ӗлкӗреймен ҫамрӑк кӗмӗл уйӑх ҫутӑ тӗсне ҫухатсах пырать.
40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Капла халь санӑн плугу ҫуса тасатнӑ пекех, ҫавӑнпа та вара эсӗ, ҫула май, чунна кантарма чикарккӑ та ҫавӑрса хыпма пултаратӑн.Зараз у тебя плуг — как вымытый, и ты могешь на ходу цигарочку для удовольствия души завернуть.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл плугӑн сылтӑм аври ҫине уртӑнчӗ, плугне тӗрен вӗҫӗ ҫине лартрӗ, вара тӑпра сийӗ, плугӑн сурпанӗ тӑрӑх чалӑшшӑн та хыттӑн сӑтӑрӑнса иртсе, сурпан ҫумне ҫыпҫӑнса хытса ларнӑ тӑпрана, ҫулласа тасатнӑ пекех, тасатса хучӗ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Алкумне кӗрсенех, атти ҫумне ҫыпҫӑнса тулнӑ, тасатса тасалми пылчӑка йӗпе акаци шӑпӑрӗпе шӑлса тасатнӑ чухнех, Разметнов Нагульнов пӳлӗмӗнчен алӑк хушӑкӗ витӗр тулалла ҫутӑ пайӑрки чалӑшшӑн ӳкнине курчӗ.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫумӑр ҫуса тасатнӑ ҫамрӑк уйӑх аслӑ тӳпен хӗвеланӑҫ енче касса кӑларнӑ ҫап-ҫутӑ ҫурӑк пек курӑнса тӑрать.Омытый дождями молодой месяц светлой прорезью покоился на западной окраине неба.
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Чӗркевне алӑран вӗҫертмесӗр, вӑл куҫҫуль тумламӗсене тата хӑйшӗн ҫак нихҫан пулман тӗлӗнмелле савӑнӑҫ ячӗпе хӗп-хӗрлӗ сӑн ҫапичченех ҫуса тасатнӑ питне-куҫне ҫаннипе шӑлкаласа илчӗ, тытӑнчӑклӑн хӑйӑлтатса тухакан сассипе ҫапла каларӗ:
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тепӗр виҫӗ кунтан ҫил ҫитсе ҫапӑнакан ҫӗр тӗмисем пурте ҫаралса юлчӗҫ, тӑпри тухичченех ҫуса тасатнӑ тӑвайккисем нӳрӗ тумӗсене кӑтартма пуҫларӗҫ, сӑртсем ҫинчен, хир тӳписенчен шавласа юхса анакан шыв пӑтранса кайрӗ, вара, хӑйӗн сиксе вӗрекен кӑтра хумӗсем ҫине кӑпӑк капланчӑкӗсен сарӑ ҫӗлӗкӗсене ларта-ларта, тырӑсен ҫуса тасатнӑ хӑмӑлӗ-тымарӗсене, сухаланӑ уйсенчен тӑпӑлтарса пухса килнӗ типӗ хытхура юлашкисене тата тӗмӗн-тӗмӗн ӳсекен жабрей курӑкӗн шыв татса ӳкернӗ тӗркисене айӗн-ҫийӗн ҫавӑрттарса, анаталла ыткӑнчӗ.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959